Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӑмра (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫавна пӗлсе ҫитмешкӗн манӑн йывӑр ҫулсем нумай пурӑнса ирттермелле пулчӗ, хамӑн чунӑмра нумай тӳсме, тӑнпуҫран кӑларса ывӑтма тиврӗ.

Но для того, чтобы убедиться в этом, мне пришлось пережить много тяжелых лет, многое сломать в душе своей, выбросить из памяти.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав кӗнекесенчен чунӑмра: «Эпӗ ҫӗр ҫинче пӗччен мар, пӑчланас ҫук!» тесе хыттӑн шанса тӑрасси канлӗн пырса вырнаҫрӗ.

От этих книг в душе спокойно сложилась стойкая уверенность: я не один на земле и — не пропаду!

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сӗмпе хӗвӗшӳсен ахравӗ, Сыхлатӑр турӑ, чунӑмра Иртнин, паянхипе ыранӑн Ҫыхӑнӑвне ан таттӑрах.

Во мгле и суете ревущей Дай бог, чтоб в нас не прервалась Минувших, нынешних, грядущих Времен возвышенная связь.

12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Сире эп савнӑ: юратуҫӑм манӑн, Тен, чунӑмра сӳнмен пуҫӗпелех.

Я вас любил: любовь еще быть может, В душе моей угасла не совсем.

Ҫаврӑннӑ юрату // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫапах та чунӑмра темле савӑнӑҫлӑх шӑранса пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗме ҫӗнтерӳ хаваслӑхӗпе тултарчӗ.

И все же в моей душе что-то торжественно пело и рос восторг от только что одержанной победы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах эпӗ хамӑн чунӑмра мӗн пулса иртнине йӑлтах ҫынсене ӑнлантарса пама пултараймастӑп: ӗнерхи тӗксӗм хӗвеланӑҫӗ, манӑн тӑванӑма авӑра илсе каякан асар та писер хумсем, кӑнтӑр ҫумӑрӗ тата банансемпе пальмӑсен ҫулҫисем тӑрӑх шапӑртатса анакан вутлӑ шӗвек юххисем…

Я не мог объяснить этим людям всего, что произошло в моей детской душе, — вчерашний мрачный закат, коловорот волн, унесший моего брата, тропический дождь и огненные потоки на листьях бананов и пальм…

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анне ҫеҫ ялан юлать асра, Чунӑмра

Только мать останется одна Навсегда…

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ хам хытӑ ывӑннине те шӑплӑха ҫеҫ туйрӑм… ҫапах ман чунӑмра Зинаида сӑнарӗ савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе тӑчӗ.

Я почувствовал большую усталость и тишину… но образ Зинаиды продолжал носиться, торжествуя, над моею душой.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ савӑнӑҫлӑ пичӗ, ик куҫ хушшипе куктӗррипе чӑпарланнӑскер, ак ҫапла каланӑннах туйӑнать: «Мана паян савӑнӑҫлӑ та ырӑ, мӗншӗн тесен пӗр лӑстӑк пӗлӗтсӗр тӳпепе сенкерленекен кун та савӑнӑҫлӑ, ырӑ; мӗншӗн тесен манӑн чунӑмра та ҫакӑн пекех сенкер шӑплӑхпа тасалӑх; мана питӗ савӑк, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар».

Лицо ее, веселое, тронутое загаром и у переносицы веснушками, словно говорило: «Мне весело и хорошо оттого, что день, подсиненный безоблачным небом, тоже весел и хорош; оттого, что на душе вот такой же синий покой и чистота. Мне радостно, и больше я ничего не хочу».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.

Приятные думы, пестро одетые воспоминания, ведут в памяти тихий хоровод; этот хоровод в душе — как белые гребни волн на море, они сверху, а там, в глубине, — спокойно, там тихо плавают светлые и гибкие надежды юности, как серебряные рыбы в морской глубине.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ҫак хушӑра ни кичемлӗх, ни ывӑнни, ни ӗмӗр-ӗмӗрех вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳреслӗх хӗрӗвӗ пӗр хут та йӑшӑл тумарӗ ман чунӑмра.

Ни разу ни скука, ни утомление, ни вечная страсть к бродячей жизни не шевельнулись за это время в моей душе.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Урнӑ пек, чунӑмра хӑрушӑ савӑнӑҫ вӗресе тӑнӑ майла еккӗм кайнӑ чух, ҫав минутсене тӗртсе васкатса пытӑм.

С бешенством, с азартом, от которого какое-то страшное веселье разливалось в душе, я торопил и подталкивал их.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Катя ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ-ха, анчах чунӑмра темӗнле ачаш асӑнусем вӑранчӗҫ, куҫ умӗнче «Катя» тӑнине туйса илтӗм.

Я не думал о Кате, но что-то нежное и сдержанное прошло в душе, и я почувствовал: «Катя».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ман чунӑмра темле ҫамрӑк, савӑнӑҫлӑ хӑюлӑх та сасартӑк ҫӗкленчӗ.

Но и смелость, какая-то молодая, весёлая, вдруг проснулась в душе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, пурте улшӑнчӗҫ манӑн чунӑмра, эпӗ ӑна хам та чухлатӑп!

Нет, всё переменилось в моей душе, я чувствовал это!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Аннепе тӑван кил тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа унта мастерской уҫрӑм. Чунӑмра ывӑл тивӗҫӗсене халӗ те пурнӑҫлатӑп. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫакна туллин пурнӑҫлаймарӑм», - тет Анатолий Петрович.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

— Ку сӑвӑ чунӑмра санпа ларнӑ чухне шӑранса ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чуптума вара эпӗ сана чунӑмра ирӗн-каҫӑн чуптӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех