Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытнӑ (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та хӗвел планетӑсемпе пӗрле пынӑ тапхӑрта галактика «кустӑрмин» экватор тӳремҫийӗнче вырнаҫнӑ хура япалан сийне, тусанран тата хуҫӑлса-ванса хытнӑ материрен тӑраканскерне, касса ҫурса тухать.

Поэтому Солнце с планетами в определенный период прорезает завесу черного вещества — пылевой и обломочной застывшей материи, — стелющуюся в экваториальной плоскости «колеса» Галактики.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Енчен те халь ҫӗрӗн хытнӑ массинче ҫав процессенчен юлнӑ ҫирӗп мар элементсем пур пулсан?

А что, если в массе остывшего вещества планеты остались еще неизвестные нам неустойчивые элементы?

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Снарядсем шартлатса ҫурӑлни типсе хытнӑ ҫӗр ҫурӑлнӑн туйӑннӑ.

Взрывались снаряды, а казалось, что это лопается иссушенная земля.

Прямой провод тӑрӑх пулса иртнӗ калаҫу // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Эпӗ пӗшкӗнтӗм те упасаррин шӑнса хытнӑ тымарне ҫӗклерӗм.

Я нагнулся и поднял с земли мерзлый клубень какого-то корневища.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Ҫапла пӗр самант малалла иртме хӑймасӑр хытнӑ пек пӑхса тӑчӗ.

И застыл на месте, не решаясь ступить ни вперед, ни назад.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак кӗтмен ӗҫрен, тӗлӗнсе хытнӑ пек, мӗн пуласса пӑхса тӑчӗҫ.

Все ждали, как завороженные, что же будет дальше.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ Зойӑн шӑнса хытнӑ, кӑмӑллӑ та ҫывӑх сӑнне куртӑм.

И я увидела ее лицо — родное, милое, страдальчески застывшее.

«Таня» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Сайте сӗтел ҫине яшка лартрӗ, хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем кӑларчӗ, хӑнӑхнӑ май, сентре ҫинелле пӑхрӗ — ҫӑкӑр ҫук.

Сайде поставила на стол суп, достала из стола полузасохшие куски хлеба и по привычке взглянула на полку — хлеба там не было.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Стёпка хытнӑ пек пулса тӑчӗ.

Степка замер.

14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пурте, хытнӑ пек, итлесе тӑчӗҫ.

Все насторожились.

12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишка аялалла пӑхрӗ те, хытнӑ пек пулса кайрӗ.

Мишка взглянул вниз и обомлел.

12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Кӑкӑрӗсемпе патаксем ҫине тайӑнса вӗсем шӑнса хытнӑ статуйӑсем евӗрлӗ, пӗр чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ.

Они, опираясь грудью на палки, стояли молча, без признаков жизни, как замороженные статуи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Эпир пурте хытнӑ пек тӑтӑмӑр.

Мы замерли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ява утравӗ ҫинчи пек ҫынсем куҫӗ умӗнчех сивӗнсе хытнӑ вулкан ҫӗр ҫине купа пек ерипен мӑкӑрӑлса тухни те час-часах пулать; ун пекки нумаях пулмасть Лӑпкӑ океанра та пулнӑ.

Или медленно выпирая на поверхность в совершенно уже плотном, охлажденном виде, в виде купола, как это часто бывало и бывает на глазах людей на острове Ява, или как недавно было в Тихом океане.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Вӗри кӗллӗ хӗрсе кайнӑ вулкан пӑсӗ ӑшӗнче мӗнпур чӗрчунсем вилнӗ, катастрофа вӑхӑтӗнче епле майпа ларнӑ е выртнӑ, ҫав майпах хытнӑ ҫынсен кӗлеткисене тупса кӑлараҫҫӗ.

Раскаленные пары, насыщенные мелким пеплом, моментально умертвили все живое, и мы находим людей в тех позах, в каких застала их катастрофа.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Унӑн кратерӗ ӑшӗнче яланах шӑраннӑ лава вӗресе хӑпарать е анать, ҫав вӗри лавӑран кашни 5 — 15 минутран пӑс тухса хӑпарать, шӗвӗ те вӗри лава сирпӗнет е шӑнса хытнӑ лава катӑкӗсем ыткӑнса тухаҫҫӗ.

В его кратере постоянно поднимается и опускается столб расплавленной лавы, из которого в правильные промежутки в 5–15 минут вырываются клубы пара, брызги жидкой и осколки застывшей лавы.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Эпир вут чулӗ ванчӑкӗсем туфпа хутшӑнса хытнӑ гранит тӑрӑх утса пыратпӑр; пирӗн урасен айӗнче тӑпра чӗтренсе пырать, вӑл вӗри.

Мы ступаем по граниту, смешанному с кремнистым туфом; земля дрожит под нашими ногами, как перегретый паровой котел, от нее пышет жаром.

XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хӑпарнӑ вӑл пӗррехинче ҫак чул ту ҫине, хытӑ хӗпӗртенипе хытнӑ пек тапранми тӑнӑ, ҫавӑн чухне хӑйне хӑй ҫапла каланӑ: хатӗрлем-ха эпӗ ку вырӑна манран кайран килекенсем валли.

Влез он на эту скалу, замер от восторга и сказал себе: «Подготовлю-ка я это место для тех, кто придет после меня».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑйсен ҫимӗҫӗсемпе йывӑрланнӑ турачӗсене ҫӗрелле усӑнтарса, йывӑҫсем хытнӑ пек лараҫҫӗ, шанакан чечек ҫыххисем пек, вӗсем хӗвелпе хӗртнӗ чӗр утӑ шӑрши кӑлараҫҫӗ.

Могуче уронив свои отягощенные плодами ветви, оцепенело стояли деревья, и от них, как от увядающих букетов, шли парные запахи нагретого солнцем свежего сена.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ганс пысӑк чул ҫумӗнче, сивӗнсе хытнӑ лава ҫинче, хӑйне валли майласа тунӑ вырӑн ҫинче лӑпкӑн ҫывӑрать.

Ганс безмятежно спал у подножья скалы, в желобе застывшей лавы, где он устроил себе импровизированное ложе.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех