Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршине (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утнӑ, ассӑн сывланӑ, шӳрпе шӑршине, пӑтӑ шӑл ҫинче мӗнле ирӗлнине аса илнӗ.

Идут, вздыхают, вспоминают, как пахнут щи, как тает на зубах каша.

Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Подтелков, утнӑ май, нӳрӗ курӑкӑн нумай тӗрлӗ уҫӑмсӑр шӑршине шӑршласа пырать.

К многообразным невнятным ароматам намокшей травы принюхивался, шагая, Подтелков.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишка ватка пиншак, атӑ, вӗҫӗсене шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чиксе шалавар тӑхӑннӑ; карттусне ӗнси хыҫне шутарса лартнӑ та ӳсӗртсе яракан сивӗ сывлӑша, тӑварсӑр шывӑн нӳрӗ шӑршине сывласа утать.

Мишка, в ватной куртке, в чириках, с заправленными в белые чулки шароварами, шел, сдвинув на затылок фуражку, дыша наспиртованным морозом воздухом, запахом пресной сырости от воды.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унти мӗн пур япаласем Аньӑна аса илтерсе тӑраҫҫӗ: манса хӑварнӑ сӑмса тутри те, салтак подсумокӗ те, пӑхӑр курка та — алли пырса сӗртӗннӗ кашни ӑпӑр-тапӑр япала Анна шӑршине упраса хӑварнӑ.

Там каждый предмет еще дышал присутствием Ани, каждая вещь хранила ее запах: и забытый носовой платок, и солдатский подсумок, и медная кружка — все, к чему прикасались ее руки.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗсре вӑрман хӗррипе чиперех иртрӗ, йӗркеллӗн Дон еннелле анса пычӗ, унтан хӗвелтухӑҫ енчен кизек тӗтӗмӗн шӑршине вӑркӑштарса килекен ҫиле май Семеновски хуторӗ ҫине ҫул тытрӗ.

Кобыла благополучно миновала лес, удачно спустилась на Дон и по ветру, доносившему с востока запах кизечного дыма, направилась к хутору Семеновскому.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл картишӗнчи выльӑх тислӗкне сиктерме, утӑ тураса пуҫтарма, типсе кайнӑ хыт курӑкпа шур утӑн сӳрӗк шӑршине, ҫӗрӗк тислӗкӗн хӗрхӳ шӑршине килениччен сывлама ӗмӗтленчӗ.

Хотелось убирать скотину, метать сено, дышать увядшим запахом донника, пырея, пряным душком навоза.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алексей Бешняк амӑшӗ ывӑлӗн кивӗ кӗпи-йӗмӗсене тыта-тыта пӑхса макӑрчӗ, ирӗксӗррӗн тухакан йӳҫӗ куҫҫульне сӑрхӑнтарчӗ, тум таврашӗсене шӑршласа пӑхрӗ; анчах юлашки кӗпи кӑна, Кошевойсен Мишки илсе килни, хутламӗсем хушшинче ывӑлӗн тар шӑршине упраса хӑварнӑ.

Перебирая старое бельишко Алексея Бешняка, плакала мать, точила горькие скупые слезы, принюхивалась, но лишь последняя рубаха, привезенная Мишкой Кошевым, таила в складках запах сыновьего пота.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтесре хура куҫсем йӑлтӑртатса тӑнӑ — йытӑсем тутлӑ какай шӑршине сиссе пуҫӗсене урисем ҫине хунӑ та кӗтӳҫӗсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса выртнӑ…

В углу блестели черные глаза,— волкодавы, чуя сладкий запах мяса, положили морды на вытянутые лапы и не отрывали взгляда от чабанов…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей сӑмсипе сивӗ сывлӑша туртса шӑршларӗ те ҫунакан тислӗк шӑршине туйрӗ, лутра мӑръе тӑрринче ҫил касса антарнӑ кӑвак тӗтӗм хӑюне асӑрхарӗ.

В морозном воздухе Сергей уловил свежий запах кизячьего костра и разглядел над низкой трубой срезанную ветром сизую полоску дыма.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Улӑхӑн тутлӑ шӑршине шӑршласа, Ирина Савва йыхравӗ ҫинчен шухӑшласа пычӗ.

Вдыхая пряный запах, Ирина думала о приглашении Саввы.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нӳрӗ сывлӑша тата пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен сӳрӗкленес енне кайнӑ йывӑр шӑршине туйса, лашасем хаваслӑн тулхӑрса илчӗҫ те уҫӑрах утӑпа малалла кайрӗҫ.

И лошади, почуяв сырость и вянущий, острый и тоскливый запах прошлогодней листвы, зафыркали, пошли веселей.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫавсем хушшинчех малашнехи юн кӳллисен шӑршине аякран сиссе илнӗ ҫӑхансем те сахал мар пулнӑ; вӗсем ҫӗршывӑн юн тымаррисене камӑн хытанка алли касса уҫасса туйса илнӗ те, хӑйсем валли мӗн те пулин хӑйпӑтса илес шанчӑкпа, Могилев хулине лӑпӑстатса вӗҫсе килнӗ.

Но были и стервятники, дальним нюхом чуявшие запах большой крови, предугадывавшие, чья твердая рука вскроет стране вены, и слетавшиеся в Могилев с надеждой, что и им придется кое-что урвать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ресторанта тӗрлӗ апатсен йывӑр шӑрши тапса тухнӑ; сӗтелсем ҫинчи чӗрӗ чечексен чуна хумхантаракан хӳхӗм шӑршине хуплантарсах ӑша-чике лӗклентерсе пӑтратать.

Запахи ресторанных кушаний глушили волнующе-тонкий аромат расставленных по столикам живых цветов.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеҫен хирти армути шӑршине туйнипех ман макӑрса ярассӑм килет…

От запаха степного полынка мне хочется плакать…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Якӑлти те катӑк ӑслӑ хӗр пулас вӑл», — хулӑн конвертран ҫапакан духи шӑршине туйипеле сӑмсине пӗркелентерсе шухӑшларӗ Сергей Платонович.

«Пустая и, кажется, недалекая девка», — в первый раз подумал так о дочери Сергей Платонович, морща нос от запаха духов, исходившего от плотного конверта.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ҫил Чир енчен ҫӗрӗшнӗ курӑкӑн пылак тутӑллӑ шӑршине варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче ҫуркуннехи пекех, сенкер те акӑш-макӑш черчен мӗлкесем тавра курӑм хӗррипе вӗлтӗртетсе выляҫҫӗ.

Южный ветер нес с Чира томленые запахи травного тлена, и в полдни на горизонте уже маячили, как весной, голубые, нежнейшие тени.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мунчари пек вӗри хутнӑ кухньӑна вӑл сивӗ сывлӑшпа салтак пурнӑҫӗн йӳҫӗ шӑршине илсе кӗчӗ.

Принес с собой в жарко натопленную кухню запах мороза и незабываемый едкий дух солдатчины.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна вӑл кӗркуннехи самӑр такана ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе йӗнерӗ урлӑ ҫавӑрса хурать те, ҫул тӑршшӗпех этем пӑх-шӑкӗн усал шӑршине тата хӑранипе лачкам йӗпе пулнӑ офицерӑн тулли ӳчӗ тӑрлатса чӗтренине туйса, сиккипех хӑйӗн взводне таврӑнать.

Как барана, вскидывает его поперек седла, скачет, все время ощущая противный запах человеческого кала, исходивший от офицера, и дрожь полного, мокрого от страха тела.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ халӗ ҫарта пулнӑ, походсене хӑнӑхнӑ ватӑ лаша пек, — тар шӑршине туять, трубасем кӑшкӑрнине илтет, урипе кукалет, хӑлхисене сиктерет, анчах хӑй ниме юрӑхсӑр…

Я теперь как тот старый конь, приученный к боевым походам, — чует запах пороха, слышит звон трубы, бьет копытами, прядет ушами, а уже никуда не годится…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех