Шырав
Шырав ĕçĕ:
Казилин — Вольтурн шывӗн сылтӑм енче, Капуйӑран ҫичӗ мильӑра ларакан шавлӑ та йышлӑ ҫынлӑ хула.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хор шывӗн, тата унта юхса кӗрекен шывсен ҫӳлти пайӗсене пунктирпа палӑртнӑ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӗсемпе пӗрле ларса, ӑнланмалла япаласем ҫинчен каланине итлесе, Кама шывӗн хӗррисенелле, пӑхӑр хӗлӗхсем пек карӑнса ларакан хырсене, улӑхсене пӑхса пыма аван, — унта шыв тулнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк кӳлӗсем тӑрса юлнӑ та, ҫӗмрӗк тӗкер ванчӑккисем пек курӑнса выртаҫҫӗ, хӑйсем ҫине кӑвак пӗлӗт ҫутти ӳкнӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ, эпир виҫсӗмӗр те тул ҫутӑлнӑ чухне симӗс кӗмӗл тӗслӗ сывлӑмлӑ уйпа утатпӑр; пирӗнтен сулахай енче, Ока шывӗн леш енче, Дятловой тусен хӗрлӗ тӗслӗ аяккисем тӗлӗнче, шурӑ Чулхула тӗлӗнче, симӗс пахчасен тӳписем хушшинче, ылттӑн тӗслӗ чиркӳ тӑррисем хушшинче, вырӑссен кахалтарах хӗвелӗ васкамасӑр тухать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑрса кайнӑ йывӑҫсем тата ура айӗнче ҫӗрсе выртакансем питӗ нумай унта, вӑл вӑрман Ока шывӗн пӗр еннелле сарӑлса выртать, тепӗр еннелле Мускава каякан шоссе ҫулӗ тӑсӑлса выртать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем ҫакӑнта, Тиссавар плацдармӗнче, Тисса шывӗн сулахай ҫыранӗнче, Венгри ҫӗрӗк малтанхи пусӑмӗшӗн пынӑ кӗрешӳре вилнӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Колхозниксен шап-шурӑ ҫурчӗсем Тисса шывӗн ҫыранӗ хӗрринех вырнаҫса ларнӑ, чӳречисем чикӗ еннелле пӑхаҫҫӗ.Белые колхозные хаты расположились по самому краю обрыва Тиссы, окнами к границе.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Капитан чикӗ еннелле, Тисса шывӗн лӑпкӑ шавӗ илтӗнекен еннелле пӑхрӗ.Взгляд его был устремлен в ту сторону, откуда доносился приглушенный шелест Тиссы.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
1911-мӗш ҫулта Иртыш шывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлакан Алтай тӑвӗсен Калбинск ту хырҫине тӗпчесе вӗреннӗ май эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: ҫак ту хырҫи хӗвеланӑҫӗнче те, хӗвелтухӑҫӗнче те Иртыш ҫумӗпе иртет, ҫавӑнпа вӑл тӑршшӗпех пӗр евӗрлӗ пулмалла пек, анчах унӑн хӗвеланӑҫ енчи пайӗ Семипалатинск патӗнче чылай лутра тата питӗ яка, хӗвелтухӑҫ енче вара ҫӳлӗрех те пӗркеленчӗкрех, илемлӗрех.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паян, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ, ӑна Эйгыпвээм шывӗн вӑрринче ларакан моторлӑ вельбота илсе кайма май килсе тухрӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн пӗр палланӑ ҫын та пулман, Столыгин ӑна хӑйӗн патне Мускав шывӗн тепӗр енчен унӑн телейне курса ӑмсанма пынӑ темле хӗрарӑм-хурӑнташӗсене йышӑнма чарнӑ; Столыгин моряк йӑмӑкне килти вӑрттӑн полици тӑвасшӑн пулнӑ, анчах арӑмӗ хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне унпа пӗрле ирттересшӗн пулман.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Киле ҫитсенех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ, хӑйне темле тизана ярса пама хушнӑ та пӗрремӗш хут тӗрӗссине каласа панӑ: эпӗ халь Нева шывӗн тискер, анчах лӑпкӑ ҫыранӗсенче пулас пулсан, уншӑн питӗ хаклӑ тӳленӗ пулӑттӑм, тенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тахо шывӗн симӗс ҫыранӗсем хӗрринче пурӑнакан Элисио кӗтӳҫӗ, ҫав вырӑнсенчех ҫуралнӑ хитре Галатейӑна юратнӑ…Пастух Элисио с зелёных берегов Тахо полюбил прекрасную Галатею, рождённую на тех же берегах…
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хула хӗрринчи урамран пылчӑклӑ Мансанарес шывӗн ҫыранӗ хӗрринчи чухӑн килте Мигель Сервантес хӑйӗн ҫемьине тупнӑ.На окраинной улице, в бедном доме на берегу грязного Мансанареса, Мигель Сервантес нашёл свою семью.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эпир ҫак еннеллех хӗвеланӑҫнелле, тинӗс ҫыранӗпе паралелле кайсан, — ӑнлантарнӑ вӑл, — виҫӗ кунран кая юлмасӑр Халифа шывӗн ҫыранӗсем патне тухма пултаратпӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чи шӑрӑх вӑхӑтра вӑл ансӑр Мансанарес шывӗн ҫыранӗ хӗррине, пысӑк мар кӗпер айне кӗрсе ларнӑ.В самый жаркий час он присел на берегу узкого Мансанареса, под крутой аркой небольшого мостика.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Тахо шывӗн симӗс ҫыранӗсем хӗрринче пурӑнакан Элисио кӗтӳҫӗ ҫав ҫырансем хӗрринчех ҫуралнӑ кӗтӳҫ хӗрне пит хитре, Филенӑна юратнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Урама тухӑп та, ак, тӗрлӗренни ҫинчен сӗмленсе утӑп: паян, сӑмахран, кунӗ хӗвелли ҫинчен шухӑшлӑп; хӗвеллӗ кун, Мускав шывӗн леш енчен пӑхсан, Кремль соборӗсен тӑррисем ҫуннӑ пек ялкӑшса курӑнаҫҫӗ, уйрӑмах Иван Великий аван…
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.