Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутор сăмах пирĕн базăра пур.
хутор (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Андрей, пӗрлештернӗ выльӑх-чӗрлӗх картисене тӗрӗслесе, хутор тӑрӑх ҫӳрет, унӑн ҫиленчӗкрех куҫӗсем, ӗҫе ҫирӗп шанса, йӑл кулса вылянкалаҫҫӗ.

Андрей ходил по хутору, осматривая скотиньи общие базы, с уверенной ухмылкой, поигрывавшей в злобноватых его глазах.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кур-ха, хутор мӗнле хускалса кайрӗ, кӑткӑ йӑви хускалнӑ пекех.

Гляди, как хутор оживел, будто муравьиное гнездо тронулось.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурӑнасса вӑл хутор вӗҫӗнче, ҫынсенчен аякра, татӑлса пурӑнать, ӗҫлеме юратаканскер, вӑйӗпе ку таврара пуринчен те ирттерет.

Жил он на отшибе в конце хутора, был работящим и по силе первым во всей округе.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титок ӑна выҫлӑх ҫулхине, ҫирӗм иккӗмӗш ҫулта, кӳршӗри Тувянски хутор ҫыннинчен пӗр хӗсӗр ӗне те виҫӗ пӑт ҫӑнӑх парса туяннӑччӗ.

Титок купил его в голодный двадцать второй год за яловую корову и три пуда муки на соседнем хуторе Тубянском.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чухне пирӗн хутор ҫыннисем, ҫӗр ҫӑтманскерсем, йытӑсене шутсӑр нумай ӗрчетсе янӑччӗ.

А тогда наши хуторные, будь они прокляты, развели этих собак столько, что не счесть.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ.

Около полуночи в нерушимой тишине, стоявшей над хутором, они с дедом Щукарем торжественно прослушали первых петухов, порознь восторгаясь их слаженным пением.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн?

— Давыдов никакой работой не гнушается, я тоже, почему же ты фуражечку на бочок сдвинешь и по целым дням сиднем сидишь в своем совете либо замызганную свою бумажную портфелю зажмешь под мышкой и таскаешься по хутору, как неприкаянный?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хутор тӑрӑх кулӑшла хыпар сарӑлчӗ: Макар Нагульнов тем шутпа ӑҫта пынӑ унта, курттӑмӑн та, уйрӑмшарӑн та автансем туянать, вӗсемшӗн пысӑк укҫа тӳлет имӗш.

Но тут по хутору прокатился веселый слух, будто Макар Нагульнов для неизвестных целей скупает всюду петухов оптом и в розницу, причем платит за них бешеные деньги.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.

Он голосил веселым, заливистым тенором, как молодой и старательный по службе командир роты; ему солидным, полковничьим баритоном отзывался петух со двора Агафона Дубцова; затем минут пять над хутором висел сплошной, непрекращающийся крик, а уж после всех, громко бормоча спросонок и мощно хлопая на насесте крыльями, генеральским сиплым басом, с командной хрипотцой и надсадцем в голосе оглушительно ревел самый старый в хуторе, рыжий и дебелый петух Майданниковых.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ манпа пӗрле хутор тӑрӑх иртме вӑтанатӑн, хӑй ҫапах «айта мӑшӑрланатпӑр», тет!

Ты по хутору со мной вместе стесняешься пройти, а туда же, «давай поженимся»!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл пирӗн ҫинчен хутор тӑрӑх темле сӑмах сарсан та, саншӑн ним те мар-и?

— Тебе все равно, что она будет распространять о нас по хутору?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атаманчуков та хутор хӗрринче пурӑнать-и?

Атаманчуков тоже на краю хутора живет?

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара хутор тӑрӑх тем тӗрлӗ сӑмах-юмах та ҫӳре пуҫларӗ:

И пошло по хутору:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех