Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хурӑн (тĕпĕ: хурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли старике чӑвашсен асран кайми аки-сухи ҫинчен, утӑ-ҫаран, тыр-пул, ҫӗмел-капан ҫинчен, чӑваш ялӗсене тӑтӑшах пыра-пыра ҫапнӑ выҫлӑх, «ҫӗр вӑрҫи», ял пуҫӗнчи «хура юпа», «хурӑн ҫул»… ҫинчен юрлаттарас килет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Куракансем ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе, орнаменчӗсемпе, хурӑн хуппипе усӑ курса Ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем, открыткӑсем тума хӑнӑхма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%83/

— Ялти халаппа хыпар — тек чӑмлама сухӑр мар, — хирӗҫ тавӑрса хучӗ Сантӑркка, ҫурнӑ хурӑн пуленккисене ҫӗклемпе йӑтса.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗҫех пӗр ватӑ хурӑн хыҫӗнчен ҫав кашкӑр ялт сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрмантан тухас умӗн хурӑн айӗнчен пӗр пысӑк мӗлке сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрлана чарӑнсан, Сантӑркка чей вӗретнӗ вӑхӑтра, Ҫимун ватӑ хурӑн айне хӳшӗ туса хучӗ — иртенпех анӑҫран хура пӗлӗтсем капланса тухма пуҫларӗҫ, каҫ енне ҫумӑр ҫӑвасса Ҫимунӑн упа лӑсканӑ ҫан-ҫурӑмӗ аванах систерет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Картишӗнчи хурӑн айне тухӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑкӑрлӑк вӗҫӗнче, ватӑ хурӑн айӗнче, уйрӑм ҫурт ларать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗм кӗтессенче хурӑн хуппи ҫӑтӑртатса ҫунатчӗ, уҫӑ вырӑнта хӗр-каччӑсем карталанса юрлатчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васкамасӑр чӗлӗмне тивертрӗ, те Ҫимун сапаланма пуҫланӑ шухӑшсене йӗркене кӗртме ҫул тепӗр енчи тайлӑк хурӑн айне кайса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхра тарланӑ хура ӑйӑрне кукӑр хурӑн ҫумне кӑкарчӗ те ансӑр сукмакпа ҫыран айнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пире вӑл хурӑн хуллипе яланах хурал пӳртӗнче ҫаптарнӑ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана пӗр сӑл-тавсӑр хурӑн хуллипе ҫаптарнӑ чухне мӗн тери савӑнса кулнӑччӗ эсӗ?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хушши вӑта ҫӗрӗнче ларакан ватӑ хурӑн тӑрри каҫхи хӑмӑр тӳпе ӑшне кӗрсе пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айӑплӑ ҫынна хурӑн хуллипе ҫапнине пӗлместӗн-и эсӗ, сукин сын!

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Стражник хурӑн хуллипе ҫапнине вӑл паянхи пекех ас-туса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑ хурӑн катисем е сӗм вӑрман.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Каҫ пулсан аппаланкаласа хурӑн ҫине хӑпарса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Боцмана эпӗ аялта ҫамрӑксем мӗн калаҫнине хурӑн ҫине хӑпарса ларса итлеме сӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех