Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӗнче (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хутӗнче инкекрен хӑтӑлсан, эпӗ кун каҫипех, ҫӗр каҫипех вырсарникунхи шкулсенче ирттеретӗп.

Если только мне на этот раз удастся отвертеться, я выходить не буду из воскресной школы!

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку хутӗнче ӑна хырӑмӗнче темӗн касма пуҫланӑ пек туйӑнса кайрӗ, вӑл хытӑрах ыратма пуҫлать пулӗ тесе ӗмӗтленсе хӗпӗртерӗ.

На этот раз ему показалось, что у него имеются все признаки колик в желудке, и он возложил надежду на них.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку хутӗнче вара ӑна пӗр япала интереслентерсе ячӗ.

Однако на этот раз он заинтересовался проповедью, хотя и ненадолго.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Александр Спиридонович ку хутӗнче те ал ҫырӑвӗпе тӗплӗн паллашнӑ, рецензи ҫырнисӗр пуҫне авторӑн мӗн те мӗн тумаллине, ӑҫта мӗн катӗртмеллине, мӗн хушмаллине теплӗн ҫырса панӑ.

Александр Спиридонович и с этот раз подробно ознакомился с рукописью, кроме написания рецензии подробно написал, что и как автору надо делать, что где убрать, что добавить.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Ку хутӗнче вара вут-ҫулӑм инкеке ҫаврӑннӑ, асӑнтӑмӑр ӗнтӗ - виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Ку хутӗнче те Элӗкри культура ӗҫченӗсем театрализациленӗ пуян представлени хатӗрленӗ.

И на этот раз работники культуры села Аликово подготовили богатейшие театрализованные представления.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Пӗр хутӗнче ректор хӑйӗн тӑван ялне вӗрентекенсенчен йӗркеленӗ «десант» илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫапах та хаҫатра ӗҫлекенсене премьерӑна пырса курма чӗнекен йыхрав хутӗнче «Ыйхӑ ҫухатнисем» тесех палӑртнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ: Чӑваш халӑх писателӗн Николай Терентьевӑн «Ыйӑх ҫухатнисем» пьесипе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ икӗ пайлӑ комедие куракан хапӑлласа йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Парламент трибунипе кашнинчех тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшакан Игорь Моляков ку хутӗнче те айккинче юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пӗтӗмӗшле ҫыраврипе танлаштарсан ку хутӗнче ыйтӑм листне Раҫҫей гражданлӑхне йышӑннин историйӗпе, пурӑннӑ чӑн тата саккунлӑ вырӑнпа, чӗлхесене пӗлнипе тата вӗсемпе куллен усӑ курнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Единая Россия» 37-мӗш Канаш суйлав округӗпе ку хутӗнче политика сӑлтавӗсене пула кандидат тӑратманнине «единороссен» лидерӗ «хамӑр илме пултарнӑ мандата пӗлсе тӑрсах «эсерсене» патӑмӑр» тесе хакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Эпир ку хутӗнче те хамӑрӑн хулапа республикӑн, Чӑваш Енри КВН чысне тивӗҫлипе хӳтӗлерӗмӗр тесе шухӑшлатӑп.

- Считаю, что мы и на этот раз достойно защитили честь своего города и республики, КВН Чувашии.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ.

На этот раз получилось также.

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ку хутӗнче кӑлпассипе ҫӑкӑр туянать арҫын.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Ку хутӗнче право хуралӗн ӗҫченӗсемпе калем ӑстисем ултавҫӑсен укҫа-тенкӗ вӑрламалли ҫӗнӗ тӗсӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Ку хутӗнче тем пулчӗ ӑна — вырӑн ҫине кайса выртнине те ас тумасть.

В этот раз что случилось с ним - не помнит как лёг на кровать.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ку хутӗнче тем пулчӗ ӑна — вырӑн ҫине кайса выртнине те ас тумасть.

Что случилось с ним на этот раз - даже не помнит, как лёг на кровать.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тӑватӑ хутӗнче те диктантшӑн «5» паллӑ илтӗм.

Четвертый раз за диктант получила "5" баллов.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ку хутӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех