Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупасси (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Программӑра – концертсем тата тӗрлӗ ӑмӑртусем: лашапа чупасси, ҫӳллӗшне, тӑршшӗне сикесси, кӗрешесси тата ытти те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Пурнӑҫра вӗт-ха вӑл, хам предмета мухтаса та каламас питӗ кирли вӑл – хусканасси, чупасси.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Анчах ҫамрӑк ачасене икшер автоматпа пемелли патронсене ҫӗклесе чупасси ҫӑмӑл мар: вӗсем хашкакан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗллехи спорт ӑмӑртӑвӗсем чылай иртеҫҫӗ, пур-пӗрех йӗлтӗрпе чупасси ыттисенчен малта тӑрать, чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

— Вӑрман касасси района хуплӑ ҫуна кӳлсе чупасси мар ҫав, — калаҫӑва хутшӑнать Петӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫыру хыҫҫӑн Укахви тек килте ларма пултараймарӗ унӑн халех ӑҫта та пулин тухса чупасси килчӗ, кампа та пулин калаҫас килсе кайрӗ, вӑл вара, пӳртне питӗрсе, Липа патне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем, ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ пек, тӑватӑ пӑтшар таякан михӗсене алӑран-алла ывӑтасси ҫинчен, ҫурӑм ҫине тюксем хурса чупасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленсе пурӑннӑ пек ӗҫлеҫҫӗ.

Работали так, как будто изголодались о труде, как будто давно ожидали удовольствия швырять с рук на руки четырёхпудовые мешки, бегом носиться с тюками на спине.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗчӗпе туйӑмӗ — малалла чупасси.

Его настоящим желанием было стремление вперёд.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Килти ӗҫе тумасӑр хресченсен союзне чупасси халӗ те тӑрантарса ҫитермерӗ-и?

Неужели тебе еще не надоело бездельничать и бегать в этот крестьянский союз?

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Каҫхи апат валли пӑтӑ илсе килесси, хаҫатсем патне киоска чупасси, кӑмака хутса ӑшӑтасси уншӑн савӑнӑҫ кӑна.

Приносить на ужин пшённую кашу, ходить в киоск за газетами, протапливать печь.

Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ун хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑма чупасси.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫынна инкекрен хӑтарса, халиччен нихҫан килсе курман сӗм вӑрман урлӑ ҫул-йӗрсӗр, яланах сулахай куҫ хӗррине хӗвел ҫутатса тӑмалла ҫул шыраса, инҫетри Кальва патне чупасси ҫӑмӑл ӗҫех мар ӗнтӗ.

Тяжелое дело, спасая человека, бежать через чужой, угрюмый лес, к далекой реке Кальве, без дорог, без тропинок, выбирая путь только по солнцу, которое неуклонно должно светить в левый край твоего глаза.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Вӗренессе вӑл питӗ юратса вӗреннӗ тата хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе килӗшнӗ; хуҫи тавра чӗлхине кӑларса чупасси, кӑшӑл витӗр сикесси тата ватӑ Федор Тимофеич ҫинче ҫӳресси ҫав тери ыррӑн туйӑннӑ уншӑн.

Училась она очень охотно и была довольна своими успехами; беганье с высунутым языком на корде, прыганье в обруч и езда верхом на старом Федоре Тимофеиче доставляли ей величайшее наслаждение.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Кун пек чухне унӑн вӗресси те, ҫиесси те, пӳлӗм тӑрӑх чупасси те, куҫне уҫасси те килмен.

Грусть подкрадывалась к ней как-то незаметно и овладевала ею постепенно, как потемки комнатой.

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫапла майпа дзот патне ҫитиччен икҫӗр метр чупасси кӑна юлать.

Таким образом, останется преодолеть только около двухсот метров до дзота.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сив ҫанталӑкра сарай хыҫне чупасси те пӗтет!

— И за сарайчик в стужу не надо бегать!

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Карап хумсем ҫинче чӳхенсе тӑнӑ чух самаях ҫӳллӗ ҫӗрти ансӑркка рейӑсем тӑрӑх чупасси, унталла-кунталла ярӑнакан вӗренсем ҫине пусса тӑрса ҫил вӑйлӑн лӑскакан парӑса ҫирӗплетесси пачах та ҫӑмӑл ӗҫ мар.

Это было очень трудно — на качающемся корабле бежать по узким реям и на большой высоте, стоя на уходящих из-под ног веревках, крепить вырываемую ветром жесткую парусину!

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Паллах, ачасен шухӑшӗ — часрах нӳхрепе чупасси, гороскопсене уҫса, часрах-часрах вуласа пӑхасси.

Конечно, ребятам не терпелось скорее спуститься в подземелье и вскрыть наш тайник, чтобы прочесть «загадалки».

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадин ҫуллахи тапхӑрӗн программине триатлон /шывра ирӗклӗ майпа ишесси, велосипедпа чупасси тата кросс/ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫал уйрӑмах ҫак тренерсем ӑнӑҫлӑ тӑрӑшрӗҫ: В. Н. Григорьев (ирӗклӗ майпа кӗрешесси), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (ҫӑмӑл атлетика), П. М. Сергеев (йӗлтӗрпе чупасси), Л. С. Артемьев (каратэ), «Вольник» спорт клубӑн тренерсен бригади — Д. В. Григорьевпа Д. В. Максимов, Л. В. Павлов.

В этом году на славу потрудились следующие тренеры: В. Н. Григорьев (вольная борьба), А. Н. Данилов, В. В. Моисеев (легкая атлетика), П. М. Сергеев (лыжный бег), Л. С. Артемьев (каратэ), бригада тренеров спортивного клуба "Вольник" — Д. В. Григорьев с Д.В. Максимовым и Л. В Павлов.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех