Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кун эпӗ пӗр шутламан ҫӗртенех Шуркас улӑх ял пухӑвне лекрӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн сумкинче ҫивчӗ пуртӑ та пулнӑ, анчах вӑл унпа усӑ курма шутламан.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн лекциччӗ, ӑсатма пырать тесе шутламан эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чус витнӗ пӳрчӗпе хапхи кивелнӗ, хуҫи, ахӑртнех, ӑна ҫӗнетме те шутламан пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вара хамӑр пухӑва мӗнле ирттермелли ҫинчен сӳтсе явӑпӑр! — тесе кӑларса ячӗ Михха Касмуххасене ним шутламан пек.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, никама та ҫын вырӑнне шутламан, хӑйӗнчен хӑватли ҫук пек суннӑскер, паян пуҫласа халӑхра ӑнланмалла мар вӑй пуррине сисрӗ те самантлӑха ӗрӗшех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ ҫине ним шутламан пек пӑхрӗ те тарҫисемпе калаҫма хӑнӑхнӑ сассипе: — Мӗн килӗшмелли пур ман унпала? Эпӗ — хуҫа, вӑл — ҫара ҫерҫи. Паян эпӗ унӑн ҫунатне касса ятӑм ҫеҫ, ыран вӑл та манӑн тарҫӑ пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Миххасем ҫине, вӗсене ним шутламан пек пӑхса илчӗ те ҫӳҫне ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑрса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне шутламан пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха каччӑ чухнехи ҫинчен сӑмах тапратни хӑйне шутламан пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра Михха парӑнма шутламан ҫын чӗрине мӗн каласа ҫурма пулать-ши, унӑн асапне курса савӑнма тата мӗнле майсем пур-ши тесе шухӑшласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та этем вырӑнӗнче шутламан пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫакӑнтах аҫа ҫаптӑр, Лукерья Семеновна, эпӗ пӗрре те кулма шутламан.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша вӑрлассине те йывӑр ӗҫех тесе шутламан вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна та ытлашши йывӑр ӗҫех тесе шутламан вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эп Тукайпа тӑванлашма шутламан та, калаҫатӑн кирлӗ мара, Ятламас пичче, — кӳреннӗ пек пулать каччӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ара, эп нихҫан та вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫма шутламан!

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ҫакӑн пек тутлӑ илеме профессионаллӑ кондитер мар, профессионаллӑ… дознаватель ылтӑн аллисемпе хатӗрлени пирки никам та шутламан пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутламан пуль ҫав, пирӗн ҫинчен те шутланӑ пуль турхан терӗ пӗррехинче аслашшӗ Ятламаса Тукай ҫинчен сӑмах хускатсан.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан хӑйӗн юлташӗ Сарри мӑрса умӗнче чӗмсӗр пулнине пӗлет-ха, ӑна вӑл пӗрре кӑна мар курнӑ, анчах мӑрсасене ҫапла турӑ вырӑнне хурать тесе шутламан.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех