Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта Конрадпа Янковски заимкисенчен пынӑ тӗреклӗ, ҫирӗп янах шӑммиллӗ, сарлака улӑм шӗлепкесем тӑхӑннӑ, ҫӑварӗсене чӗлӗмсем хыпнӑ кӗтӳҫӗсем пулнӑ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Халӑх хускалма, ӳсӗркелеме тытӑнчӗ, чӗлӗмсем чӗртсе ячӗ, ыйхӑллӑ, анчах та шӳтлекен сасӑсем илтӗнчӗҫ:Народ зашевелился, закашлял, закурил, раздались сонные, но шутливые голоса:
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Мучисем, ҫирӗп ураллӑскерсем, хура шлепке, хитре ҫӑм пуставран ҫӗленӗ кожушкӑсем уртса янӑ, ҫӑварӗсенче — ялан туртнипе хуралнӑ чӗлӗмсем; тӗксӗм ӳтлӗ, хура куҫлӑ карчӑксем чунь — вӑрӑм, шурӑ ҫӑмне тул енне туса ҫӗлетнӗ кӗрӗк — тӑхӑннӑ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Дубков карт валеҫме шутламарӗ, вӑл тӑрса пирӗн алӑсене чӑмӑртарӗ, пире вырнаҫтарса лартрӗ те чӗлӗмсем сӗнчӗ, эпир чӗлӗм туртма килӗшмерӗмӗр.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унта пӑлан, шур упа кӗлеткисем, кӳлнӗ пӑлансемпе йытӑсем, табак туртмалли чӗлӗмсем, чернильницӑсем, темӗн тӗрлӗ пӗчӗк арчасем.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗрлесе пӗтернӗ жилеткӑсем тӑхӑннӑ, пиҫиххийӗсем ҫумне пистолетсем ҫакнӑ, ҫӑварӗсене вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмсем хыпнӑ вӑрӑм уссиллӗ арнаутсем утса пыракан салтаксем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса юлнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Кӑштах кантӑмӑр та вара, кӑвайт умӗнче чӗлӗмсем турткаласа пӗтерсен, малалла тухса утрӑмӑр.Мы немного отдохнули, покурили у огонька и втроем отправились дальше.
Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.
Вӗсен шутне чечексем, пылак апат-ҫимӗҫсем, улма-ҫырла, хӗрлӗ эрех, кӗнекесем, тӗрлӗрен ручкӑсем, духисем, сигаретсем, сигарӑсем, чӗлӗмсем, муштук, портсигар, кӗл суланчи, кӗленчерен, хрустальрен, кӗмӗлтен тунӑ, тиртен ҫӗленӗ япаласем, тӑм савӑт-сапа, металран эрешленӗ япаласем (ҫурта лартмалли савӑт, стена ҫине ҫакмалли пластинӑсем, турилккесем, вазӑсем, брошкӑсем т. ыт. те) кӗреҫҫӗ.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Джимӑн табак тата маис пуҫӗнчен тунӑ чӗлӗмсем нумайччӗ, ҫавӑнпа эпир вӑхӑта питӗ аван ирттертӗмӗр, шӑтӑк витӗр тухса ҫывӑрма кайрӑмӑр, алӑсем кӑна йӑлт шӑйӑрӑлса пӗтнӗччӗ.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Салтаксен чи юратнӑ вырӑнӗ патне, пӑтӑ ҫывӑхне, пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать, ҫӑварне чӗлӗмсем хыпнӑ салтаксем, пӗрре вӗри тӳпенелле палӑрми хӑпарса ҫӳлте шурӑ пӗлӗт пек ҫӑрӑлакан тӗтӗм ҫине, тепре шӑратнӑ кӗленче пек таса сывлӑшра чӗтренекен ҫулӑм ҫине пӑхса, казаксемпе казачкӑсенчен, вӗсем пӗрре те вырӑссем пек курӑнманнишӗн йӗкӗлтесе, кула-кула калаҫса йӑпанаҫҫӗ, Килсеренех салтаксем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ахӑлтатса кулни илтӗнет, хӑйсен ҫурчӗсене хӳтӗлекен тата шывпа савӑт-сапа памасӑр хирӗҫекен казак майрисем хаяррӑн та хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хамӑр карап ҫинче чӗлӗмсем пурччӗ, анчах утрав ҫинче табак ӳснине пӗлмен пирки эпӗ вӑл чӗлӗмсене кунта илсе тухмарӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Стенасем ҫине вӑрӑм чӑпӑклӑ та янтар чӑпӑклӑ чӗлӗмсем ҫакса янӑ, пуҫӗсене вӗсенне ылтӑнпа сӑрланӑ; вӗсемпе халь тинех усӑ курмаҫҫӗ, илем вырӑнне кӑна тытаҫҫӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пирӗн ҫӑкӑрпа аш тата чӗлӗмсем илмелле пулать, пушӑ михӗ те кирлӗ, хут ҫӗлен кантрисене те пӗр ик-виҫӗ ҫӑмха илер, ҫав ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, кӳкӗрт шӑрпӑкӗсене те — пӗтӗмӗшпех илер.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Гек чӗлӗмсем турӗ те вӗсене тултарчӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1