Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупмасӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петро картишӗнчен тапранса тухрӗ те уҫӑ хапхана, хӑна пек, хупмасӑрах хӑварчӗ.

Петро тронул со двора и, как гость, ворота оставил открытыми.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Туйипе шаккакаласа, хӑй хыҫҫӑн алӑка хупмасӑрах тухса кайрӗ вӑл.

Гремя палкой, он вышел, не закрыв за собой дверь.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун хыҫӗнчен, алӑка хупмасӑрах, Евгений хыпаланса тухрӗ.

Следом за ней, бросив дверь открытой, торопливо вышел Евгений.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иккӗмӗш пӳлӗмрен Штокман арӑмӗ пуҫне кӑларса пӑхрӗ, алӑкне пач хупмасӑрах хӑварчӗ.

Из второй комнаты выглянула жена Штокмана, оставив дверь неприкрытой.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ахлатса сывлӑш ҫавӑрни те, йынӑшса мӑкӑртатни те окопсенче каҫсерен илтӗнет, шӑнса та пӑшӑрханса вӗсем куҫ хупмасӑрах ҫӗр ирттереҫҫӗ.

Тяжкие вздохи и приглушенные стоны слышались по ночам в окопах, и никто не мог сомкнуть глаз от холода и тревоги.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫӗсене хупмасӑрах темелле, тӗлӗрсе каять вӑл, анчах чӗри ун ҫывӑрмасть.

Почти не закрывая глаз, она погружается в дремоту, но сердце ее бодрствует.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Урипе тапса алӑка уҫрӗ те, ӑна хупмасӑрах, алкумне тӑрса, кулса ҫапла каларӗ:

Пинком ноги ударив в дверь, он отворил ее и, оставив открытой, стал на пороге, улыбаясь, и сказал нам:

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ хӑйӗн, куҫне темиҫе хутчен хӑрушшӑн мӑчлаттаркаласа илчӗ, кунта эпӗ Ромашов ҫывӑрнӑ чух куҫне хупмасӑрах ҫывӑрать тесе Саня каласа кӑтартнине аса илтӗм.

У него дрожали колени, он несколько раз как-то странно прикрывал глаза, и я вспомнила, как Саня рассказывал, что он спит с открытыми глазами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен вӑл тӳсеймерӗ, хӑйӑ ҫутрӗ те куҫне хупмасӑрах тӗлӗрсе выртакан Алексея пырса тӗрткелерӗ:

Наконец он не выдержал, засветил от кресала лучину, потрогал Алексея, лежавшего с открытыми глазами в тяжелом полузабытьи:

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех