Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗнчен (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кай! — вӑл хуйхӑпа тулнӑ Гаврилӑна урипе тапасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ; Гаврила хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытса тӑман пулсан, каллех тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ.

Пошел! — И он хотел толкнуть убитого горем Гаврилу ногой, но не смог и снова свалился бы, если бы Гаврила не удержал его, обняв за плечи.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Вӑл ӑна хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ.

Он хлопнул его по плечу.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Эпӗ кантурҫӑ патне ыткӑнтӑм та, пӑлханнипе хама хам та пӗлмесӗр, хыттӑн пӑталаса лартрӑм ӑна алапа хулпуҫҫийӗнчен.

Я бросился к конторщику и, не помня себя от волнения, крепко вцепился рукой в его плечо.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Татах хулпуҫҫийӗнчен ҫапса лӑплантармалла мар-ши куна тесе шутласа илчӗ те Федор хӗр ачана хӑй ҫумне тытса ҫупӑрларӗ, ӑна ҫӳҫӗнчен ачашларӗ.

Федор подумал, что надо бы опять похлопать ее, затем крепко обнял и прижал к себе. Ласково погладил по волосам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Федор ӑна лӑплантармалла пек хулпуҫҫийӗнчен ҫапкаларӗ.

Федя похлопал ее успокаивающе по плечу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Гаврик аслашшӗне хӑй хулпуҫҫийӗнчен тыттарчӗ.

Гаврик подставил старику плечо, за которое тот крепко взялся.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халатне ҫӗкленӗччӗ вӑл, хӑйӑрлӑ ҫырма тӗпне урипе сыхланса ҫеҫ пусса пыратчӗ; хулпуҫҫийӗнчен питшӑлли шуса анчӗ те, вӑл ӑна шыва ӳкичченех пит те меллӗн ярса тытрӗ.

Она шла, придерживая халатик, осторожно и с наслаждением пробуя ногою песчаное дно; полотенце скользнуло с плеча, и она ловко поймала его над самой водой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк Томӑн хулпуҫҫийӗнчен саламат вӗҫӗ хыттӑн пырса тиврӗ.

Страшный удар обрушился на плечи Тома.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех