Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш шучӗпе, ватӑ хусах ӗнтӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Юсав хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен, подрядчикӑн ӑна 8 ҫул хушши хӑй шучӗпе пӑхса тӑмалла пулӗ.После ремонта подрядчик должен предоставить гарантийное обслуживание в течение 8 лет.
Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере 83,6 миллионпа юсама хатӗр подрядчика шыраҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31317.html
2021 ҫула аэропорт пассажирсен йышӗпе те, рейссен шучӗпе рекордла кӑтартупа вӗҫленӗ.
Аэропорта кӑҫал юсаса пӗтересшӗн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31104.html
Физкультурӑпа спорта тӑтӑш хутшӑнакан граждансен шучӗпе (ку вӑл кашни иккӗмӗш ҫын) Чӑваш Ен Раҫҫейӗпе 22 тата Федерацин Атӑлҫи округӗнче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ҫавна май Чӑваш Ен тӑратнӑ проектсен шучӗпе (17 отрасльти 128 проект) Раҫҫейри регионсенчен пӗрремӗш виҫӗ регион шутне кӗме пултарчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
2021 ҫулта «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗ шайӗнче тата республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе 230 яхӑн обществӑлла вырӑна тата картишсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗсене Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлама пулӑшакан фонд укҫи-тенки шучӗпе ҫӗнетмелли федераци программи ӗҫлесе каясса кӗтетпӗр, ӑна укҫа-тенкӗпе Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ҫитес виҫӗ ҫулта ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗсемпе килӗшӳллӗн бюджет кредичӗсене тата ытти ҫавнашкал мелсене реструктуризациленине пула ирӗкленнӗ бюджет кредичӗсен шучӗпе асӑннӑ ҫул-йӗре хывакан инвестици укҫи-тенки тата ытларах ӳссе пырӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ун шучӗпе, Зиновийрен япӑх ашшӗ те ҫук ҫӗр ҫинче.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Лешӗн шучӗпе, коммерсант арӑмӗн пур ӗҫе те пӗлмелле.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кулленхи, шучӗпе саккӑрмӗш, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.Текущий, восьмой по счету, посвящен 150-летию со дня создания новой чувашской письменности.
«Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература ӑмӑртӑвӗ хайлавсем йышӑнать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30750.html
«Гарант» ТМЯП УК директорӗ Юрий Степанов шучӗпе, инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула ыйтӑва хулапа район администрацийӗнче татса памалли пирки каланӑ.
Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html
Ун шучӗпе, инкек курнӑ хваттерсемшӗн управляющи компанин тӳлемелле пулӗ.По его мнению, за пострадавшие квартиры должна будет оплатить управляющая компания.
Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html
Вӗсен шучӗпе Владик ырӑ чун-чӗреллӗ ҫын пулнӑ иккен.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Тӗп бухгалтер ывӑлӗ валли хулара кооператив шучӗпе хваттер тума укҫа хывнӑ теҫҫӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
— Ыран бухгалтерине кӗрсе ыйтатӑп, тен, аванс шучӗпе ҫырса парӗҫ пӗр пин.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ун шучӗпе Тоньӑна ҫитекенни ялта ҫеҫ мар, республикӑра та ҫук.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вӗсен шучӗпе Аня пӑру витисене япӑх хупнӑран килнӗ ҫак инкек.По их мнению, это происшествие случилось из-за того, что Аня плохо закрыла дверь в хлеве с телятами.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вӗсене, обществӑллӑ ӗҫе нагрузка шучӗпе ӗҫлеттерес йӗркепе, шӑпӑрӗ-мӗнӗсемпех илсе килеҫҫӗ, — лешсем хӑранипе тата тарӑхнипе — шӑлнӑ чухне акӑш-макӑш тусан кӑлара пуҫлаҫҫӗ, ҫакна пула тасамарлӑха хирӗҫ кӗрешес ӗҫрен вӗсене сирмелле пулать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Иван Гора командир шучӗпе халӗ мӗн тумаллине пӗртте шухӑшласа илеймест…Иван Гора решительно не понимал, — что ему теперь как командиру делать…
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.