Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки вӑй-халне пухса, Хохлаков йӗнер ҫине кармашса ларчӗ, кӑкӑрӗ ыратнине туйса, хӑйне хӑй ним ӑнланмасӑр, питӗ хыттӑн хутор патнелле вӗҫтерчӗ, хуторта ҫапӑҫу пуҫланнӑ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Айлӑмра, шупка кӑвак пӑр витсе кайнӑ Чир шывӗн кукӑрӗнчен ҫӳлерехре, тури Дон тӑрӑхӗнчи чи илемлӗ хутор — Каргин хуторӗ — тӑсӑлса юхать.Внизу, над белесым ледяным извивом Чира, красивейший в верховьях Дона, лежал хутор Каргин.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий Аксинйӑна пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн Татарски хуторӗнче кил-йышпа пӗрле ирттернӗ эрнесене аса илчӗ: ҫӗрлесенче — Наталья, унччен упӑшкипе сивӗ пулнине тавӑрма пикеннӗ пек, антӑхса кайса, пӗтӗм чуна кимӗлтерсе ачашлани; кӑнтӑрласенче — килӗнчисем ыр ятлӑ пулас тенӗ пек тараватлӑн пӑхни тата хутор ҫыннисем, малтанхи георги кавалерне сумлӑн чысласа кӗтсе илни аса килчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутортан сӗвек тӗмеске ҫине улӑхрӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хутор хӗрринчи килӗн чӳречи хушӑкӗнчен ҫакмалли лампӑн сарӑ ҫути мӗлтлетсе тухать, чӳрече умӗнче ватӑ казачка кӗнчеле арласа ларать.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл икӗ ҫыруне те аллипе чӑмӑртаса тытать те хутор тӑрӑх кускаласа ҫӳрет, хут пӗлекен ҫынсене тытса чарса, ҫырӑвӗсене вулаттарать, — ҫук, хӑйшӗн мар вулаттарать вӑл, кая юлса килнӗ савӑнӑҫпа пӗтӗм хутор умӗнче мухтанас килет унӑн.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Федот, халаппа иленсе, урапа ҫинчен сиксе анчӗ, хутор ҫыннисем ҫинчен хавхалансах каласа пама пуҫларӗ, ҫарансене тӗрӗс валеҫменшӗн хутор атаманне вӑрҫса илчӗ, действительнӑй службӑра пурӑннӑ чух хӑйсен полкӗ Польшӑра пулни ҫинчен пӗлтерсе, унти йӗркесене ырларӗ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирӗн сала ун чух сала пек те пулман: хутор, чи чухӑн хутор!
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах эсир хутора кӗрсенех ем-ешӗл ковёр сасартӑк сирӗлет те сирӗн куҫ умне ҫаксем тухса тӑраҫҫӗ: шап-шурӑ стенапа ун ҫинчи кӑвак хупӑллӑ чӳречесем; калиткеллӗ хӑма карта, картан тепӗр енче — чечексем лартнӑ пӳртум пахчи; «Клуб» е «Шкул» тесе ҫырса ҫапнӑ ҫуртсем; шурӑ тӑмпа сӑрланӑ амбарсем; хутор варринче — колхоз хуҫалӑхӗн пысӑк килкартийӗ, унта тимӗрҫӗ лаҫҫипе платник ӗҫӗн мастерскойӗ, сарайсемпе кладовойсем, тӗрлӗ хатӗрсем хумалли, машинӑсем лартмалли лупас…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хутор ҫыннисем хӑйсен юханшыв леш енчи кӳршисенчен ҫавӑнпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсен садсемпе йывӑҫсем, уйрӑмах кӗмӗл тӗслӗ тирек йывӑҫӗ тата шурӑ акаци пысӑк хисепре; ҫавӑнпа хуторта тӗрлӗ ӳсен-тӑрансем пит парка ӳсеҫҫӗ, — сарайсене те, хӳмесене те ту тӑрринчен пӑхас пулсан та курма ҫук; аслӑ та анлӑ урам тӑршшӗпех юпа лартса тухнӑ вӑрманти ҫул евӗрлӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак хутор ялан тенӗ пекех юханшыв патнелле аслӑланса пыракан мӗнле те пулин ятсӑр ҫырмара унта-кунта пытанса ларакан хуторсенчен пӗри; юханшыв леш енче, сӑртра, хӗвел питӗнче ларнӑ пек, черкессен аулӗ Псаучеше ларать, — шурӑ ҫуртсене шурӑ хӳмесем пиҫиххи пек явса илнӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен, хуторта е хутор тулашӗнче ҫав Половцева е палламан шанчӑксӑр ҫынсенчен кама та пулса тӗл те пулӑпӑр.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, халӑх кӗлечӗ умӗнче, хутортан кӑларса янӑ хӑйӗн тусӗн, Тимофей Рваныйӑн хут купӑсне каласа ларать, анчах садсене, лапамсене тӗксӗм-кӑвак тӗс ҫапсанах, ҫынсен шӑв-шавӗпе выльӑх-чӗрлӗх макӑрни-мӗкӗрни шӑпланса ҫитсенех, вӑл тӑкӑрлӑкпа васкамасӑр Фектюша картишӗ еннелле утать, ҫав вӑхӑтра вара пӗр-пӗринпе салхуллӑн пӑшӑлтатса ларакан тирек тӑррисем ҫийӗн, шӑпланса ларнӑ хутор ҫийӗн, Дымок пекех пӗччен, ун пекех ҫап-ҫавра сӑн-питлӗ уйӑх шӑвӑнса иртет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ярски хуторӗн лавӗсем колхоз правленийӗ тӗлне ҫитме ӗлкӗричченех ярски ҫыннисем вӑрлӑхлӑх тырра тиесе илсе кайма килни ҫинчен ҫур хутор пӗлчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шуҫӑм килнӗ чухне кӑна, ҫурҫӗр енчен, пӗлӗтсем айӗнчен, хӑйӗн сивӗ ҫунаттисемпе юр талккишӗсене ҫупӑрласа, Мускав ҫилӗ вӗҫсе килсен, вара Гремячий Лог хуторӗнче чӗрӗ пурнӑҫӑн ирхи сассисем янӑраса каяҫҫӗ; лапамсенчи тирексен ҫап-ҫара тураттисем чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ, хутор таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ хир чӑххисем, ҫӗрхута йӗтемсем ҫинче апат шыраса ҫӗр ирттернӗскерсем, пӗрне-пӗри чӗнсе, кӑвиклетме пуҫлаҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Капла калани хӗр кӑмӑлне илӗртрӗ, вӑл ӑна Годячек уезӗнче хӑйӗн хутор пурри ҫинчен, хуторта амӑшӗ пурӑнни ҫинчен тата унта ӗретсӗр хӳхӗм грушӑсем, ӗретсӗр хӳхӗм дыньӑсем, ӗретсӗр хӳхӗм кабакисем ӳсни ҫинчен чунтан-вартан шантарса калама тытӑнчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Хӗреснаннен ашшӗ Василий Михайлович тата унӑн шӑллӗ Иван Михайлович Красные Липки хутор патӗнче йывӑр аманнӑ.
Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman
Эсир Ҫӗнӗ Акчура ялне кайса курнӑ ӗнтӗ, халӗ эпир ӑна Хутор тесе чӗнетпӗр.Вы наверняка были в деревне Хутор Шинеры, или, как мы ее называем, Хуторы.
Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530
Сылтӑмра, ҫур километрта, хӑйӑрлӑ сӑрт ҫинче, пилӗк-ултӑ ҫуртлӑ хутор ларать, Федя чарӑнса шухӑшласа пӑхрӗ, лашине сылтӑмалла туртрӗ.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Утнӑ ҫӗртех пӑшал магазинӗнчи патронӗсене тӗрӗслесе, ҫисе яма ӗлкӗреймен ирхи апатне чӑмлакаласа, ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнсе, Галдӑн пӗрремӗш ретӗнчи йӗкӗтсем хутор ҫывӑхнелле пырса хатӗрленме пуҫларӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.