Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнӑшӑн (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хмара мана хӑйӗн тусӗпе ҫав тери чӑрсӑр хӑтланнӑшӑн ӳпкелешсе илчӗ.

Хмара корил меня, что так жестоко обошлись с его другом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кунта хамӑр ӑссӗн хӑтланнӑшӑн пире начальство вӑрҫтӑр, анчах эпир тӗрӗс тунине вӑл йышӑнмасӑр тӑма пултараймасть.

Пусть начальство обругает нас там за самовольные действия, но оно не сможет не признать нашей правоты!..

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ курман-илтмен пулам: хам ирӗкпе хӑтланнӑшӑн манна Полищук нихҫан та каҫарас ҫук.

Мне даже удобнее в тени остаться, Полищук не простит мне самовольства.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӳкӗнме мар, хам тӑшмансемпе час-часах ытлашши ҫемҫе хӑтланнӑшӑн хама хам айӑплатӑп.

Виню себя за то, что зачастую бывал слишком мягок к своим врагам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Лайӑх мар хӑтланнӑшӑн!

— Некрасивый поступок!

XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Хам лайӑх мар хӑтланнӑшӑн Морис-мустангер умӗнче каҫару ыйтмашкӑн ун хыҫҫӑн каятӑп.

— Вдогонку за Морисом-мустангером, чтобы извиниться перед ним за свой некрасивый поступок.

XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗп те хам чарусӑр хӑтланнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.

Я догоню его и попрошу у него прощенья за свою несдержанность.

XXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене хӑй ҫинчен ним пӗлтермесӗр, ҫав тери нумай кӗттерсе, шухӑшлаттарса хӑтланнӑшӑн пӑшӑрханнӑ-ши вӑл?

Мучилась ли она тем, что заставила так долго ждать своих близких и друзей в неизвестности и тревоге о ней?

XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хвеччис та, Турчӑка Кули арӑмӗ, ывӑлӗ ним каламасӑр-тумасӑр килне хӗр илсе килнипе хыпӑнса ӳкнӗскер, Динӑпа Виталий тавра кускаласа ҫӳрет: капла шӑтти-патти хӑтланнӑшӑн пӗрре, юратса, ывӑлне пыра-пыра хӑтӑрам пек тӑвать, тепре: «Пӗр-пӗрне килӗштеретӗр-тӗк, илсе кӗнӗскер, халь ӗнтӗ», тесе, Дина ҫумне пыра-пыра чӗвӗлтетет.

И Хвечис, жена Мигулая Кочергина, старалась как могла, хоть и недовольна была, что сын придумал такое — свалился как снег на голову с компанией да еще и невесту привел, и что придумал — обручение какое-то, она суетилась около Дины и Виталия, подставляла то одну, то другую тарелку, поглаживала девушку по плечу, словно успокаивая.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халӗ ӗнтӗ, тискер те салхуллӑ каҫ иртсе кайсан, хӑйӗн ҫумӗнче икӗ граната пур ҫинчех ытла та халсӑр хӑтланнӑшӑн, ашшӗне хӳтӗлеме шутламаншӑн Саша хӑйне хӑй ниепле те каҫарма пултарайман.

Теперь, когда мрачная, черная ночь прошла, Саша не мог себе простить, что так покорно вел себя, не заступился за отца, тем более что у него с собой были две гранаты.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпӗ хам сире ытлашши хӑтланнӑшӑн кӑтартӑп-ха пӗрре.

Я вас еще сам протяну за перегиб.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӗсенчен иккӗшӗ поляксем: Дзебек — жулӗкла хӑтланнӑшӑн тата ҫынсенчен хӑратса укҫа хӑйӑрса илнӗшӗн ларать, тепри — Пшигодски…

Среди них два поляка: из них Дзебек — по обвинению в шулерстве и шантаже и Пшигодский…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тупатӑн эсӗ хӑвна валли, Егор, хытӑ пӑсӑрлантарма пултараҫҫӗ сана ухмахла хӑтланнӑшӑн!

Схлопочешь ты, Егорий, превеликую взбучку со своей глупой затеей!..

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Укҫине илсен атте кашнинчех вил-ӳсӗр пуличчен ӗҫет: вара хула тӑрӑх ҫапкаланса, ҫапӑҫса ҫӳрет; йӗркесӗр хӑтланнӑшӑн кашнинчех ӑна тӗрмене лартаҫҫӗ.

Всякий раз, получив деньги, он напивался пьян; и всякий раз, напившись, шатался по городу и буянил; и всякий раз, как он набезобразничает, его сажали в тюрьму.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сидор Кузьмич асаплантарнине те чиперех чӑтса ирттерекен пултӑм, вӑл ҫапла хӑтланнӑшӑн ҫилленме те пӑрахрӑм.

Спокойно выносил вечернюю пытку и даже не сердился на Сидора Кузьмича.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл, Шиллера кун пек чӑрсӑр хӑтланнӑшӑн тавӑрмалли май тупма тӑрӑшнӑ евӗр, пусма ҫинче темиҫе хутчен чарӑнса тӑчӗ.

Он несколько раз останавливался на лестнице, как бы желая собраться с духом и подумать о том, каким бы образом дать почувствовать Шиллеру его дерзость.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Хам тӗллӗн хӑтланнӑшӑн ыран мана шефран лекет ӗнтӗ.

Нагорит мне завтра от шефа за самоуправство!

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сирӗн нумай-нумай пурӑнмалла-ха, пӗлетӗр-и, ҫак кунсене хӑҫан та пулин аса илӗр те, акӑ, ҫапла хевтесӗр хӑтланнӑшӑн хӑвӑрах намӑс пулса кайӗ.

Вам предстоит еще долго жить, и, знаете, вспомните когда-нибудь эти дни, стыдно станет за свою слабость.

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл инструктор тума тивӗҫлине ҫеҫ туман ҫав, халӗ ӑна, вӑл айӑплӑ мар пулсан та, ҫапла хӑй тӗллӗн, хӑй ирӗккӗн хӑтланнӑшӑн каҫарас ҫук».

Она переступила ту грань, которая ограничивает действия инструктора, и, если бы она даже не была виновата, ей не простят эту самостоятельность поведения».

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе курать те ҫыру, каллех района таврӑнать, эсӗ хирӗҫ ҫырнӑ ҫын патнех, — санах лекет вара ытлашши хӑтланнӑшӑн!

— Покрутит письмо по разным местам и вернется обратно в район, к тому же человеку, против которого ты писал, — тебя же и взгреют, чтобы знал край да не падал!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех