Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗпе (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хуран кукли ҫиме эпӗ те отказ мар чыслӑ ваккат шучӗпе, — ҫавӑнтах ресторан еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унччен илтнӗ хыпар та тӗрӗсех иккен: пиччӗшне чӑнах та Хусана куҫса килме ирӗк панӑ, «Союз-птицепродукт» ятлӑ учреждение технорук шучӗпе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юрьеври университетран вӗренсе тухсан, ӑна халер чирӗпе кӗрешме мобилизаци шучӗпе Аҫтӑрхан кӗпӗрнине янӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Алексей Ефремович сире больница довольствине кӗртме хушрӗ, дежурнӑй врач шучӗпе апатланатӑр, стало быть, — пӗлтерчӗ фельдшер.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Виҫ-тӑватӑ артист — мобилизаци шучӗпе медфакра вӗренекенсем кӑна — Эльгеевпа пӗрле «Нацмен клубӗнче» пӗчӗк спектакльсем ларткаласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку таранччен хӗрлӗ армеецсен шучӗпе паек паратчӗҫ артистсене, ун пек йӗрке пулмасан, кам ӗҫлӗ ҫав клубра?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Разверстка шучӗпе мар, ҫӗнӗ тырӑччен кивҫенле ыйтаҫҫӗ вӗт сиртен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӑмарта суттипе ачисем ҫыхланман, разверстка шучӗпе памалли тырра парса татнӑ тетчӗ Гретта… — ӑнлантарчӗ Данилов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ.

Четыре гражданина сговорились обогатиться за счет земляков и обвинили двух чабанов в похищении нескольких лошадей.

Тува Республикинче 184 лаша туртса илекенсене суд айӑпланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32231.html

Ӑсчахсен шучӗпе миллиард ҫулсем каялла Марс пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр пулнӑ.

По мнению ученых она могла населять планету на протяжении миллиардов лет в то время, когда Марс больше походил на нашу Землю.

Марс ҫинче пурнӑҫ йӗрне тупас тесен тарӑнрах чавмалла // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32224.html

Ялтан лавсем ҫитсен сунарҫӑсем упа тирне вӑрмантах ҫӳрӗҫ те какайне ушкӑнри ҫынсен шучӗпе тӑватта пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн кӑна пуҫтарман иккен ялсенче ясак шучӗпе: пыл, типӗтнӗ кӑмпа, тискер кайӑк тирӗ, шӑратнӑ ҫу, тӗш тырӑ, кӗрпе.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа шучӗпе, Урасмет Нухратшӑн питӗ лайӑх мӑшӑр, вӑл пулас арӑмӗшӗн чунне пама хатӗр имӗш, Тукай вара ку тӗлӗшпе кӑштах иккӗленерех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран хам ирӗкпе, вӑтам хресчен шучӗпе, патшалӑха вунпилӗк пӑт тыра сутрӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуррисемпе тухса кайнӑ офицер, ун шучӗпе, хӗрлӗ командира, паллах, курайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хули, ун шучӗпе, тахҫанах Хӗрлӗ Ҫар аллинче пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй ирӗкӗпе мар-ҫке-ха вӑл, мобилизаци шучӗпе кайнӑ, — терӗ те, лашине чӑпӑрккапа ҫапса, хыттӑн чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хуҫа шучӗпе, ҫакӑншӑн Совет влаҫӗ кӑна айӑплӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна шучӗпе унӑн февраль уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫӑмӑлланмалла пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр енчен шутласан, тата, урса кайнӑ халӑх шучӗпе — мародерсемпе большевиксем пӗртӑван.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех