Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрах (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑна нумай кӗтмелле пулать манӑн, — терӗ Обломов, — тен, эсир ӑна ман пирки хӑвӑрах пӗлтерӗр: мана халӗ хваттер кирлӗ мар пулчӗ, ҫавӑнпа ку пӳлӗме урӑх ҫынна яма ыйтатӑп, эпӗ хам та хваттер шыракансене тупма тӑрӑшӑп.

— Мне долго ждать его прихода, — сказал Обломов, — может быть, вы передадите ему, что, по обстоятельствам, я в квартире надобности не имею и потому прошу передать ее другому жильцу, а я, с своей стороны, тоже поищу охотника.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакна сире куҫранах калама — хӑват ҫитет-и, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр!

Сказать это вам в лицо — достанет ли духу, сами посудите!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗҫне ҫитиех вуласа тухӑр та эпӗ урӑхла тума пултарайманнине хӑвӑрах курӑр.

Прочитайте до конца, и вы увидите, что мне иначе поступить нельзя.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хӗрхен сире, кайран хӑвӑрах вӑратман тесе ҫиленетӗр.

— Да, сделай вам милость, а после сами же будете гневаться, что не разбудил…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир вуласа тухӑр ак — хӑвӑрах курӑр, — хушса хучӗ вӑл, паҫӑрхи пек хӗрӳленмесӗр.

— Вот вы прочтите, увидите сами, — добавил он уже без азарта…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑвӑрах мана хӑвалаттӑрччӗ-ҫке: ыран та ыран, теттӗр.

— Вы же ведь все прогоняли меня: завтра да завтра…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тепӗр чухне тасатнӑ та пулӑттӑм, анчах эсир хӑвӑрах чаратӑр, — терӗ Захар.

— Иной раз и убрал бы, да вы же сами не даете, — сказал Захар.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр эсир, унсӑр пуҫне пире кам пулӑшать?

Да вы посудите сами: кто же нам помогает, как не он?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пӗччен ҫын вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр — ҫар мар.

А один, как известно, в поле не воин.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫак ыйтӑва эпӗ пирӗнтен халь кӑна уйрӑлса кайнӑ мухтавлӑ адмирал сӑмахӗсемпе хуравласшӑн: «Карапсен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе туса ҫитерменни темӗн чухлех, анчах кӗрешме хӑтланса пӑхӑр-ха, пӗтӗм ӗҫ усӑсӑр пулнине хӑвӑрах куратӑр».

На это я отвечу словами доблестного адмирала, всю жизнь боровшегося против кораблестроительной рутины: «Мало ли на судах очевидных несообразностей по части непотопляемости, но попробуйте бороться, и вы увидите, как бессильны ваши труды».

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑвӑрах айӑплӑ.

Вы сами ему дорогу перешли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑвӑрах ӑнланатӑр.

Сами понимаете,

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ун ҫинчен эпӗ мар, эсир хӑвӑрах татса каламалла.

Мне кажется, что решение подобного вопроса является не моей, а вашей задачей.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑрах пӗлетӗр.

Сами знаете.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара хӑвӑрах курӑр, вӑл урисемпе мӗнле илемлӗ тунине, — терӗ тир хуҫи кӑшт полякла тухакан чӗлхепе.

Увидите, как она пикантно сделает ножками, — с польским акцентом сказал хозяин.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мускавран ҫапла ответлеҫҫӗ: «Тата тепӗр талӑк чӑтӑр, епле те пулсан — тӳсӗр, сире ыйтатпӑр. Тепӗр талӑк ҫеҫ илмелле. Кунта эпир пӗр кун хушшинче чылай тӑвӑпӑр, ыран сире пулӑшу пулатех. Анчах паян хӑвӑрах йӳнеҫӗр» — теҫҫӗ.

А из Москвы говорят: «Подержитесь, лично вас просим, еще сутки. Сутки еще выиграть надо. Тут у нас за эти сутки так все образуется, что будет вам завтра, безусловно, подмога. Но сегодняшний день сами держитесь».

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь хӑвӑрах тупӑр.

Вот и решайте сами.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвӑрах пӗлетӗр, ашшӗ ӑна ман ҫине шанса хӑварнӑччӗ.

Ведь мне отец его, командир, когда уезжал на фронт, поручил беречь сына.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ хӑвӑрах чухлӑр ӗнтӗ: ӑҫта каятӑп эп, мӗншӗн?..

А теперь, спрашивается, куда я еду, для чего?..

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвӑрах шухӑшлӑр, ӑҫта илсе каям эп ӑна?

Вы сами посудите, куда я его возьму?

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех