Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул иртнине вӑл шутламан; Аскӑнлӑхпа, тен, ас хуралнӑ — Нумайӑшӗ унта ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынсем ҫинче чӗмсӗртерех ҫӳренӗрен Марине Сехрене халиччен калаҫура кун пекех ӑста тесе шутламан та.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп сана халех килет тесе шутламан.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп сана ун пек арҫын тесе шутламан

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шутламан та пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хам та пӗлместӗп, ун ҫинчен шутламан.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн пирки сӑмах хускатма, вӑл именчӗ, секретарь те ӑна ӗҫ парасси пирки пӗрре те шутламан пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп Хусана кун пекех пысӑк тесе шутламан.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухайсем хир енне ҫаратаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха эпӗ, анчах кун пекех хӑтланаҫҫӗ тесе шутламан.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссем ку енне каҫма шутламан чухне кӑшт кӗтсе пӑхас.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах шутламан утӑмсем ан тӑвӑр, йышӑну тӑвиччен ӑслӑ ҫынсемпе канашлӑр.

Только не стоит совершать необдуманные поступки: прежде чем принять окончательное решение, посоветуйтесь с компетентными людьми.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Васкавлӑ пӗтӗмлетӳсем, лайӑх шутламан йышӑнусем ан тӑвӑр.

Не делайте поспешных выводов и не принимайте необдуманных решений.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна никам та шутламан, мораль категорипе кӑна виҫкелесе пӑхаҫҫӗ хӑш чухне.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах Тукай паян киле кайма шутламан та иккен.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купсине хӑйне тата унӑн пӗртен-пӗр хӗрне пилӗк ҫул каялла тутарсем вӗлернӗ пулнӑ, купса майри вара упӑшкипе хӗрӗ ҫӗре кӗнӗ ҫӗртен кайма шутламан, ҫурт лартнӑ та ӗмӗрлӗхех кунта пурӑнма юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ҫынни унтан пытанма шутламан та-мӗн, хӑех тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ вара чееленме шутламан та.

А заяц и не думал хитрить.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Вӗсем пурте ҫуначӗсене сула-сула ывӑнса ҫитнӗ, апла пулин те чарӑнма шутламан, шав малалла кайнӑ.

Все лебеди уморились, махая крыльями, но они не останавливались и летели дальше.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Эльгеев тӑруках ӑнланса илеймерӗ: медик тесех шутламан вӑл хӑйне, ҫавӑнпа тытӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев шкула пама шутламан ачине, вӑл хӑй ирӗкӗпе — юлташӗсемпе пӗрле кайнӑ пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех