Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ, Маруся, пӗрне ан ман: санӑн хӑвӑн курайманлӑхна чармалла.— Ты, Маруся, об одном помни: тебе нужно сдерживать свою ненависть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Халех тока чармалла! —
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
…Чарса чармалла мар туртать хӑй патне ҫӗр.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ирхине пӗр вунӑ сехетре Вешенскинчен приказ илчӗҫ: дружинӑн, Мӑн Кӑмрӑк хуторне куҫса, Гетман ҫулӗпе урамсене заставӑсем тӑратмалла, Вешенскинелле каякан служба ҫулӗнчи казаксене пурне те тытса чармалла.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Полкра ҫакӑн пек приказ пулчӗ: тӑшман ӑнсӑртран пырса тухма пултаракан ҫулсене пӳлмелле, ҫулсем ҫине дозорсем тӑратмалла, дезертирсем тыла тарса каҫассине сыхласа тӑмалла, кирлӗ пулсан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курсах вӗсене тытса чармалла та конвойпа дивизи штабне ӑсатмалла.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тен эсӗ пирӗн Артамашова та ҫӑварлӑх парӑн, ытла чармалла мар сикет, инкек…Может, ты и нашего Артамашова обуздаешь, а то беда, скачет напропалую…
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тутисем унӑн тытса чармалла мар чалӑшса кайрӗҫ, сиккеленме пуҫларӗҫ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах ҫак ирхине Бородин генерал: тӑшмана Волоколамск шосси ҫинче, Садки ялӗ патӗнче чармалла текен приказа Верховнӑй Главнокомандующий хӑй пани ҫинчен ӑнлантарса парсан, гварди майорӗ Озеров хӑйӗн ҫӗршыв умӗнчи ответлӑхӗ виҫесӗр йывӑр пулнине пирвайхи хут чӗререн туйса илчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вилмелле, анчах чармалла!
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпир халех ҫак ялта ҫирӗпленсе тӑмалла та тӑшмана чармалла!Мы должны сейчас же закрепиться в этой деревне и остановить врага!
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Машинӑна чармалла та — ӗҫӗ те пӗтрӗ-и?
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан, пач кӗтмен ҫӗртенех, тытса чармалла мар хӗрӳлӗхпе кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк:И вдруг с неожиданной, неудержимой страстью она воскликнула:
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Жандармсене ҫак вырӑнта чармалла та кинжалпа чиксе пӑрахмалла, виллисене чӑтлӑха пытармалла.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку тӗрӗс вӑл: нимле япала та тӑвӑрласа юна ирӗккӗн ҫӳреме чармалла мар.Это правда: надобно, чтобы обращение крови не задерживалось никакими стеснениями.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнпе тытса чармалла ӑна, якӑлтие, пирӗн иксӗмӗрӗн?
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ман ӗҫ — хурал ӗҫӗ, кашнине кӑшкӑрса чармалла, ҫил арманне сыхламалла, мӗншӗн тесен унта колхоз тырри, тислӗк мар.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Соломон, майра-патшан тытса чармалла мар туйӑмлӑхӗпе ывӑнса ҫитсе, унран сивӗннӗ хыҫҫӑн, кӑнтӑр хӗрӳлӗхӗн мӗнпур хӑвачӗпе тата кӳреннӗ хӗрарӑм кӗвӗҫӗн пӗтӗм хаярлӑхӗпе йӑлтах Изидӑна ушкӑнпа пухӑнса чыслассин аслӑ культне кӗрекен пӑсӑк аскӑнлӑхӑн вӑрттӑн оргийӗсене парӑннӑ вара Астис.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тытса чармалла мар шавласа кайнӑ халӑха Разметнов аран-аран йӗркене кӳртрӗ.Такое поднялось, что насилу удалось Размётнову водворить порядок.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ӑна кӳрентерни пирки сасартӑк шухӑш килсе ҫапрӗ те, манра ҫавӑнтах тытса чармалла мар хаярлӑх хумӗ вӗресе ҫӗкленчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вара ҫавӑнтах, асаилӳ кӗтмен ҫӗртенех хӗтӗртнипе, тытса чармалла мар хастарлӑхпа ахӑрса ячӗ вӑл сасартӑк.И вдруг, подхваченный внезапным воспоминанием, он разразился неудержимым хохотом.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.