Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрессемпе (тĕпĕ: хӗрес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн умӑрта вараланса пӗтнӗ ҫӗтӗк тумтир тӑхӑннӑ чухӑн художник тӑрать, вӑл ҫӑлтӑрсемпе хӗрессем, тӗрлӗрен советниксем хушшинче ҫухалса кайнӑ: художник вӗсем хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет, вӑл чаплӑ ҫынсен таврашӗнче курӑнмасть те, хӑй пике патне туртӑнать, вӗсем ӑна пике патне ҫывхарма памаҫҫӗ, вӗсем, ҫак хӗрессемпе ҫӑлтӑрсем, пике ҫине пӗр хавхаланусӑр, сиввӗн, хӑйсен ылтӑн табакеркисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Юлашкинчен вӑл темле ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ масар ҫине ыткӑнса ҫитет, йӑтӑнса аннӑ карта урлӑ сиксе каҫса, пута-пута аннӑ вилтӑприсем, чалӑшнӑ хӗрессемпе пӗчӗк часавайсем хушшипе чупать.

Наконец он достигает какого-то полуразрушенного мрачного кладбища, прыгает через поваленную изгородь, бежит между осевшими могилками, покосившимися крестами и часовенками.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мда-а-а, пирӗн Григорий Пантелеевич вӑл хӗрессемпе чинсене пуҫтарса ҫӳрерӗ, чӗр тамӑка кӗре-кӗре кайрӗ.

Да-а-а, это наш Григорий Пантелевич кресты да чины схватывал, в пекло лез.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку вӑхӑтра кам халь хӗрессемпе, кокардӑсемпе ҫӳретӗр?

Да кто же в эту пору кресты носит, кокарду?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мучисен шинелӗсем ҫинче Ловчӑпа Плевна патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн панӑ хӗрессемпе медальсем ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӗсенчен кӑшт ҫамрӑкрах казаксем Геок-Тепе, Сандепу, Германи вӑрҫинче — Перемышль, Варшава, Львов патӗнчи хӑюллӑ атакӑсемшӗн илнӗ хӗрессем ҫакса тултарнӑ.

У дедов на шинелях блистали золотом и серебром кресты и медали за Ловчу и Плевну, казаки помоложе были густо увешаны крестами, выслуженными за лихие атаки под Геок-Тепе, Сандепу и на германской — за Перемышль, Варшаву, Львов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юнашар ушкӑнта пӗр кӑвакарнӑ ватӑ старик, кӑкӑрӗ ҫине хӗрессемпе медальсем ҫакса тултарнӑскер, аллисемпе сулкаласа калаҫать.

В кругу рядом махал руками седенький, с крестами и медалями, завесившими грудь, старичок.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗри коллекцилессине аппаланать, нумайӑшсем часрах каҫ пултӑрччӗ тесе ҫех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, ун чухне вӗсем килӗнче, лампа умӗнче, йӗп тытса ларӗччӗҫ те канва тӑрӑх хӗрессемпе пӗр-пӗр ниме тӑман кавир пекки тӗрлӗччӗҫ е вӗтӗ шӑллӑ пӑчкӑна хӑйсен портречӗсене лартма чӗнтӗрленӗ рамӑсем каса-каса кӑларӗччӗҫ.

Один занимается коллекционерством, многие ждут не дождутся вечера, когда можно сесть дома, у лампы, взять иголку и вышивать по канве крестиками какой-нибудь паршивенький ненужный коверчик или выпиливать лобзиком ажурную рамку для собственного портрета.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тӗрме хыҫҫӑн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем мӗлтлетсе юлчӗҫ, унтан — пысӑк чул муклашкисем купаласа карта тытнӑ илемлӗ симӗс масар; карта леш енчен симӗс чие йывӑҫҫисем айне пытаннӑ шурӑ хӗрессемпе палӑксем мӗлтлете-мӗлтлете курӑнчӗҫ, аякран вӗсем шурӑ пӑнчӑсем пек туйӑнчӗҫ.

За острогом промелькнули черные, закопченные кузницы, за ними уютное, зеленое кладбище, обнесенное оградой из булыжника; из-за ограды весело выглядывали белые кресты и памятники, которые прячутся в зелени вишневых деревьев и издали кажутся белыми пятнами.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Паян Симунсен мӑнкунӗ, хупахсем тӑрӑх хӗрессемпе ҫӳреҫҫӗ.

— Ноне симоны-гулимоны, крестный ход по кабакам.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех