Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑватпа (тĕпĕ: хӑват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпе, мӗнле сӑмахпа, мӗнле асамҫӑ кӑмӑлпа, эппин-тӗк, хӗрӗн ҫаврӑнман еккине каялла ҫавранма, хӗлхемленме пуҫланӑ кӑвайтӑ ҫӗнӗрен пал та пал чӗртсе яма хӑватпа ӑс ҫитерейӗ-ши юратупа аптӑранӑ йӗкӗт?..

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр юхӑм ҫав тери пысӑк хӑватпа катер ҫине пырса ӳпӗнчӗ, эпӗ аран-аран руле пӑркаларӑм.

Мощная срединная струя с такой силой навалилась на катер, что я с трудом разворачивал руль.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Эпир вутлӑ тинӗсре ишсе пырса, хамӑра вут хыпса илесрен темле асамлӑ хӑватпа ҫеҫ тытӑнса тӑнӑн туйӑнать.

Кажется, мы плывем в огненном море и только чудом) еще держимся, не пылаем сами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Снаряд ҫурӑлнипе кукӑрӑлса пӗтнӗ пусмасем питӗ ҫӳлте ӑнланмалла мар хӑватпа тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Чудом держатся высоко вверху скрученные взрывами лестницы.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кӗтмен ҫӗртен, юлашки хӑватпа тарҫӑн мӑйне ҫыхнӑ пиҫиххи ҫыххинчен ярса тытрӗ те туртса татрӗ.

С неожиданной, последней яростью она схватила работника обеими руками за ременную завязку на горле и порвала ее.

XX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Тин кӑна бомбӑсем алтса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче унта та кунта лучӑркаса-ватса пӗтернӗ лафетсем йӑваланса выртаҫҫӗ; ӗмӗрлӗхех шӑпланнӑ йывӑр тупӑсем кӗпҫисене е ҫӳлелле каҫӑртса е ҫӗре тӑрӑнтарса выртаҫҫӗ, вӗсене ҫӳлтен калама ҫук хӑватпа канавалла пӑрахнӑ иккен, хӑшне ҫӗрпе витсе ӗлкӗрнӗ, хӑшне витсе те ӗлкереймен.

По изрытой свежими взрывами, обсыпавшейся земле везде валялись исковерканные лафеты, ямы, осколки бревен, блиндажей, и опять молчаливые трупы в серых и синих шинелях.

27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Пӗлмен, чухлӑман мар Виталий, пӗлнӗ, чухланӑ: ҫак туйӑм, этем чӗринче хавхалануллӑ хӑватпа тан тапса тӑракан ҫак нӗрсӗр те пархатарлах мар туйӑм, ту тӑрринчен хыттӑн ыткӑнса анакан шыв-сикки евӗр, чарусӑррӑн та ҫул ҫинчи чӑрмавсене сирпӗнтере-сирпӗнтере, йӗкӗте те, никама та пӑхӑнмасла шавлӑн та пӑтравлӑн талпӑнчӗ те талпӑнчӗ ирӗке, хӑйне пӗр чиперлетсе, пӗр путсӗрлетсе талпӑнчӗ те талпӑнчӗ.

Нельзя сказать, что не думал, не гадал Виталий, и думал, и гадал: это чувство, бьющееся в человеческом сердце с вдохновенной силой, это некрасивое и неблагодарное чувство, как водопад, стремительно несущийся с вершины горы, беспощадно сносящий преграды на пути, накрыло и парня, никому не подчиняющееся, шумно и сумбурно устремляясь на волю, толкало к безрассудству.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр тухнӑскер — пур хӑватпа пыратӑн, ҫутататӑн!»

— Поди, попробуй! — А вот идешь — взялось идти, идешь — и светишь в оба!»

Ҫулла дачӑра Владимир Маяковский курнӑ тӗлӗнмелле мыскара // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 73–77 с.

Океан тӑрӑх ярӑнса пыракан хумсем ҫул ҫинче хӑйсене чаракан мӗнле те пулин вырӑн тупсан, хӑпараҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ, юлашкинчен ҫыран ҫине питӗ вӑйлӑ хӑватпа пырса ҫапӑнаҫҫӗ.

Когда эта волна, катящаяся по океану, встречает препятствие, она поднимается, растет и обрушивается на берег с невероятной силой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Чун кӗнӗ хӑватпа Тимрук тата васкарах утма тытӑнчӗ.

Силы вернулись, Тимрук зашагал быстрее и решительней.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эс таса хӑватпа пурӑнни ыттине те савӑнӑҫ кӳтӗр, вӑхӑтна ӑсталанса ӗҫлени еткер ятне упратӑр, хамӑр хыҫҫӑн килес ӑрусене ырӑ ят хушма пулӑштӑр, тата пикенерех ӗҫлеме хӗтӗртсе тӑтӑр, ҫунат хушса ҫӗклентертӗр.

Не так уж много: честный труд, что приносит радость не только тебе самому, но и другим тоже; наследник, который сохранил бы твое доброе имя и передал его следующему за ним поколению; чтобы это новое поколение трудилось еще старательнее, еще вдохновеннее.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак кӑптӑрмӑш хыткан хӗрарӑм, ӳпле пек пӗчӗк ҫуртӗнче арсӑр-ачасӑр пурӑнаканскер, ҫакӑн пек йӗркене епле кӑна ӑста вӗренсе, мӗнле хӑватпа вӗрсе инкекрен хӑтарни ҫинчен шухӑшласа, Шерккей тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, ӑна пӗр сӑмах та хирӗҫ каламарӗ, ыйтмарӗ.

Он не переставал удивляться: откуда эта щуплая худощавая женщина, живущая одиноко в своем маленьком домике, знает все эти колдовские штучки, Шерккей ни словом, ни делом ни разу не поперечил ей, не спросил ни о чем лишнем.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сарӑ сукмаксем ӗнерхи шыв мӗнле хӑватпа юхнине кӑтартса ҫуталса выртаҫҫӗ.

Мокрые желтые дорожки говорили о силе вчерашних потоков.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пӗчӗк чейникне шеллемесӗр хура чей, сар хӑватпа матрюшке тӗпретрӗм, вӗренӗ шыв ярсан чейнике чей, курӑксем лайӑх пиҫчӗр тесе хам ҫӗлӗкпе хупларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Мӗнле ҫӗнӗ хӑватпа ялкӑшма пуҫларӗ ман чӗремре юрату!

С какой новой силой разгоралась во мне любовь!

XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Вӗсем ӑна пурнӑҫа тарӑнрах ӑнланма, пурнӑҫа пӗтӗм хӑватпа юратма пулӑшнӑ.

Они помогали ей глубже понять жизнь и полюбить в ней все, что достойно любви.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫитес икӗ ҫулта халь ӗҫлекен сӗт-ҫу фермисене май килнӗ таран ҫӗнетмелле, 200 пуҫ выльӑхран пуҫласа унтан та ытларах хӑватпа ӗҫлекен ҫӗнӗ сӗт-ҫу комплексӗсем тӑвассине, пысӑк тухӑҫлӑ выльӑх-чӗрлӗх тӳпине ӳстерсе пырассине тивӗҫтермелле.

Необходимо в ближайшие два года максимально модернизировать имеющиеся молочные фермы, обеспечить строительство новых молочных комплексов мощностью от 200 голов, наращивание доли высокопродуктивного стада.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Пробатовӑн пырне темскер хӗссе лартрӗ, вӑл амӑшӗн тӗксӗм пичӗ ҫине пӑхрӗ, амӑшӗ ҫӗре, ӗҫе, пӗтӗм пурнӑҫне пӗрле пурӑнса ирттернӗ ҫынсене ӗмӗртенпе пыракан, нихҫан иксӗлми хӑватпа юратнинчен тӗлӗнчӗ, анчах амӑшӗ ӑна ҫав тери лайӑх ӑнланнишӗн тата ытларах савӑнчӗ.

У Пробатова сжало горло, он смотрел на темное лицо матери, поражаясь этой древней, могучей своим постоянством любви к земле, к труду, к людям, с которыми она прожила всю жизнь, но еще больше радуясь тому, что она так чутко понимала его.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй ҫемҫе сухаллӑ пулнӑран-и е сӑнӗ-пичӗ ҫамрӑк хӑватпа ҫуталса хӗрелнӗрен, казакӑн куҫӗсем витӗр курӑнас пек таса кӑвак хӗмпе йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ.

И то ли от пушистой бороды, то ли от полнокровного румянца глаза как-то особенно прозрачно синели.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Огняновӑн ҫак икӗ енлӗ кӑмӑлӗ те вӗркесе-паркаса тӑрать пулсан, эппин вӑл паттӑр та пултаруллӑ, ҫав хӑватпа хавхаланма пултарать вӑл, хастарланать, икӗ енлӗ кӑмӑлӗ пӗр-пӗринпе хирӗҫме кӑна та мар, ӑна ҫунатлантарсах тӑрать-ха!

Какая же у него богатая и сильная натура, думал Кандов, если он легко дышит под бременем двух таких всепоглощающих страстей, черпая в них новое мужество, и они не противоречат одна другой, а окрыляют его!

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех