Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑрҫӑ хирӗсенче, заводсемпе фабрикӑсен цехӗсенче, колхозсен уй-хирӗсенче совет ҫыннисем геройла ӗҫсем туни ҫинчен пӗтӗм чӗререн савӑнса вулатпӑр.
6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Халӗ, Украина хирӗсенче вӑрҫӑ иртсе кайнӑ хыҫҫӑн, паллах, партизансене тытайманнин вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме юрать.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
— Акӑ халӗ сирӗн ҫарсем пирӗн Унгари хирӗсенче юн тӑкаҫҫӗ.— Вот теперь ваши армии проливают кровь на полях нашей Унгарии.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл ун ҫинче хуласем лартнӑ, ҫӗнӗ шахтӑсем алтнӑ, вӑл унӑн хирӗсенче ӑҫта тата мӗн ӳсмеллине палӑртакан плансем тунӑ, вӗсем умӗнче ачаш упӑшка пек те, тӑрӑшакан строитель пек те пулнӑ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Докладчик нимӗҫ ҫарӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем ҫинчен каланӑ май: — Паттӑр нимӗҫ ҫарӗ ҫапӑҫу хирӗсенче тӑватҫӗр пин салтакпа офицер ҫухатнӑ, — тесен, итлекенсем алӑ ҫупма тытӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унччен палӑрман герой Остап Бондаренко Маньчжури хирӗсенче ҫапла вилнӗ.Так умер на маньчжурских полях незаметный герой Остап Бондаренко.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.
Акӑлчансем вӑрҫӑ хыҫӗнчи вырӑнсенче Гитлерӑн сехрисем хӑпса тухнӑ полководецӗсене тыткӑна илеҫҫӗ, ҫапӑҫу хирӗсенче Монтгомери салтакӗсем кана ҫапӑҫнӑ пек, хӑйсен «Монтине» прозӑпа та сӑвӑпа мухтаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрлӗ Ҫар хӑвӑрт куҫса пынипе, вӑйлӑн пыра-пыра ҫапнипе, стрелоксен подразделенийӗсемпе артиллери атакисене пула нимӗн тума аптраса ӳкнӗ тӑшман хӑйӗн позицийӗсене пӑраха-пӑрахах тарать; ҫапӑҫу хирӗсенче вилнисене кӑна мар, аманнисене те пӑрахса хӑварать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Харсӑр ҫын Аргентинӑн хирӗсенче алхасакан ҫанталӑк вӑйӗсем умӗнче те чарӑнса тӑманскер, кунта, Австралинче, усал ҫыннӑн мӑшкӑлне курса тӑчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах манӑн ҫавсене пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тумалла пулсан, — тӗрӗссине калатӑп, Австралин шалти пушӑ хирӗсенче сӗтӗрӗнсе ҫӳресе асап куриччен эпӗ ӗмӗрлӗхех чура пулса юлнӑ пулӑттӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гарри Грантпа унӑн юлташӗсем, е акӑлчансен мӗнле те пулсан колонине ҫитнӗ — ку пӗрремӗш гипотеза, е вӗсем туземецсен аллине тыткӑна ҫакланнӑ — ку иккӗмӗш; юлашкинчен, виҫҫӗмӗшӗ — вӗсем Австралин таҫтан-таҫтан сарӑлса выртакан пушӑ хирӗсенче аташса ҫӳреҫҫӗ пулӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кала ӑна, Яков, тӳррӗн, куҫран пӑхса: тӗрмесен подвалӗсенче ларнӑ чух е тупӑсем кӗрленӗ вӑхӑтра тата тӗнчипе паллӑ ҫапӑҫусен сӑрчӗсемпе хирӗсенче эсӗ ҫакӑн пек маттурсем питӗрсе хунӑ ещӗксене ухтарассишӗн тата вӗсен ӑпӑр-тапӑр пухакансене ют ҫын горжеткисене сутассишӗн ҫапӑҫатӑп, тесе шутланӑ-и?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Тӑпра сехетсерен кушӑхса пычӗ, анчах Татарски хуторӗн хирӗсенче ҫынсем курӑнмарӗҫ те темелле.Почва выветривалась с каждым часом, а на полях хутора Татарского почти не видно было людей.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унпа ҫапӑҫу хирӗсенче харсӑр, хӑюллӑ пулнӑ ҫар ҫыннисене наградӑланӑ.
Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.
Германецсемпе казаксен хастар халӑхӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пӗрле юхтарнӑ юнпа ҫирӗпленнӗ туслӑх хамӑрӑн мӗнпур тӑшмансемпе кӗрешес ӗҫре хӑватлӑ вӑй пулса тӑрать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ ӗнтӗ, Прусси, Галици, Буковина тата Польша хирӗсенче 3 1/2 ҫула яхӑн юнлӑ вӑрҫӑ пынӑ май, казаксемпе германецсем пӗр-пӗрин ҫарӗсен паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхне пушшех хисеплеме вӗренсе ҫитрӗҫ, паян кун та вӗсем, пӗр-пӗрне ырӑ чунлӑ икӗ салтак пек аллисене тӑсса парса, тӑван Донӑн ирӗхлӗхӗшӗн пӗрле кӗрешеҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хӑрушӑ ҫулӗсем вӑхӑтӗнче тӑван халӑхӑмӑр тӳснӗ йывӑрлӑхсене, ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене, вӑрҫӑ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыва ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратассипе ырми-канми ӗҫленӗ ентешӗмӗрсене аса илчӗҫ, вӗсене асӑнса шӑплӑх минучӗ ирттерчӗҫ.
«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3
Нумай казаксем тухмарӗҫ хуторта — вӗсене Галици, Буковина, Хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпат, Румыни хирӗсенче ҫӗтере-ҫӗтере хӑварнӑ; вӗсем вилесем пулса выртса юлнӑ ӗнтӗ, тупӑсем кӗмсӗртетсе кӗл тунӑ кӗрлевре ҫӗрсе пӗтнӗ; халӗ тӑвансен масарӗсен ҫӳллӗ тӗмескисене хыт хура сырса илнӗ, ҫумӑр пусӑрӑнтарнӑ, кӗрпеклӗ сивӗ юр шӑлса кайнӑ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пӳлӗне-пӳлӗне, сӑнӗпе вилес пек кӑвакарса кайса, кӑвак Донӑн чысӗпе мухтавӗ ҫинчен, казаксен историллӗ миссийӗ ҫинчен, офицерсемпе казаксем ҫапӑҫу хирӗсенче пайтах пӗрле юн юхтарни ҫинчен калаҫрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.