Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫатра (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Архипов «Хыпар» хаҫатра та ӗҫленӗ.

Приятно отметить: заслуженный работник культуры ЧР Геннадий Архипов работал и в газете "Вести".

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хальхинче вӗсен куҫӗ умне «Хыпар» хаҫатра пӗлтерӳсене вырӑсла ҫеҫ вырнаҫтарни лекнӗ.

На этот раз в их поле зрения попало размещение объявлений в газета «Хыпар» только на русском языке.

«Хыпарта» пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарттарасшӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12789.html

Унтан таврӑнсан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра икӗ эрне тӑрӑшрӑм.

После возвращения оттуда две недели работал в газете "Чувашская женщина".

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Унтан нумай тиражлӑ «Механизатор» хаҫатра вӑй хутӑм.

Затем работала в многотиражной газете "Механизатор".

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ӗҫлерӗм.

После того, как получила диплом работала в районной газете "Сельская жизнь".

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

«Хаҫатра ҫырнин усси ҫук. Ҫынни ҫавнашкал тӑк ӑна пӗрех чараймӑн. Манӑн упӑшкапа пӗрлех пурӑнмалла», — терӗ сӑпайлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫанталӑк календарь йӗркине пӑхӑнма пӑрахни пирки хамӑр хаҫатра ҫырсах тӑратпӑр.

О том, что погода не соответствует календарному, наша газета писала не раз.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫав ҫулах «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатра «Арион», «Чаадаева» сӑввисем те кун ҫути курнӑ.

В этом же году в газете "Молодой колхозник" увидели свет стихи "Арион", "Чаадаеву".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Халӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра вӑй хурать.

Сейчас трудиться в газете "Чувашская женщина".

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Акӑ хаҫатра куҫ тӗлне пулнӑ пӗрремӗш предложени: «Ял хуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ».

Вот, попавшая в глаза первое предложение: «Поступил учиться сельскохозяйственную академию».

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫав вӑхӑтрах вӑл хаҫатра пичетленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

«Советская Чувашия» хаҫатра Матвей Михайлова, Иван Павлова, мана, Анатолий Горшкова, ыттисене сӑмах пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Аркадий Айдакпа иккӗшӗ хаҫатра ӗҫлекенсемпе час-часах тӗл пулатчӗҫ, пулӑшатчӗҫ пире.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» парти лидерӗ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Ольга Голодец, РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗсем Максим Топилин тата Дмитрий Ливанов ӗҫлӗ ҫӳревпе пулни ҫинчен хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсем пирки май килнӗ таран хаҫатра ҫыратпӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Коммунизм ялавӗ» /«Хыпар»/ хаҫатра корреспондент /1979-1988/, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗ /1988-1992/ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

2014 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатра ӗҫлекен пултаруллӑ журналистӑн Светлана Смирнован «Сто удивительных встреч» кӗнеки «Чӑваш журналистикин антологийӗ» ярӑмӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Ял ҫыннисен кун-ҫулӗ, шӑпи кӑсӑклантарать мана. Хаҫатра пичетленнӗ пур материалпа та паллашатӑп. Вуласа тухсан ҫитес кӑларӑм килессе чӑтӑмсӑр кӗтетӗп», - пӗлтерет Зоя аппа.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех