Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗпе (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫул шучӗпе мар, ан кӳренӗр, ӗҫ шучӗпе… ну, должнӑҫпа тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Микула шучӗпе Лукарье, ӗҫпе килнӗ пулсан, ҫакнашкал хуравланӑ хыҫҫӑн тухса каймаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун шучӗпе, вӑрӑ-хурахсен йышӗнчен пери ҫеҫ катӑлнӑ пулсан та, Миххан кулянмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех голсен шучӗпе – чи маттур бамбардир.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

50–60-мӗш ҫулсенче завод шучӗпе уйрӑм пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Кӗҫӗн вӗренекенсене вара, педиатрсен шучӗпе, 30 минут та ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Тукай шучӗпе, вӗсене хальхинче вырӑссене тупа тутармаҫҫӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан шучӗпе, килсен вӑл ытларах кайри пӳртре ларать, Чураппапа Сарье пурӑнакан пӳртре.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ шучӗпе, ку ӗнтӗ эп сан тарҫу мар, ярлӑкна туртса илчӗҫ тӗк, вунӑ-вун пилӗк лаша усрама ан ӗмӗтлен тениех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй шучӗпе, ҫитмелле пек, тем тесен те ҫитмелле!

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл хӗррине ҫитсен пуҫа ҫӗнӗ шухӑш, ун шучӗпе, хитре шухӑш пырса кӗчӗ: халь тӳрех Кӗривеш вӑрманне ҫул тытмалла, ҫак темиҫе куна унта, пӑлхавҫӑсем хушшинче, ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан шучӗпе, ывӑлӗ ашшӗнчен нумай усалтарах: ӗметсӗр, чӑркӑш, кӗвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ялан вылянса тӑма таканари шыв мар терӗ, — хӑй шучӗпе чи кирли пирки хыпар турӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисен шучӗпе, ирттермеллех ӑна, пӗр ялпа ҫеҫ мар, темиҫе ялпа чӳк тумалла.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри шучӗпе, ку элчӗсем Мамич-Бердейпе Усеин-Сеит ҫыннисем мар, Элӗкпе Янчура ҫыннисем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Ку лавсене мӗн тиенине турхан куҫпа пӗрре пӑхса илсех пӗлчӗ — ясак шучӗпе пуҫтарнӑ япаласем.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахҫан ӗлӗкрех Палецкий княҫа ҫармӑссемпе чӑвашсем аркатнине аса илсе Чалӑм тӗлӗнче нимле хӑрушлӑх та ҫук-и тесе йӑртӑх шучӗпе темиҫе кимме юри малтан ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан, хӑй шучӗпе, ыттисенчен телейлӗрех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне вырас чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗ сан урлӑ Сӗве вӑрринче тӑракан мӗн пур ратнӑй ҫынсене хӑйӗн архипастырь саламне ярать, — митрополит шучӗпе, унти воинсен чунӗсем йӑлтах ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа унти ҫынсем хушшинче чирлисем питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех