Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакать (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ӑна вӗри чейе хушмалла мар — усӑллӑхӗ чакать.

Но добавлять его в горячий чай не нужно - полезность уменьшится.

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Урӑхла каласан, укҫапа 5 ҫулта пӗр тытӑмӑн кӑна хуҫаланмалла, унсӑрӑн ҫав нухрат инвестици ҫухатӑвӗ чухлӗ чакать.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫулсем иртнӗ май вӑй чакать ҫав, ав чӗркуҫҫи те ыратать.

С уходом годов и сил меньше становится, вот и колено болит.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӗвел ҫинче чылай вӑхӑт пулсан иммунитет чакать.

Если на солнце бывать слишком много, то понижается иммунитет.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Юман хуппин шӗвекӗпе ҫӑвара чылай вӑхӑт чӳхесе пурӑнсан шӑршӑ пӗлесси чакать, ӑна пысӑк виҫепе ӗҫсен хӑстарма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пурне те юрамасть // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

— Ҫулсерен ҫынсен йышӗ ӳсет е чакать?

— Ежегодная посещаемость растет или падает?

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Ҫӗрулми хисепӗ чакать.

Количество картофеля сокращается.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑнпа та пусӑ ҫаврӑнӑшне тӗрӗс йӗркелесен химипе усӑ курасси те чакать, перекет те ытларах пулать, — пӗлтерчӗ Р.Петров.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — «сестра постне» хута янӑранпа тухтӑрӑн кашни йышӑнура 1-4 минут пушанать, пациентсен йышӗ те куллен 3-5 ҫын чакать.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Грипп йывӑрланман чухне температура 3–4 кунран чакать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех