Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗре сăмах пирĕн базăра пур.
чӗре (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлетӗп, Сирӗн чӗре патне ҫул шыракан сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Чуна темӗнле лӑплантарса «аталану» сӑмаха чӗре ҫумне ҫыпҫӑнтарас тесен те вӑл ҫыпҫӑнасшӑн мар.

Даже если, как-то успокоив душу и приклеить слово «развитие» к сердцу, он не хочет приклеиться.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Чӗре чӑшӑл тӑнӑ ҫӳҫ хушшине сирпӗнсе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пысӑк чухнехи гастритпа, язвӑпа, пыршӑлӑхӑн шыҫӑ чирӗсемпе, пӗвер тата чӗре чирӗсемпе аптрасан юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Медицина тӗпчевӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, табак туртни ӳпке ракӗ тата эмфиземи, чӗре системин чирӗсем сарӑласси патне илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑваш чӗлхи — манӑн чӗре юратӑвӗ, манӑн пурнӑҫ юратӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Чӗре ҫурӑлса тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

В1 витамин (тиамин) ҫитмесен пуҫ ыратать, ас туса юласси япӑхать, вӑй пӗтет, сывлӑш пӳлӗнет, чӗре сикет, йӗрес килет.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кикен шывӗпе пӗвер, пӳре, чӗре, апат ирӗлтерекен органсем чирлӗ, организм йышӑнман тӗслӗх пулсан сипленмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

— Парти органӗсенче, патшалӑх влаҫӗн тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ентешӗмӗр умри тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫласа, вӑй-хала шеллемесӗр Чӑваш Ен ҫыннисен ырлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн куллен тӑрӑшнӑ.

— Наш земляк, имеющий большую должность в партии и органах государственной власти выполнял стоящие перед ним задачи по велению сердца, не щадя себя, не покладая сил работал на благо чувашского народа, его стабильность.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пӗлместӗп: хаяр-и, ачаш-и ӳсейрӗм, — Анчах та пур шанчӑк чӗре тӗпӗнче.

Не знаю: злым ли рос, добрым ли, - Однако есть вера в глубине сердца.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Пур япалана та чӗре патне илсен, сас-хурана итлесен шыва кайса сикмелле.

Если все брать близко к сердцу, слушать сплетни, то в воду надо прыгать.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Апат умӗн 2 апат кашӑкӗ ӗҫни чӗре чирӗсенчен, юн тымарне тасатма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

– Астмӑпа та, чӗре чирӗсемпе аптракансем валли те нимӗн те ҫук, – хуравларӗ аптекарь.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Атте-анне вӗрентнӗ чӑнлӑха ӗмӗрӗпех чӗре ҫывӑхне илсе пурӑнтӑм, — инҫетри ачалӑха таврӑнса калаҫрӗ ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

чӗре чирӗсем — абрикос.

сердечные болезни - абрикос.

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Арали препарачӗсене ыйхӑ вӗҫсен, гипертони, нервсем карӑннӑ, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлнӑ, онкологи чирӗсем чухне ӗҫме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Вар-хырӑм ҫулӗсен, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлма, сывлав чарӑнса ларма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Урӑх самант та шутласа тӑмарӑм, пӗрре сиксех килекен автобуса чарса лартӑм, киле ҫитсен ҫеҫ чӗре сикме чарӑнчӗ.

Больше не стал раздумывать, одним прыжком остановил проходящий автобус, клокочущее сердце успокоилось, когда я добрался до дома.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ывӑлне Альтука илтерес мар тесе килте тем чуль шавласан та пӗрлешет ҫамрӑк икӗ чӗре.

Сколько бы не шумела она, чтобы сын не женился на Евдокие, все же соединятся молодых два сердца.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех