Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗпе (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллӑ ӗнтӗ, регион стандарчӗн ытти пайне республика бюджечӗн шучӗпе тивӗҫтермелле.

Соответственно, за счет республиканского бюджета обеспечивается остальная часть регионального стандарта.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1941 ҫулта студентсен шучӗпе (9581 ҫын) Тбилисси университечӗ СССР-та пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

В 1941 году по количеству студентов (9581 человек) Тбилисский университет вышел на первое место в СССР.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ячӗ ҫӑпла шухӑшлама парать пулин те Грассмаркет курӑкпа витӗннӗ вырӑн пулман: вӑл шурлӑхлӑ лапамра вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавна пула вӑл халӑх шучӗпе чулпа сарнӑ Эдинбургӑн пӗрремӗш пайӗ пулса тӑнӗ.

Вопреки буквальному смыслу названия, Грассмаркет не был покрыт травой: он располагался в болотистой низине, вследствие чего стал первым участком Эдинбурга, замощённым за общественный счёт.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

1954 султа радио итлекенсенчен 8.688 ҫыру илнӗ пулсан, иртнӗ ҫул вӗсен шучӗпе 17.652 ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пирӗн ҫӗршыв радиоприемнӑй точкӑсен шучӗпе тӗнчере малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Лай шухӑшӗпе килӗшӗллӗн, Тайваньре ҫамрӑк китайсене ӗҫлеме ирӗк парсан ку вырӑнти ҫамрӑксен пуласлӑхне ура хурать, мӗншӗн тесен капла туни «пулас тайвань ҫамрӑкӗсен шучӗпе Китайра ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панипе тан» пулать.

Лай заявил, что не стоит разрешать молодым китайцам работать на Тайване, потому что это означает «решить проблему с безработицей в Китае за счёт будущего тайваньской молодёжи».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Рур облаҫӗн лаптӑкӗ Германи лаптӑкӗнчен 1,2 % кӑна йышӑнать пулин те, халӑх шучӗпе Рур облаҫӗ Германири пӗтӗм халӑх йышӗнчен 6,3 % шутланать, унсӑр пуҫне вӑл Федераци республикин чи пысӑк агломерацийӗ шутланать.

Хотя площадь Рурской области составляет только 1,2 % от площади Германии, по количеству населения Рурская область составляет 6,3 % всего населения Германии и является самой большой агломерацией Федеративной республики.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

2003 ҫулта Исланди ӑслӑлӑх шучӗпе ҫӗнӗрен кит тытма пуҫланӑ.

В 2003 году Исландия возобновила научный промысел.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Единая Россия» парти йӗркелекен «Елка желаний» акци шучӗпе уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ун шучӗпе цирк хуҫи хура маскӑна ҫӗнтерсе питне уҫса кӑтартма ниепле те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун шучӗпе вӑл паян маттур, амӑшӗ хушнине пурне те тунӑ — амӑшӗ ӑна хытӑ аллипе кӑна мар, сӑмахпа та лӑпкамалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ун шучӗпе, малалла пурнӑҫ йӗркеленмеллех.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫапах фондӑн тӗп спонсорӗсем, Юрий Михайлович шучӗпе, ахаль ҫынсем — ачасене пулӑшма укҫа панӑ граждансен йышӗ 10 пин ҫынран та иртет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: парламент сасӑсен пысӑкрах шучӗпе 50%-лӑ ҫӑмӑллӑха ҫирӗплетекен саккун проектне ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Вӗсем ҫут тӗнчерен ир уйрӑлнӑшӑн, тӑвансен шучӗпе, эпӗ айӑплӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсен шучӗпе, чипер куҫ-пуҫлӑ ҫын эрех ӗҫмесӗр пурӑнаймасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Лишайкин шучӗпе, паян ҫак поселок тавра хӑварнӑ вӑрмана та касма юрать.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн шучӗпе чи тӗрӗс, чи аслӑ шухӑш патне пырса тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее те ӑслӑ пуҫлӑхсем Подоприхин пек хӗрӗх пӗрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, вӗсен шучӗпе, «патшалӑх ҫӑкӑрне салатакан» председательсене, ӗҫ кунӗшӗн ик ҫӗр (!) грамм тырӑ панӑшӑн каҫарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех