Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, ылтӑн тытакан тетелӗсене ларта-ларта, Атӑл тӑрӑх анаталла та тӑвалла кустарса ҫӳренӗ; ялсем тӑрӑх тырӑ пуҫтарнӑ, ӑна парӑшсемпе Рыбинскине турттарнӑ; вӑл улталанӑ, хӑш чух хӑйӗн ултавне хӑй те сисмен, хӑш чух — сиснӗ те; улталаннӑ ҫынсенчен ним пытармасӑрах кулнӑ, укҫашӑн ҫунан сӗмсӗр кӑмӑлпа поэзие ҫитиех ҫӗкленнӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нина Васильевнӑпа старик-садовод пӗр йывӑҫ патӗнчен тепӗр йывӑҫ патне пырса, хӑш туратсене касмаллипе хӑш туратсене хӑвармаллине кӑтартса параҫҫӗ.
7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӑш чухне вӗсем ятарласах ман автомат хӑш тӗлте выртнине пӑхма чупса пыраҫҫӗ.Иной раз они даже бегали посмотреть, где автомат командира: в руках у него или на тачанке.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унта хӑш тӗлте ҫӳлӗ ҫумкурӑк ӳссе ларнӑ, хӑш тӗлте — чечексем.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ывӑлӑма лӑпкӑ ыйхӑ пар, кӑнтӑрла та, каҫ та, хуть те хӑш сехетре те, хуть те хӑш минутра та канӑҫ пар.Дай ему сон-покой, угомон во полудни, во полуночи, во всяком часу, во всякой минуте.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӑш чухне ухмаха хывсан та усӑллӑрах пулассине вӑл питӗ лайӑх чухланӑ, хӑш чухне тата темле ӑслӑ ҫынсем тӑвайман ӗҫре те хӑйӗн пултаруллӑхне ӑста палӑртма пултарнӑ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кирек хӑш патриций те, кирек хӑш консул званиллӗ ҫын та, чапа юратакан кирек кам та, енчен вӑл ҫителӗклӗ пуян пулсан, хӑйӗн аллинче пилӗкҫӗр-ултҫӗр клиент тытнӑ, хӑш-пӗрисен вара клиентсем пинрен те иртнӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Халь ӗнтӗ вӑл ҫурҫӗр хӑш енче иккенне те чухлаймасть, ӗнер хӑй ҫак вырӑна хӑш енчен килнине те аса илеймест.Он потерял представление, где находится север, и забыл, с какой стороны он пришел вчера вечером.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
— Ҫӑраҫҫи уҫакан алӑк хӑш ҫуртра, пусма айӗнчи хӑш пӳлӗмре? — терӗ.— А в каком доме, в какой комнате под лестницей находится дверца, которую отпирает ключик?
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Хӑш чухне Карло атте пӑхса ӳстерет, хӑш чухне — никам та мар, — тет Буратино.— Когда папа Карло воспитывает, а когда никто, — сказал Буратино.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ну, вот, тӗрӗслесе пӗтеретпӗр те ҫавӑнтан — ман пата: эрех, закуска, хӑш чух — манран, хӑш чухне — вӗсенчен, вара — тайкаланма тытӑнатчӗҫ, выляма пуҫлатчӗ Руҫ!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне Уҫӑп тата Петр Васильев кӗнекеҫӗ пек, хӑш чух — извозчик Петӗр пек туйӑнать, хушӑран тата унта кукаҫейпе пӗрпекреххи палӑрса каять — вӑл, кирек мӗнле пулсан та, эпӗ курнӑ мӗнпур старик майлӑ та туйӑнать.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнисӗр пуҫне Ефимушка урӑх ним ҫинчен те калаҫмасть, ӗҫлессине те вӑл пӗр тикӗссӗн ӗҫлемест, — хӑш чухне пит аван, хӑвӑрт ӗҫлет, хӑш чухне унӑн ӗҫӗ ӑнмасть, йывӑҫ мӑлатукӗ тӑрӑсене ӳркенсе, тӑрӑшмасӑр ҫыпӑҫтарса хурать, шӑтӑксем хӑварать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Таврара ҫав тери шӑп, лӑпкӑ, пучахсен шӑрчӗсем те хускалмаҫҫӗ, анчах инҫетри тырӑсем хумханса пӗлӗтелле хӑпарса кайнӑ пек туйӑнать, кӑвакрах сывлӑшпа пӗрлешсе темле ирӗлсе каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та тулӑ хӑш тӗлте пӗтсе пӗлӗт хӑш тӗлте пуҫланнине те уйӑрса илме ҫук.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
— Хӑш чухне — ҫиеттӗм, хӑш чухне тата — укҫана мӗтӗҫле выляса яраттӑм, киле просвир илсе пымаллах, эпӗ вара вӑрлаттӑм…— Когда ел, а то — проиграю деньги в бабки, а просвиру домой надо принести, я и украду…
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш ҫӗрте парти организацийӗсем пухнипе, хӑш ҫӗрте ҫынсен хӑйсен пуҫарӑвӗпе партизансем ҫумне кашни ялтах темиҫе ҫӗне боец хутшӑнчӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансем тӑшманшӑн каллех кирек хӑш минутра та, кирек хӑш тӗлте те сиксе тухма пултаракан, ниепле тытма ҫук чӑрсӑр вӑй пулса тӑчӗҫ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑш чухне Вука унта икӗ хӗрарӑм пур пек, хӑш чухне — пӗрре кӑна пек туйӑнчӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа та чулланчӑксем тӑрӑх эпир шыв тӗпне ларса пулнӑ чул породисен хӑш сийӗсем маларах, хӑш сийӗсем каярах пулса кайнине пӗлме пултаратпӑр.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ку хӑш кун тата хӑш сехетре пуҫланса кайнине каласа пама хӗн, анчах пинг-понгпа пурте чирлерӗҫ.Трудно определить день и час, когда это случилось, но пинг-понгом заболели все.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.