Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шайӗнче (тĕпĕ: шай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа пӗрлех ӗҫ укҫине вӑрттӑн майпа, официаллӑ йӗркепе ӑна 10-12 пин шайӗнче кӑтартса, тӳлекен организаци, уйрӑм ӗҫ паракан та сахал мар.

Вместе с тем есть организации, отдельные работодатели, которые выдают зарплату в конвертах, при этом официально декларируют ее на уровне 10–12 тысяч рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паллах, республикӑри экономикӑна илес пулсан, унта вӑтам шайран пысӑкрах, 30-40 пин тенкӗ шайӗнче, ӗҫ укҫи тӳлекен предприятисем те пур.

Безусловно, есть предприятия, заработная плата на которых выше, чем в среднем по экономике, и достигает 30–40 тысяч рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫав килӗшӳ шайӗнче ҫулталӑкне 19 пин тонна ытла калӑпӑшпа пахча ҫимӗҫ туса илмелли пиллӗкмӗш ӑрури пысӑк технологиллӗ теплица комплексне тума палӑртнӑ.

В рамках этого соглашения будет построен высокотехнологичный тепличный комплекс пятого поколения с объемом производства более 19 тысяч тонн овощей в год.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Республикӑра пур енлӗ патриот воспитанийӗ памалли тытӑм шайӗнче тӑвакан ӗҫ малалла тӑсӑлӗ.

В республике будет продолжено развитие системы всестороннего патриотического воспитания.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Потребительсен кооперацийӗн ял хӑтлӑхӗнчи вырӑнне, ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвне татса парассинчи тӳпине паян ҫӗршыв шайӗнче час-часах палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Предприятинче вӑй хуракансен тӗллевӗ - хӑмла тухӑҫлӑхне ӳстерсе, пахалӑхне Пӗтӗм тӗнчери стандарт шайӗнче тытса пырасси тата хӑйхаклӑхне чакарасси.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Хальлӗхе манӑн мӗн пур ӗҫ лексика шайӗнче, пурӑна киле грамматика категорийӗсене те пӑхса тухасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

11-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырӑс чӗлхипе республика шайӗнче ирттернӗ олимпиадӑра 1-мӗш вырӑн йышӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Тепӗр икӗ уйӑхранах тӗнче шайӗнче кӑларма ӗлкӗрнӗ коллектива Мускава чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Пирӗн вӗренекенсем республика шайӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫейре иртекен конкурссемпе олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Пире «пӗрлехи субсиди» шайӗнче сухалакан-акакан кашни гектар лаптӑк пуҫне 923,28 тенкӗ параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

«Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн Шӑмӑршӑ тата Вӑрнар районӗсенче тӑвакан обӗектсен шӑпи тӗлӗшпе ыйту пулнине кура Светлана Александровна асӑннӑ программӑна федераци шайӗнче чарса лартнине пӗлтерчӗ: «Ӑна ҫитес ҫул уҫрӗҫ-тӗк - эпир те укҫа уйӑрассине уҫӑпӑр. Федераци укҫине ҫитес ҫул та уйӑрмасан пирӗн те хупма тивет».

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Материалсене автоматизациленӗ майпа тишкермешкӗн тата информаци ресурсӗсене йӗркелемешкӗн регион шайӗнче кӑҫалхи ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Район шайӗнче ун пек хавхалантарманнине палӑртаҫҫӗ ӑмӑртӑва тӑтӑш хутшӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Муниципалитетсен шайӗнче вӑл кӑштах йӑшни сисӗнет: кашни процедура пуҫне малтан 3,8 саккасҫӑ пулнӑ, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 2,8. Ҫав хушӑра пӗчӗк предпринимательсем, социаллӑ тӗллевлӗ, коммерциллӗ мар организацисем 1,2 миллиард тенкӗлӗх саккас панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫапах унӑн та юн шайӗнче сыхланса юлнӑ сисчӗвленӳ пур: ҫывӑх ҫыннисем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленнӗ, Хрущев хуҫаланнӑ тапхӑрсене кӳренӳллӗн аса илни ҫынсен асӗнче юлнах: выльӑх шутне е усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗн виҫине кура налука пысӑклатмӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Нумай ҫул ҫак шкулта ачасене чӑвашла вӗрентменнипе кунта тӑван чӗлхе калаҫу шайӗнче кӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Район администраци ӗҫтӑвкомӗнчи ачасен прависене сыхлассипе ӗҫлекен аслӑ специалист Ирина Савинова пӗлтернӗ тӑрӑх, районта ыр кӑмӑллӑх ҫине яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, республика шайӗнче Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ ирттересси ҫинчен йышӑну тӑвичченех ҫапла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Стратеги пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ-хӗлне шута илсе центра РФ Правительствин шайӗнче экспорта тӗрев паракан патшалӑх институчӗн статусне пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин экспорт потенциалӗ пысӑк // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех