Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗпе (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, вӗсен шучӗпе, улатаккана курни пысӑк телей шутланнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем сывпуллашнӑ чухне пӗр-пӗрне: «Улатаккана курмалла пултӑр», – тесе каланӑ тет.

Например, увидеть дятла у них считается большой удачей, поэтому на прощание они желают друг другу: «Дятла тебе».

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа пур шкулта та «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Патриотизмла воспитани» регионти проект шучӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗ 2.0» проект пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

«Вӗренӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федераци проекчӗн шучӗпе Ураскилт тата Питӗшкасси шкулӗсенче «Ӳсӗм вырӑнӗ» цифра тата гуманитари профилӗсен вӗренӳ центрӗсем уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

«Демографи» наци проекчӗ шучӗпе районта «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси – виҫӗ ҫулчченхи ачасен шкулчченхи вӗренӗвӗ валли условисем туса парасси» регион проекчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

«Культура» федерацин тӗллевлӗ программи шучӗпе Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетесси.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Республика ертӳлӗхӗ шучӗпе, пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе кӑтартусем япӑх мар, анчах ӑҫталла туртӑнмалли те пур.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Ун шучӗпе, литература урокне ирттересси уйрӑмах йывӑр, мӗншӗн тесен ытти уроксемпе танлаштарсан педагогӑн пӗр харӑсах тӗпчевҫӗ те, ӳнерҫӗ те, воспитатель те, артист та пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Архитектор шучӗпе палӑк умӗнчи чечек савӑчӗсем ҫакӑн пек пулмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Максим Андреевич шучӗпе, — терӗ вӑл главнӑй инженера, — Григориу ертсе пыракан строительство управленийӗн опычӗ ҫинчен партком ларӑвӗнче сӳтсе явмалла.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юлса пыракан СУ вара, вӗсен шучӗпе, плана тӑхӑрвунӑ процент вырӑнне сакӑрвунӑ процент е ҫитмӗл процент ҫеҫ тултарсан та ҫавах.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сапла ирсӗрленсе, Тихӑн, хӑй шучӗпе, амӑшӗшӗн те, хӑйӗншӗн те тавӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Александр Кузьмич Сидоркин шучӗпе вара кӗтмелли вӑхӑтсем иртсе кайнӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан шучӗпе, Елюк эп каланине итлетех, ҫыракан ҫынсене вӑл чунтанах хисеплет, вӗсене такам вырӑннех хурать, кӗнеке е хаҫат тытса ларать те вара «пӑрах, ӗҫле мӗн те пулсан, вуласа ларма учитель-и-ха эс, слушши-и» тесен ҫеҫ алӑран пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна май Степан Семенч, Керменев хушаматлӑскер, унӑн черетлӗ отпускӗ хӑҫан пулнине те, вӑл хӑй шучӗпе миҫе хут каннине те пит лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Паллах, черетлине маларах памӗҫ, хӑй шучӗпе илме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ӑна татса пама йывӑр мар-ха — отпускне хӑй шучӗпе илет те, ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пахалӑхлӑ вӑрлӑхпа ӗҫлени вара уйрӑмах вырӑнлӑ, пӗрре — пысӑк тухӑҫ илетӗн, тепре — тӑкаксен 80 процентне патшалӑх шучӗпе саплаштарма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

«Таранов шучӗпе, таҫта ҫӳлте турӑсем пурӑнаҫҫӗ пулас, анчах пирӗн космонавтсем вӗсемпе тӗл пулни ҫинчен ку таранччен пӗр интервью та паман-ха».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫул шучӗпе хӑйӗнчен чылаях аслӑрах Сулагаевпа ку таранччен Таранов кирек хӑҫан та сӑпайлӑн калаҫма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саркай шучӗпе кирек хӑш хайлаври тӗп герой та кантӑк пек яп-яка пулмалла, хӑй вара вӑл чӑнах ҫавӑн пек ҫырать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех