Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтелне те хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Акӑ вӑл Миронпа юнашар фабрика килхушшийӗ тӑрӑх пиллӗкмӗш корпус патнелле утать, ку корпус, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ темӗн пысӑкӑш алӑн пиллӗкӗмӗш пӳрни, халь ҫеҫ ҫӗртен тытса лартнӑ-ха; ӑна йӗри-тавра пӗтӗмпех пӗренесемпе хӑмасенчен тунӑ пусмасем ҫавӑрса илнӗ, пусмасен картлашкисем ҫинче платниксем тӑрмашаҫҫӗ, вӗсен кӗмӗл тӗслӗ пурттисем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Складсем валли хӑмасенчен тирпейсӗр тунӑ сарайсемсӗр пуҫне ҫурт таврашӗ те ҫук кунта.Помещений тоже не было, кроме нескольких грубо сколоченных сараев под склады.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫӳхе хӑмасенчен тӑват ҫунат тӑваҫҫӗ.
Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Алӑкӗ кивӗ пулин те, аван, йӑлтах хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑскер.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫӑвӑнмаллине хӑмасенчен ҫапса уйрӑм пӳлӗм пекки тунӑ, шывне пысӑк хуранта ӑшӑтаҫҫӗ.За дощатой перегородкой прямо на костре нагревался большой котел воды.
56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сашӑн хӑйӗн хӑмасенчен ҫапса тунӑ кимӗ пур, ӑна шалтан та, тултан та сӑмала сӗрнӗ.У Саши была сколоченная из досок и обильно просмоленная изнутри и снаружи лодка.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӳрчӗ унӑн ҫӗнӗ, крыльцине юман хӑмасенчен тутарнӑ, пысӑк та йывӑр алӑклӑ.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл ҫакна аса илчӗ — ку ӗҫ первомаецсем патӗнче «наступлени» чи хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра пулчӗ, — вӑл пӗррехинче вӑрманпа пынӑ чух инҫетренех асӑрхарӗ: пӗр вунӑ ҫулалла ҫитнӗ ача хӑмасенчен трубина пекки тунӑ та ун ҫине шыв стаканӗ вырӑнне чӳлмек катӑкӗ лартнӑ, ҫав катӑкран шыв «ӗҫе-ӗҫе» тата, Воропаев пекех, чышкипе сулласа, темӗнле сӑмах калать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хулӑм хӑмасенчен тунӑ тӗреклӗ алӑка Вернер тимӗрпе витме, питӗрмеллисене ҫирӗплетме хушнӑ.Дверь была мощная, из толстых досок, Вернер приказал еще обить ее жестью и укрепить запоры.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑмасенчен ҫапса тунӑ лутака бараксем пушӑ вырӑнта лараҫҫӗ.Приземистые одноэтажные бараки, сколоченные из досок, стояли на пустыре.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тунӑ чухне йӗри-тавра хӑмасемпе каркаласа пӗтернӗ ҫурта ҫав хӑмасенчен тасатнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫурт уҫҫӑнах курӑннӑ пек, кӑнтӑрлахи шавлӑ ӗҫрен хӑтӑлнӑ май, юлашки вӑхӑтра мӗн туни унӑн куҫ умне пурте уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗрлӗ-мерлӗ хӑмасенчен мӗнле килнӗ ҫапла ҫапкаласа тунӑ хӳмесем унталла-кунталла чалӑшнӑ, вӗсен ҫумӗнчи калинккесем хӑрахшар тӑпсисем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ, ӑна та пулин сӑран татӑксенчен тунӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан вӗсем икӗ вӑрӑм хӗҫ туртса кӑларчӗҫ те (хӗҫӗсене герцог юман хӑмасенчен чутласа тунӑччӗ) тытӑҫса пӑхрӗҫ; герцог III-мӗш Ричард пулчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хыр хӑмасенчен ҫапса тунӑ сӗтел хушшинче, ҫурта ҫутинче, хӗрӗхелле ҫитнӗ хӗрарӑм темӗн ҫыхса ларать.Женщина лет сорока сидела за простым сосновым столом и вязала при свече.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Алӑкне питӗ хулӑн ҫирӗп юман хӑмасенчен тунӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Арманне те, чиркӳне те, пӳрчӗсене те ҫӳхе хӑмасенчен кӑна тунӑ иккен.И мельница, и церковь, и домики сделаны были из тонких выкрашенных досок, без стен и без крыш.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Ещӗк пысӑк, хулӑн хӑмасенчен тунӑскер пулнӑ.
Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.
Вӗсене сарлака хӑмасенчен тунӑ: виҫӗ хӑма тӑрӑх строительсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, икӗ хӑми тӑрӑх, нимӗҫсем бульварти пек, кӑшкӑрашса, кая юлакансене чышкисемпе е винтовка кӳпчекӗсемпе хӑвалаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорипе икӗ казак сивӗпе чугун пек шак хытса ларнӑ хӑйӑрлӑ тӑма пешнесемпе чавса масар шӑтӑкӗ алтрӗҫ, Прохор аранах татӑк-кӗсӗк хӑмасенчен тупӑк майлаштарса хатӗрлерӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.