Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулӗн (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ дачӑра атте-аннене пулӑшатӑп, ҫӗр чаватӑп, ҫум ҫумлатӑп, пахча ҫимӗҫсем пуҫтаратӑп (И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова, вырӑс шкулӗн 5-мӗш класӗ валли хатӗрленӗ учебник, 2014, 100 с., рецензенчӗ Ю.М.Виноградов).

Я помогаю на даче родителям, копаю землю, полю сорняки, собираю овощи (И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова, учебник, подготовленный для 5-го класса русской школы, 2014, 100 с., рецензировал Ю.М.Виноградов).

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

– Ҫапла, тӗрлӗ ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем район, республика, ҫӗршыв шайӗнче Йӳҫкасси шкулӗн ятне ҫӳле ҫӗкленӗ, ҫӗклеҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗн ӗҫӗсене куракансем яланах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Патӑрьелӗнчи ачасен ӑсталӑх шкулӗн, «Сказка», «Центральнӑй», «Василек», «Солнышко» ача сачӗсен воспитанникӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Ачасен коллективӗсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн «Хӗвел» ача сачӗн «Почемучки» ушкӑнӗ (ертӳҫи - Надежда Егорова) йышӑнчӗ, иккӗмӗш Хӗрлӗ Чутай шкулӗн ташӑ класӗ (ертӳҫи - Надежда Хохлова) пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем те, аслисем те илемлӗ ташлаҫҫӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Хӗрлӗ Чутай шкулӗн салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑкӗсем вара - Александр Агаськин, Валерий Аргандейкин, Никитӑпа Евгений Канцеляровсем, Игорь Князьков, Иван Сармандейкин (командир), Егорпа Павел Секайкинсем, Федор Ябыков, Богдан Яркин - паян мӗн тунипе ҫырлахса ларасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31

Пирӗн район чысне кӑҫалхи Спартакиадӑра Хӗрлӗ Чутай шкулӗн опытлӑ тренерӗ Эдуард Романов хатӗрленӗ команда хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31

Районти централизациленӗ клуб системин, Патӑрьелӗнчи искусство шкулӗн работникӗсем, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

Чӑваш халӑх поэчӗ, вӑлах конкурс жюри председателӗ Юрий Сементер, поэт Василий Кервен, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Юлия Анисимова, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева, наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствин ӗҫтешӗ Ирина Степанова – конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене ӳсӗм тӑрӑх, 7–9-мӗш классенче вӗренекенсенчен тата 10–11-мӗш классенче вӗренекенсемпе студентсенчен кашни тӑватӑ номинацире уйрӑм палӑртма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 5 «б» класӗнче вӗренекен Диана Громовӑпа Полина Соловьева тата библиотекӑн хастар вулаканӗсенчен пӗри Галина Маркеева поэтӑн сӑввисене туйӑмлӑн вуласа пачӗҫ.

Ученики 5 «б» класса Комсомольской 1-й средней школы Диана Громова и Полина Соловьева а также одна из усердных читателей библиотеки Галина Маркеева чувственно прочитали стихи поэтессы.

Сӑввисенче ытарайми тӗнче сӑнланнӑ // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/05/%d1%81a%d0% ... bd%d0%bda/

Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарчӗ.

С жизнью чувашской воскресной школы познакомила Сильвия Чаркина.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Юлташла тӗлпулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑнчӗҫ.

На дружескую встречу присоединились чувашские, марийские, удмуртские секции многонациональной воскресной школы.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Мероприятие Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили уҫрӗ.

Мероприятие открыла директор многонациональной воскресной школы Майя Хухунашвили.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Мероприятине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мӑн Этмен шкулӗн директорӗ Анатолий Михайлович Ейков уҫрӗ.

Мероприятие в торжественной обстановке открыл директор школы Больших Атменей Анатолий Михайлович Ейков.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Февралӗн 22-мӗшӗнче Тӑманлӑ Выҫли тӗп шкулӗн спортзалӗнче те волейболла выляма юратакансем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ шкулӗн саккӑрмӗш класӗнче вӗренекен Петр Лубашкин маттурлӑхӗнчен, ӗҫченлӗхӗнчен пурте тӗлӗнеҫҫӗ.

Все удивляются, какой молодец, какой работящий Петр Лубашкин ученик восьмого класса школы в Старых Айбесях Алатырского района.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Пурис Павӑлӗпе ун арӑмӗн Вирккан ҫичӗ ывӑл, ҫиччӗшӗ те аслӑ шкул пӗтернӗ (Мишша Сениэль поэт, Иван Егоров прозаик, Николай ялти шкул директорӗ, Петӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗн ертӳҫи, Кӗркурипе Ҫергей - чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, кил тӗпчекӗ – ял композиторӗ - Тимӗр тата икӗ хӗр – Зина, вӑл Тутарстанрах вӑрман урлӑ ялтах пурӑнать, Лиза радиотелеграфистка вара Шупашкар ҫумӗнчи Шахчӑрта хӑйӗн кил-ҫуртне тытса тӑрать).

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Ученӑйсем лингвокультурологи ыйтӑвӗсене тӗпченипе паллашнӑ вӑхӑтра мана Хусан патшалӑх университечӗн лингвокультурологи шкулӗн ертӳҫин Радиф Замалетдиновӑн монографийӗ кӑмӑла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Унта Апакасси шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнса призерсен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ӗҫлеме пуҫласан спорт шкулӗн филиалӗн территорине симӗслентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех