Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкул сăмах пирĕн базăра пур.
шкул (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Артекран» таврӑннӑранпа Стас Михопаркин шкул пурнӑҫне хутшӑннипе пӗрлех кадет класӗпе Ҫӗнтерӳ кунӗнчи парада та хутшӑнма ӗлкӗрчӗ, салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑксен республикӑри Спартакиадине те хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Иккӗшӗн те ҫул-йӗрӗсем Кчетковсен хӗрӗсен евӗрлех: шкул пӗтерсенех Чӑваш патшалӑх университе-чӗн медицина факультетне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ ӑмӑртусенче шкул ачисен ывӑнни сисӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫак ӗҫре ытларах пенсионерсемпе шкул ачисем тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ.

В этой работе большое старание показали пенсионеры и школьники.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратурӑсен заводӗнче иртнӗ тӗл пулура тавралӑха тасатас-тирпейлес ӗҫе шкул ачисене те явӑҫтарма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунта амӑшӗсем вырӑнти шкул ҫумӗнчи лагерьте ачасене валли вырӑн ҫителӗксӗрри пирки ӳпкелешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тӗп темӑсене ӗҫлӗ ушкӑн Кӗлкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул коллективӗпе сӳтсе яврӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Шкул ҫулӗсенчи юлташсемпе тӗл пулни, ачалӑх ҫулӗсене ӑшшӑн аса илсе калаҫни темиҫе ҫул пурӑнмалӑх вӑй-хал хушать.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кунта малашне ял ҫыннисене кӗрсе курма та интереслӗ пулӗ, килен хӑнасене кӑтартма та кӑмӑллӑ, шкул ачисемпе уроксем ирттерме пулать, - тет В.Цыфаркин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Музейри япаласене темӑсем тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ: этнографи, шкул историйӗ, паллӑ ентешсен кун-ҫулӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве туптанӑ ял-йыш, салтак хӗсметӗнче пулнисем, ХХ ӗмӗрте усӑ курнӑ тӗрлӗ япала...

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Виҫӗ ҫулран тӗп хулара икӗ сменӑпа вӗренекен ачасем пулмалла мар, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ҫак тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ҫуллен шкул уҫатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Гладков урамӗнче шкул ҫуртне ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ аслӑ шкул шутланнӑ май вырӑнти правительство тӗрлӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме пулӑшать-и?

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Аслӑ шкул представителӗсем пушӑ алӑпа ҫӳремеҫҫӗ тӗлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийӗ кашнин пур.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсене аслӑ шкул витӗр тухнисенчен кам астумасть?

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кунашкаллине хальччен республикӑри пӗр аслӑ шкул та тивӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах аслӑ шкул ят-сумӗ ӑслӑлӑх-тӗпчеври ҫитӗнӳсемсӗр ҫӳллӗ шайра пулаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паллах, ӗҫ енӗпе мӗнпур йывӑрлӑха сирме аслӑ шкул пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эпир ҫыхӑнусем йӗркеленипех юлашки ҫулсенче шкул ачисем тӗрлӗ предприятире час-часах /тӑватӑ хут ытларах/ пулса курма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эсир ертсе пыракан аслӑ шкул партнер хутшӑнӑвӗсене йӗркеленӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех