Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑскер (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, аллине кӑкӑрӗ ҫине хунӑскер, хӑйне итлемен халӑх ҫине сиввӗн пӑхса тӑрать.

Сложив на груди руки, он холодно осматривал волнующихся людей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫӗнӗ Земцева хуторӗн представителӗ Коновалов, нимӗҫсен тӗссӗр кӑвак пуставӗнчен ҫӗлетнӗ хӳхӗм китель тӑхӑннӑскер тата китель ҫухи ҫумне сантал хӑю ҫӗлесе хунӑскер, айӑплӑн кулкаласа, кӑкӑрӗпе хут листи ҫине выртрӗ.

Представитель хутора Ново-Земцева Коновалов, в парадном кителе серонемецкого сукна с красными лацканами на воротнике, виновато улыбаясь, слег над листом.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурте шӑп пулчӗҫ, итлеме пуҫларӗҫ, Никита Никитич хӑй валли сурӑх пӗҫҫине сӑнаса та хунӑскер, ҫапла шухӑшларӗ:

Все умолкли, прислушались, а Никита Никитич, уже нацелившись на баранью ляжку, подумал:

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗри тата, ҫавнашкал асапа чӑтайманнипе ҫыртса пӗтернӗ аллине ҫӑварне чиксе хунӑскер, шӑпах вырӑс окопӗсен иккӗмӗш линийӗ ҫине тухмалли ҫул ҫинче хутланса выртать.

А один, у самого хода сообщения, ведущего во вторую линию окопов, лежал, скрючившись калачиком, засунув в рот искусанную от муки руку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ-ха, анчах сӗтел хушшинче ларакан стенографистка, ҫутӑрах хӗрлӗ ҫӳҫне темле пӗлмелле мар якатса хунӑскер, темскер васкавлӑн ҫырать.

Он еще не сказал ни слова, а сидящая у столика стенографистка с пышной рыжей шевелюрой и непонятной прической что-то торопливо записывала.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Урапа ҫинче темскер, плащ-палаткӑпа витсе хунӑскер выртать.

На телеге что-то лежало, покрытое плащ-палаткой.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Устенька кӑпӑшкаскер, хӗрлӗ питлӗ чиперкке хӗрача, ҫаннисене тавӑрса хунӑскер, Белецкий пӳртне турилккесем илме чупса кӗчӗ.

Устенька, пухленькая, румяненькая, хорошенькая, с засученными рукавами вбежала в хату Белецкого за тарелками.

XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Анчах каретӑра ларакан ҫитерсе самӑртнӑ, мӑн кӑмӑллӑ та тӑмпайла упӑте, мӑнтӑр хырӑмӗ ҫине кӗленче татӑк-кӗсӗкӗ хунӑскер, нихӑҫан та ирӗклӗхӗн мӑнаҫлӑ чеченлӗхне ӑнланаймасть, хавхалану савӑнӑҫне туйма-чухлама пултараймасть, хӗрлӗ хӑва туратти ҫинче кӑп-кӑпӑш кӑчкӑсем кӗмӗлленнине курса, хӑпартлануллӑ тӗлӗнӗвӗн пылак куҫҫулӗпе йӗреймест!

Но никогда откормленная, важная и тупая обезьяна, сидящая в карете, со стекляшками на жирном пузе, не поймет гордой прелести свободы, не испытает радости вдохновения, не заплачет сладкими слезами восторга, глядя, как на вербовой ветке серебрятся пушистые барашки!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл йывӑр мухмӑрлӑ ыйхӑран тин ҫеҫ вӑраннӑччӗ те, аллисене пуҫӗ айне хунӑскер, халӗ кравать ҫинче аялти тум вӗҫҫӗн кӑна выртатчӗ, Куҫӗсенче унӑн сӳрӗк, ывӑннӑ пӑтрашӑнчӑкчӗ.

Он только что проснулся от тяжелого хмельного сна и теперь лежал на кровати в одном нижнем белье, заложив рука под голову, В его глазах была равнодушная, усталая муть.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Фаюмэре крокодил вырӑнне хурса хисоплекен Себех те пулнӑ кунта, Тоот та, уйӑх турри, Хмуну хулинче ибис евӗр тӑва-тӑва хунӑскер, хӗвеллӗ Гор турӑ та, Эдфура ӑна ыйхӑ шӑмми халалланӑ, Бубасри Баст та, кушак пекскер, Шу, сывлӑш турри — арӑслан, Пта — вӑкӑр, Гатор — хаваслӑх турри — ӗне, Анубис, бальзамлассин турри, шаккал пуҫлӑскер, Гермонри Монту та, коптсен Минувӗ те, Саисри тӳпе ама-турри Нейт та, юлашкинчен вара овн сӑнлӑ хӑрушӑ турӑ, ун ятне сасӑпа каламан, Хентиементу тенӗ ӑна, «Анӑҫра пурӑнакан» тенине пӗлтернӗ ку.

Здесь был Себех, чтимый в Фаюмэ под видом крокодила, и Тоот, бог луны, изображаемый как ибис, в городе Хмуну, и солнечный бог Гор, которому в Эдфу был посвящен копчик, и Баст из Бубаса, под видом кошки, Шу, бог воздуха — лев, Пта — апис, Гатор — богиня веселья — корова, Анубис, бог бальзамирования, с головою шакала, и Монту из Гормона, и коптский Мину, и богиня неба Нейт из Саиса, и, наконец, в виде овна, страшный бог, имя которого не произносилось и которого называли Хентиементу, что значит «Живущий на Западе».

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах эпӗ ҫирӗм утӑм та туса ӗлкӗреймерӗм, йывӑҫ тункати хыҫӗнчен тем пысӑкӑш сӑрӑ куян персе те тухрӗ, вӑрӑм хӑлхисене хыҫалалла лӑпчӑтса хунӑскер, васкаман пек ҫӳллӗн те сайран сиксе, ҫул урлӑ каҫса кайрӗ, ҫамрӑк хунава кӗрсе ҫухалчӗ.

Но не успел я сделать и двадцати шагов, как огромный серый заяц выскочил из-за пня и, как будто не торопясь, заложив назад длинные уши, высокими, редкими прыжками перебежал через дорогу и скрылся в молодняке.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӗрлӗ тӗслӗ «Спартак» эмблемине ҫыпӑҫтарса хунӑскер.

Красный с эмблемой «Спартака».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ванчӑк куҫлӑх, хура шнурпа хытнӑ шурӑ хӑлхинчен кӑкарса хунӑскер, извеҫпе шуралнӑ паркет ҫинче выртать.

Разбитое пенсне, зацепившееся черным шнурком за его твердое и белое ухо, лежало рядом с головой на паркете, запудренном известкой.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хамӑр моторсен палланӑ кӗрлевӗ хушшинче Алексей аякран капланса килекен кӗрлеве уйӑрса илчӗ те, унӑн мускулӗсем хӑйсемех чӑмӑрккан-чӑмӑрккан пулса хытрӗҫ, шӑнӑрланчӗҫ: вӑл вара, вӑйсӑрскерех, носилка ҫине ҫыхса хунӑскер, хӑйне хӑй кабинӑри пек, хӑйӗн истребителӗпе тӑшман ҫине ыткӑннӑ пек, хӑйне хӑй тискер кайӑка хӑвалакан ҫын пек туйрӗ.

и сквозь знакомый звон своих моторов Алексей уже слышал наплывающий из-за леса неровный, качающийся гул, от которого мускулы у него как-то сами собой собирались в комки, напруживались, и он, этот немощный человек, привязанный к носилкам, почувствовал себя в кабине истребителя несущимся навстречу врагу, почувствовал себя гончей, учуявшей дичь.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пекарьнӑра вӑй хунӑскер, ӑна хупсан стаж ҫитменнипе килнӗ кунта Ольга Семеновна.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Амӑшӗ — Мария Тимофеевна — ытларах уйра вӑй хунӑскер тӑван ҫӗре чунпа юратса тӑрӑшакан ҫеҫ пурнӑҫран юлманнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе воспитани парсах тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех