Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир хӗрлӗ ракета ярас пулсан, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкӗмӗш тата ҫиччӗмӗш тӗллевсем ҫине персе тӑрса, эсир чакнине хӳтӗлесе тӑратӑп.В случае вашей красной ракеты бью по целям два, три, четыре, пять, семь и прикрываю ваш отход.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Эпир октябрь уйӑхӗнче каялла чакнине, — терӗ вӑл, — историксем малашне, ҫӗнтерӳллӗ наступленисене тӗпчесе вӗреннӗ пекех, ҫав тери тӗлӗнсе, интересленсе тӗпчесе вӗренӗҫ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ҫавӑнтах аппӑшӗ ун ҫумӗнчен каялла чакнине сисрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ сӑмах патӑм пулсан, каялла чакнине ӑҫта ҫырса хунӑ? — мӑнаҫлӑн пӗтерчӗ Володя.— А где это было записано, чтобы я слово дал да отступился? — гордо заявил Володя.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кам та пулин шутласа пӑхас пулсассӑн, вӑл Кирсановпа Лопуховсен туслӑхӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнманнине, анчах Кирсанов вӗсем патӗнче ирттерекен вӑхӑт тӑватӑ хут чакнине, Кирсанов Вера Павловнӑпа ирттерекен вӑхӑт ҫурри чакнине шутласа кӑларнӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑл хӑйӗн Ленинградри пӗр тусӗ, матрос пулнӑскер, мӗнле те пулин хӗрпе ҫӳреме тытӑнсан, ӑна айккинелле чӗнсе илсе, питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, пӗр кулмасӑр-тумасӑр, ҫапла каланине аса илчӗ: «Ҫемен, тӑшман патнелле ҫывхаратӑп. Эпӗ ҫӗнтереймесси паллӑ пулсан — мана флангсенчен пулӑш-ха, мана ҫапса аркатсан вара — тархасшӑн эпӗ питӗ намӑслӑн каялла чакнине пытар».
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑнпа та паян пирӗн хамӑр вӑя ҫураласлӑх чакнине саплаштармалли пайӑр ӗҫсене, искусствӑлла майпа ача ҫуратассипе тата аборт тӑвассине асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, пурнӑҫлама ямалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярасси – 96 процент, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре ӗҫе кӗртесси пӗлтӗрхи шайран 0,8 процент иртнӗ, харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр строительствинче кӑтартусем 15 процент чакнине шута илнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫуркунне чылайӑшӗ хӑвӑрт ывӑнма, ыйхӑлаттарма пуҫланине, аппетит чакнине, ыйхӑ пӑсӑлнине туять.
ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Ятарласа виҫӗнсе пӑхман, анчах Петр Садовниковпа иксӗмӗр спектакль хыҫҫӑн 2-3 килограмм чакнине туйрӑмӑр.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
6. Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та 7. [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова республикӑра унччен йӑлана кӗнӗ наркотиксемпе усӑ курасси палӑрмаллах чакнине ҫирӗплетрӗ.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Рынокра ҫурт-йӗр туянасси чакнине йышӑнатпӑр, комплекслӑ строительство объекчӗсем тӗлӗшпе те ҫивӗч ыйтусем пур. Республика строительство ӗҫӗсен 2015 ҫулхи хӑвӑртлӑхне упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл ҫивӗч ыйтусене Михаил Мень тӗрӗслесе тӑрассине палӑртнӑ май.
Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Н.Болотова ӑсчах Вологда облаҫӗнче тӗпчев ирттерсе техника ӗҫленӗ шыври пулӑсен шучӗ - 15, ихтиомасса 3 хут чакнине ҫирӗплетнӗ.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
«Районсенче лару-тӑру тӗрлӗ. Чылай ҫӗрте ҫынсем тупӑш чакнине, хаксем ӳснине палӑртаҫҫӗ. Хӑшпӗр район пуҫлӑхӗсем халӑх тупӑшӗ пӗчӗкленнине йышӑнасшӑн мар. Ҫынсене тӗрӗссине каламалла, бюджет сферинчи ӗҫ укҫи экономикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннине ӑнлантармалла. Экономика ҫӗкленӗ те - ӗҫ укҫи те пысӑкланӗ», - тенӗ Михаил Васильевич.
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№