Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хурӑн (тĕпĕ: хурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хурама айӗнче хуньӑм пур, хурӑн айӗнче хуняма пур», — юрланӑ несӗлӗмӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Кин, инке, хуняма — хурӑн; йысна, хуньӑм — хурама; кӗрӳ — вӗрене.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Хурӑн лартакан хур куракан», — теҫҫӗ чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Е тата вырӑс культуринче хурӑн — пике, качча каякан хӗр сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Вӗсен хушшинче чи ҫамрӑкки – Хурӑн Чӑкӑрти 17 ҫулти Егор Столяров, чи асли «Малалла» колхозӑн 60 ҫулти ӗҫченӗ Никифор Степанов пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Вӗсем вӑйлӑ ҫунаҫҫӗ, хурӑн туратӗнчен ҫуннӑ майӑн хӗлхем сирпӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Тӗтӗрчӗк /дымарь/ тума хыр-чӑрӑш, хурӑн турачӗсем юрӑхлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ялта каҫхине урама тухсан та Валяпа Катюк хурӑн айӗнче кӑвак шуҫӑм вӑраничченех калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Эпир ҫӗнтертӗмӗр. Хамӑрпа пӗрле хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене илсе килтӗмӗр. Вӗсен сасси вӑрман шавне, ҫулҫӑсен пӑшӑлтатӑвне, кайӑксен юррине аса илтерет. Фестивальте чӑваш юррисене кӑмӑлтан итлерӗмӗр, вӗсен илемӗпе килентӗмӗр», — терӗ.

"Мы победили. С собой вместе привезли музыкальные инструменты сделанные из бересты. Их звуки напоминают шум леса, шепот листьев, пение птиц. На фестивале с удовольствием послушали чувашские песни, насладились их красотой", - сказала.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Верещагин, Гражданин – мӑшӑр ен 90 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен тата мӑшӑр мар ен 131 №-лӗ ҫуртран пуҫласа вӗҫне ҫитиччен, Дежнев, Димитров, Завод, Хурӑн ҫырли, Киров, Ҫӑлкуҫ, Ҫӑлкуҫ 2-мӗш, Йышлӑх, Ҫавра, Хӗрлӗ Флот, Олег Беспалов, Майӑн 1-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ, Полярнӑй, Промышленность, Профсоюз, Радищев, Ҫурҫӗр, Социализм, Сулхӑн, Тиреклӗ, Тухӑҫлӑ, Улма-ҫырла, Чернышевский, Шкул, Юбилей.

Верещагина, Гражданская – четная сторона с дома № 90 до конца и нечетная сторона с дома № 131 до конца, Дежнева, Димитрова, Завод­ская, Земляничная, Кирова, Ключевая, Ключевая 2-я, Коллективная, Коль­цевая, Красный Флот, Олега Беспалова, Первомайская, Победы, Полярная, Промышленная, Профсоюзная, Радищева, Северная, Социалистическая, Тенистая, Тополиная, Урожайная, Фруктовая, Чернышевского, Школьная, Юбилейная.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тӗслӗхрен, январӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнисене улмуҫҫи, хурӑн пулӑшать, 2-11-мӗшӗсенче ҫуралнисене – пихта, чӑрӑш...

Например, рожденных 1-го января помогает яблоня, береза, рожденных 2-11-го - пихта, ель...

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Икӗ ҫулҫӑллӑ любка /любка двулистная/ хыр, хурӑн, юман вӑрманӗсенче, тӗмсен чӑтлӑхӗнче тӗл пулать.

Любка двулистная встречается в сосновом, берёзовом, дубовом лесу, в чаще кустов.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Хурӑн ҫӗлен сӑхни ҫыншӑн сиенлӗ мар.

Укус ужа для человека не опасен.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫынна курсан хурӑн ҫӗлен тарать.

Увидев человека уж убегает.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Хурӑн ҫӗлен ыттисенчен пуҫӗн икӗ енче ҫурма уйӑх формӑллӑ сарӑрах е хӗрлӗ-сарӑрах тӗслӗ пӑнчӑсем пуррипе уйрӑлса тӑрать.

У ужа, в отличии от других, желтые или оранжевые пятна, по форме полумесяца, по бокам головы.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Пирӗн республикӑра виҫӗ тӗрлӗ ҫӗлен тӗл пулать: хурӑн ҫӗлен /уж/, хура ҫӗлен /гадюка обыкновенная/ тата пӑхӑр ҫӗлен /медянка/.

В нашей республике встречаются три вида змей: уж, гадюка обыкновенная и медянка.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Кӳршӗллӗ регионта пурӑнакан ӑста халӑх искусствипе мӗн ачаранах кӑсӑкланать иккен, металран, тиртен, тӑмран, хурӑн хуппинчен халӑх музыка инструменчӗсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

2 ҫулта ҫырма хӗрринче 100 хурӑн, 40 чӑрӑш, 10 хура слива, 10 шурӑ слива, 10 сарӑ слива, 10 кӑвак чие тата пилешсем, хурлӑхан тӗмисем лартрӑм.

За 2 года около речки высадил 100 берез, 40 елок, 10 кустов чернослива, 10 кустов белой сливы, 10 кустов желтой сливы, 10 кустов войлочной вишни, рябину, кусты смородины.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хупах тымарӗпе, сар ҫип утипе /зверобой/, шурӑ армутипе /полынь горькая/, эмел курӑкӗн /ромашка аптечная/ чечекӗпе, хурӑн ҫулҫипе /алӑ айӗнче хӑшӗ пуррипе/ усӑ курма юрать.

Можно пользоваться корнем лопуха, зверобоем, полынью горькой, цветками ромашкой аптечной, листьями березы (что найдете под рукой).

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Юхма Мишши ҫырнӑ «Шурӑ хурӑн» сӑвва Константин Рязанов кӗвӗлесе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех