Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах халлӗхе пӗтӗм хула валли Итали опери ҫук чухне хӑшпӗр питӗ ҫине тӑракан меломансем ҫеҫ мӗнле те пулин концертсем курса савӑнма пултараҫҫӗ, «Вилӗ чунсен» иккӗмӗш пайне пӗтӗм халӑх валли пичетлесе кӑлариччен хӑшпӗрисем, Гоголе уйрӑмах юратакансем анчах, хӑйсен вӑйне шеллемесӗр, кашни хӑй валли, ӑна алӑпа ҫырса илсе хатӗрленӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хам пурнӑҫа шеллемесӗр тӑма ухмах мар-ха эпӗ, мана вӑл тӳпелешни-ҫапӑҫни пачах та кирлӗ мар.Я не глупой, чтобы рысковать своей судьбой, и мне вовсе ни к чему ее разные и тому подобные баталии.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов хӑй колхозницисене ачаш сӑмаха шеллемесӗр ӳкӗтленине кура лешсем ним тума аптраса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрлесенче ҫӗр ҫӗмӗрсе ташлаҫҫӗ, урасем тапӑртатни кӑна илтӗнсе тӑрать, вӗсен ури тупанӗсене хӗрхенес килет: пурнӑҫӗсене шеллемесӗр, ытла та хытӑ ҫӗре тӑрӑслаттараҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем пушмак кӗлисемпе!
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Большевиксем тавӑрмаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене кӑна пӗр шеллемесӗр айӑпласа ответ тыттараҫҫӗ, анчах сире, эсир кулаксем ӳкӗтлени хыҫҫӑн кайса колхозран тухрӑр пулин те, эсир тырра ҫаратса кайрӑр тата пире хӗнесе тӑкрӑр пулин те, — сире эпир тӑшмансем тесе шутламастпӑр.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нимӗн шеллемесӗр!
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ вӑл, пӗркун паркра ӑнсӑртран хурланса, вӗри куҫҫулӗпе макӑрнӑ пек мар, пӗр хавассӑр, сивӗ куҫҫульне юхтарса йӗчӗ; кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫапла хире ним шеллемесӗр ислентерет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир вара «манӑн малашнехи телее курса, хӑвӑра ним шеллемесӗр, пурнӑҫӑра та пама хатӗр», тесе калатӑр-и?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак наука обществинче вӑл вӑхӑтне шеллемесӗр ӗҫленӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл хӑйӗн тӑван халӑхне юратнӑ, ун телейӗшӗн вӑй-халне шеллемесӗр тимлеме хатӗр пулнӑ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Революци ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗрешнӗ, Хӗллехи двореца илме пулӑшнӑ, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Красновпа тата Юденичпа ҫапӑҫнӑ салтаксем, машинистсем, матроссем, боцмансем, карап кочегарӗсем, карап тӑвакан заводсенче ӗҫленӗ рабочисем алла кӗнеке тытаҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Матроссемпе офицерсем пурнӑҫӗсене шеллемесӗр хӑюллӑн кӗрешнӗ пулин те тӑшмансем вырӑс эскадрине ҫапса аркатнӑ.Несмотря на исключительное мужество матросов и офицеров, русская эскадра была разбита.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫса вӗсем хӑйсенчен сакӑр хут вӑйлӑ тӑшманран хӑтӑлма тӑрӑшнӑ.Показывая чудеса храбрости, они отбивались от превосходящего их в восемь раз противника.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Анчах вӗсем иккӗшӗ те вырӑс флотне пӗтӗм чун-чӗререн юратнӑ, вӑл никам ҫӗнтерейми хӑватлӑ флот пултӑр тесе вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Моряксем хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл, хӑранӑ ҫынсене пӗр шеллемесӗр сирсе, корзинкӑсене чыша-чыша ярать, пароход хӗррине ҫитсе тӑрать.
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Эсир хӑвӑр пурнӑҫа шеллемесӗр пама пултаратӑр-и?»
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла, хӑйӗн тӗрӗс тесе ӗненсе тӑнӑ шухӑшнех хирӗҫ пула, нимӗн пӗлмен, ним сӑнаса курман ҫынсем калани хыҫҫӑн каякан хисеплӗ ҫарҫыннине эпӗ ҫемҫелӗхӗшӗн шеллемесӗр тӑма пултараймарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл герой, вӑл вӑрҫӑра нумай хутчен хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вут ӑшне кӗрсе кайнӑ, халӗ каллех фронта каясшӑн, каллех пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫасшӑн ҫунать.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950