Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чап сăмах пирĕн базăра пур.
чап (тĕпĕ: чап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вулама та, вӗренме те тытӑнтӑм, вӗренесси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; ӗнтӗ чап та, телей те вӗсенчен килмест иккен, терӗм эпӗ, мӗншӗн тесен чи телейлӗ ҫынсемех тӑмсай ҫынсем пек курӑнчӗҫ, чаплӑ пулас-ха тени вара — ӑнсӑртран ӑнӑҫни кӑна, ӑна тупас тесен, вичкӗн ҫеҫ пулмалла.

Я стал читать, учиться — науки также надоели; я видел, что ни слава, ни счастье от них не зависят нисколько, потому что самые счастливые люди — невежды, а слава — удача, и чтоб добиться ее, надо только быть ловким.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унӑн кӑмӑлӗ ҫинчен тата вӑл хӑналама юратни ҫинчен мӗн пур таврана чап сарӑлнӑ; кӳрши-аршисем ун патне час-часах ӗҫме-ҫиме, унӑн арӑмӗпе пилӗкшер пус хурса бостонла выляма, тата хӑшӗ-пӗрисем вӗсен тӳрӗ шӑмшаклӑ та шурӑ питлӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗрне — Мария Гавриловнӑна курма ҫӳренӗ.

Он славился во всей округе гостеприимством и радушием; соседи поминутно ездили к нему поесть, попить, поиграть по пяти копеек в бостон с его женою, а некоторые для того, чтоб поглядеть на дочку их, Марью Гавриловну, стройную, бледную и семнадцатилетнюю девицу.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл хӑйне валли вилсен те ҫухалмалла мар чап тупре: вырӑнти хаҫат ӑна пӗлӗт патне хӑпартсах мухтарӗ.

Его имя даже увековечили в печати, ибо городская газетка превозносила его.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗнле чап, мӗнле телей!

Вот это было настоящее торжество.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӗҫкӗн хӗр халӑха улталаса, суя чап илсе ҫеҫ пурӑннине пӗлсен вара чӑтаймасть, ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Унӑн мухтавлӑ 208 пин ытла ывӑлпа хӗрӗ тӑшмана тӗп тума пысӑк ӗненӳпе тата шанӑҫпа фронта тухса кайнӑ: ҫапӑҫу хирӗсенче харсӑрлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса ӗмӗрлӗхех чап тата чыс ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хушамат та пулӗ паллӑ, Ят та, чап та пулӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ялта «Чи таса урам» ятлӑ пулни пысӑк чап вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

— Колледж ҫӗршывра чап илнине те пӗлетӗп…

- Знаю даже, что колледж получил международное признание...

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

— Ӳсӗм хӑвӑрт пырать, Раҫҫейре политика тытӑмӗ ҫирӗпленсе ҫитсен ЧАП вӑхӑчӗ те иртсе кайрӗ.

- Развитие идет быстрыми темпами, как только в России укрепиласть политическая структура время ЧАП прошло.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

1991 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧАП уставне, пӗчӗк программине йышӑнтӑмӑр.

23 марта 1991 года приняли устав ЧАП, маленькую программу.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

— Пирӗншӗн Николай Лукианов ЧАП — Чӑваш аталану партийӗн — «ашшӗ» пулнипе те паллӑ.

— Для нас бесспорно, что Николай Лукианов был «отцом» ЧАП — Чувашской партии развития.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

17. Вӑл Хӑй тӗлӗнче мухтавлӑран мухтавлӑ Турӑран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Унра» тенӗ сасси илтӗннӗ чухне Атте Турӑран чап та, мухтав та илчӗ.

17. Ибо Он принял от Бога Отца честь и славу, когда от велелепной славы принесся к Нему такой глас: Сей есть Сын Мой возлюбленный, в Котором Мое благоволение.

2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫавах Ун ҫинчен чап сарӑлнӑҫемӗн сарӑлнӑ; Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн, чирӗсенчен сывалмашкӑн Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.

15. Но тем более распространялась молва о Нем, и великое множество народа стекалось к Нему слушать и врачеваться у Него от болезней своих.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вара часах Ун ҫинчен пӗтӗм Галилея таврашне чап сарӑлнӑ.

28. И скоро разошлась о Нем молва по всей окрестности в Галилее.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл Турӑ Ҫуртне туса лартӗ те чап илӗ, Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса пуҫ пулса тӑрӗ; Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларса Вӑл священник та пулӗ, пӗринпе тепӗри хушшинче вара канӑҫлӑх килӗшӗвӗ тӑрӗ.

13. Он создаст храм Господень и примет славу, и воссядет, и будет владычествовать на престоле Своем; будет и священником на престоле Своем, и совет мира будет между тем и другим.

Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ.

37. Ты, царь, царь царей, которому Бог небесный даровал царство, власть, силу и славу, 38. и всех сынов человеческих, где бы они ни жили, зверей земных и птиц небесных Он отдал в твои руки и поставил тебя владыкою над всеми ими.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.

9. И будет для меня Иерусалим радостным именем, похвалою и честью пред всеми народами земли, которые услышат о всех благах, какие Я сделаю ему, и изумятся и затрепещут от всех благодеяний и всего благоденствия, которое Я доставлю ему.

Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Патшапа патша амӑшне кала: йӑвашланӑр, аяла анса ларӑр — ӗнтӗ пуҫӑр ҫинчен чап кӑшӑлӗ ӳкрӗ.

18. Скажи царю и царице: смиритесь, сядьте пониже, ибо упал с головы вашей венец славы вашей.

Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.

16. Выслушайте меня, благочестивые дети, и растите, как роза, растущая на поле при потоке; 17. издавайте благоухание, как ливан; 18. цветите, как лилия, распространяйте благовоние и пойте песнь; 19. благословляйте Господа во всех делах; величайте имя Его и прославляйте Его хвалою Его, 20. песнями уст и гуслями и, прославляя, говорите так: 21. все дела Господа весьма благотворны, и всякое повеление Его в свое время исполнится; 22. и нельзя сказать: «что это? для чего это?», ибо все в свое время откроется.

Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех