Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламарӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виктор утӑ ҫинче Прохорпа калаҫса выртса ӑшӑнчӗ те ниҫта та кайма шутламарӗ, вагонрах ҫӗр каҫма шутларӗ…

Виктор, разговаривая с Прохором, согрелся на мягком сене и решил никуда не идти, а заночевать в вагончике…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев ыйтса пӗлме шутламарӗ, пурте ахалех паллӑ: хӑй халиччен мӗнтен хӑраса пурӑннӑ — шӑпах ҫавӑ пулнӑ.

Кондратьев не стал расспрашивать, ибо и без расспросов все было ясно: случилось именно то, чего он так боялся.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хускалма иртерех иккенне пӗлсе, Матвей Юргин салтаксене вӑхӑтсӑр вӑратма шутламарӗ.

Матвей Юргин боялся разбудить солдат прежде времени.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл макӑрмарӗ, макӑрма шутламарӗ те, анчах ҫапах та унӑн питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ.

Он не плакал и не хотел плакать, но по его щекам потекли крупные слезы.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ай-гу Ци господинӑн юлашки сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланаймарӗ, апла пулин те ҫав «чӗркӗмӗлленсе ларнӑ» япала мӗн иккенне кайса курма шутламарӗ.

Ай-гу не поняла последних слов Седьмого господина, а подойти и посмотреть на нечто, «пропитанное ртутью», не хотела, да и не смела.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Вӑл Марьянка ҫине пӑхрӗ те ӑна тусемпе тӳпен илемне юратнӑ пек (ӑна хӑйне ҫапла туйӑнчӗ) юратрӗ, вӑл унпа нихӑш енӗпе те хутшӑнса ҫыхланса кайма шутламарӗ.

Он смотрел на Марьянку и любил ее (как ему казалось) так же, как любил красоту гор и неба, и не думал входить ни в какие отношения к ней.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Сунар ҫинчен шутламарӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй вилес пек ывӑнса ҫитнине туйса тата кашни самантрах пурнӑҫӗ татӑласса кӗтсе, кашни тӗмпе кашни йывӑҫа уйрӑммӑнах тинкерсе, ҫӳҫ-пуҫӗ вирелле тӑрас пек хӑраса, пӑхса пычӗ.

Об охоте он уже не думал, чувствовал убийственную усталость и особенно внимательно, почти с ужасом, оглядывал каждый куст и дерево, ожидая ежеминутно расчета с жизнию.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Огняновӑн хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрас кӑмӑлне, пӗлекен Марин ӑна тытса чарма шутламарӗ те.

Зная упрямство Огнянова, дядя Марин не пытался его удерживать.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколовӑн тунас кӑмӑлӗ те ҫукчӗ, тунма шутламарӗ те, вӑл манӑн терӗ.

Соколов не хотел да и не мог отрицать этого и ответилутвердительно.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кулӑран ҫын пулать, — чӗрре кӗрсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, анчах малалла тавлашма шутламарӗ.

— Со смеха люди бывают, — заносчиво сказал дед Щукарь, но спорить дальше не стал.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку ыйтупа парти райкомне те кайма шутламарӗ вӑл.

Не хотел он обращаться по этому поводу и в райком партии.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдовӑн пӑтранчӑк куҫӗсем усаллӑн ҫуталкалама пуҫланине асӑрхасан кӑна Разметнов сӑмаха урӑх енне пӑрчӗ, салхуллӑн анаслакаласа, утӑ ҫулас пирки калаҫма тапратрӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене усса, юри ыйхӑланӑ пек пӑхкаларӗ, — анчах йӑскӑн куллине шупка мӑйӑхӗ айне пытараймарӗ, те пытарма та шутламарӗ.

Только завидев недобрые искорки в помутневших глазах Давыдова, Размётнов круто изменил направление разговора, скучающе позевывая, заговорил о покосе, смотрел из-под полуопущенных век с притворной сонливостью, — но шельмоватую улыбку то ли не мог, то ли попросту не хотел спрятать под белесыми усами.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кама сиплесшӗн эсӗ? — илтӗнчӗ сасартӑк Лао-шауне, анчах вӑл ӑна хуравлама та шутламарӗ.

— Кого это ты будешь лечить? — вдруг послышалось старому Хуа, но мог ли он сейчас отвечать?

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ирхи кӳлӗмре ытла та тутлӑ-ҫке ачасен ыйхи, ҫавӑнпа Катерина Санькӑна ир вӑратма шутламарӗ, утӑ ҫулнӑ ҫӗре кӑшт каярах пырсан та айӑп пулмӗ.

Но сладок ребячий сон на заре, и Катерина решила не будить Саньку так рано — не беда, если он придет на сенокос немного попозже.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр йӑлана кӗртнӗ япалана Катерина пӑсма шутламарӗ.

Катерина не нарушала заведенного порядка.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Санька унпа хирӗҫме шутламарӗ, атӑ пуҫӗпе ҫӗре чавкаларӗ те аран-аран ҫапла каларӗ:

Но Санька не стал с ней спорить, а только поковырял носком сапога землю и с трудом выдавил:

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Маша ҫырӑва вулама та шутламарӗ.

Но Маша и не подумала читать письмо.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ йӑлтах хӑй майӗпе пулса пычӗ, вӑл унтан чакма та, иртсе кайма та шутламарӗ; Обломова вара, шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сивӗ чирпе чирленӗ пекех, ним шутламасӑр юратса пӑрахрӗ.

Это как-то легло на нее само собой, и она подошла точно под тучу, не пятясь назад и не забегая вперед, а полюбила Обломова просто, как будто простудилась и схватила неизлечимую лихорадку.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ ӗнтӗ вӑл пӳлӗмре савӑнса утса ҫӳремерӗ, Анисьйӑпа шӳтлесе калаҫмарӗ, пулас телей ҫинчен хумханса шутламарӗ; ку телей ҫинчен виҫӗ уйӑхлӑха манмалла; ҫук, кун пек мар!

Он уже не ходил на четверть от полу по комнате, не шутил с Анисьей, не волновался надеждами на счастье: их надо было отодвинуть на три месяца; да нет!

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах Обломов ӑна хирӗҫ кӑмӑлсӑррӑн тав турӗ, ерҫӳ ҫук, терӗ, каҫару ыйтрӗ; унӑн чавсисем ҫине пӑхма шутламарӗ те.

Но он сухо поблагодарил ее, не подумал взглянуть на локти и извинился, что очень занят.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех