Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ыран сирӗнпе сывпуллашма тивет, хутора каятӑп, — шут тытрӗ Давыдов, — Тӑшман пуҫне ҫӗклет вӗт, а, Кондрат?
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑйӗн тусӗ тӗлӗнмелле хӑтланни ҫинчен илтсен, вӑл пӗтӗмпех хӑй тӗрӗслеме шут тытать, каҫхине, вӑхӑт нумая кайсан, вӑл Нагульнов патне хваттере пырса кӗрет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тыркассене пӗтерме колхозниксенчен пӗр пайне, хирти ӗҫрен пушӑ юлаканнисене, мобилизацилеме шут туса хучӗҫ, вӗсем ҫумне, шыв кӳрсе тӑма, темиҫе мӑшӑр вӑкӑр ҫирӗплетсе парас тата шкул заведующине, Шпыня учителе, кӑшлакан чӗрчунсене пӗтерес ӗҫре халӑха пулӑшма вӗренекен ачасемпе хире тухма ыйтас, терӗҫ.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959