Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрринче (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, ҫу кунӗнче, Володарски урамӗнче ларакан Пичет ҫуртӗнчен Атӑл хӗрринче нумай пулмасть уҫнӑ офсет цехне ҫуранах утатӑп.

Однажды, в летний день, с расположенного на Володарской улице Дома печати направлялся пешком в только что открывшийся на берегу Волги офсетной цех.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Аманнӑ пулӗ терӗм, уҫланкӑ хӗрринче ҫапӑҫу пырать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫырма хӗрринче мӗн пулса иртни хӗре канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Салтаксем юханшыв хӗрринче, ҫеҫке ҫурнӑ ҫӗмӗрт айӗнче, апатланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Валя килне ҫитнӗ ҫӗре шыв хӗрринче мӗн пулса иртнине илтнӗ Ляванттипе Евтук урама тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Эс мӗн туса кун вӗҫлерӗн, Выртрӑн Чӑнлӑ хӗрринче?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫурчӗ ял хӗрринче пулнӑ.

Дом был на краю деревни.

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ана хӗрринче йӑх пуҫӗ турӑсене кӗл тунӑ, кашни ҫын вӗсене асӑнса апат панӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ас тӑвӑр, кӳлӗ-пӗве хӗрринче ачӑрсене пӗр минута та куҫран ан ҫухатӑр!

Помните, нельзя оставлять детей без присмотра на берегу водоема!

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чи хаклӑ, чи юратнӑ ҫын – анне – хӳттинче, ҫул хӗрринче тусан айӗнче ӳсекен шӑнӑр курӑкӗ пек, эпӗ ӳсрӗм те ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Илем юхан шыв хӗрринче канса, апатланса илнӗ хыҫҫӑн малалла ҫула тухрӑмӑр, вӑл Фанагори еннелле выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

— Пӗве хӗрринче яланах ҫакнашкал лайӑх кӑмӑл пултӑрччӗ манӑн.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тантӑшсемпе аслисемсӗрех кӳлӗ хӗрринче киленеттӗмӗр.

С друзьями без взрослых на берегу озера наслаждались.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тантӑшсемпе аслисемсӗрех кӳлӗ хӗрринче киленеттӗмӗр.

Наслаждались с друзьями без взрослых на берегу озера.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫыран хӗрринче пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла туртӑнса тарма хӑтланчӗ.

На берегу, желая освободиться, дёргался то вправо, то влево.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кӳлӗ хӗрринче мӗн пулса иртнине Даниил асламӑшне тӗпӗ-йӗрӗпе васкаса каласа пачӗ.

Даниил торопливо и основательно рассказал бабушке, что произошло на берегу озера.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫыран хӗрринче икӗ арҫын ача аллисемпе сулкалашса чупаҫҫӗ.

По берегу бежали двое мальчишек, размахивая руками.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫур сехетрен вӗсем ял хӗрринче тӑлӑххӑн ларакан ултӑ кӗтеслӗ тайлӑкрах пӳрт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Через пол часа они остановились у одинакового дома с бревенчатой перегородкой на окраине деревни.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Утӑ уйӑхӗн варринче пысӑках мар паром Уралти Тавда шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Эхталь ялӗ ҫывӑхне хӑватлӑ трактор, кузовне брезентпа витнӗ автомашина тата вунӑ ҫынна антарса хӑварчӗ.

В середине июля около деревни Эхталь, которая разместилась на уральской реке Тавда, небольшой паром оставил на берегу мощный трактор, автомашину с брезентовым кузовом и десять человек.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

2 ҫулта ҫырма хӗрринче 100 хурӑн, 40 чӑрӑш, 10 хура слива, 10 шурӑ слива, 10 сарӑ слива, 10 кӑвак чие тата пилешсем, хурлӑхан тӗмисем лартрӑм.

За 2 года около речки высадил 100 берез, 40 елок, 10 кустов чернослива, 10 кустов белой сливы, 10 кустов желтой сливы, 10 кустов войлочной вишни, рябину, кусты смородины.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех