Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханмасӑр (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та, ашшӗ тата та лӑпкӑрах, пӗр хумханмасӑр хӑйӗннех калать.

На что папа еще равнодушнее говорил, не торопясь и не повышая голоса.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑн чухнехине халиччен те пӗр хумханмасӑр аса илме пултараймастӑп.

До сих пор не могу вспомнить об этом без волнения, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӑчӑ, унтан сивӗ, унтан каллех пӑчӑ пулса кайрӗ, эпӗ хама хам лӑплантарас тесе, ним хумханмасӑр шухӑшлас тесе, витӗнкӗҫе сирсе пӑрахрӑм.

Мне стало жарко, потом холодно, потом снова жарко, и я откинул одеяло и стал глубоко дышать, чтобы успокоиться и обдумать все хладнокровно.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл маншӑн ӗмӗрне курман-илтмен, яланлӑхах асамра тӑрса юлакан калаҫу пулчӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑна ним хумханмасӑр каласа памалла.

Это был необыкновенный и навсегда запомнившийся мне разговор, — и я должен передать его совершенно спокойно.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сарлака кӳлӗ пӗр хумханмасӑр тӑнӑ.

Широкое озеро сияло неподвижно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Икӗ хутчен те вӑл Алексей пичӗ ҫине ним хумханмасӑр пӑхса илчӗ.

Раза два взгляд его равнодушно скользнул по лицу Алексея.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех