Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхана (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сывӑ пул, анне, — терӗ вӑл амӑшне, хӑй хыҫӗнчен хапхана ҫаклатса.

— Прощай, матушка, — сказал он, та до ворот провожала его.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вӑл ҫатан хапхана уҫма та ӗлкӗреймерӗ — акӑш-макӑш пысӑк буйвол вӑрӑмтунасем сырса илнӗскер, мӗкӗрсе хапхана ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗ; ун хыҫӗнчен ытти ӗнесем, пысӑк куҫӗсемпе хуҫа арӑмӗ ҫине пӑхса, ӑна палласа илсе тата хӑйсен аяккисем тӑрӑх хӳрисемпе пӗр тикӗс ҫапкаласа, ерипен пыраҫҫӗ.

Она не успела еще отворить плетня, как громадная буйволица, провожаемая комарами, мыча, проламывается сквозь ворота; за ней медленно идут сытые коровы, большими глазами признавая хозяйку и хвостом мерно хлеща себя по бокам.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫав пӑралука кӗрсен, сылтӑм енчи виҫҫӗмӗш хапхана пӑхӑр…

Так вы идите в этот переулочек и глядите третьи ворота справа…

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫав кивелнӗ юман лутра хапхана вӑл тинкерсе пӑхса илчӗ, ӑна сарлака шлепкеллӗ пӑтапа ҫапса пӗтернӗ те, пӑта шлепкисем йӑлтах тутӑхса кайнӑ, вӗсем халь хӑма ҫинчи сарлака пӑнчӑсем пек палӑрса тӑраҫҫӗ…

Он смотрел на эти старые, обветшалые дубовые ворота, низкие и обитые гвоздями с большими расплющенными шляпками, которые настолько заржавели, что казались просто пятнами на досках…

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халӗ хапхана хуп та питӗрсе ил.

— Теперь запри ворота и повесь на них замок!

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапхана шаккаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

— Стучат в ворота, — сказала она.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗттӗмре мелник курӑнми пулчӗ те ик-виҫ минутранах таврӑнчӗ, хӗрӗпе Краличе малти картишне ирттерчӗ, хапхана питӗрсе илчӗ.

Мельник исчез во тьме, но через две-три минуты вернулся, провел Кралича и дочь в передний двор и запер ворота.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапхана тепӗр хут шакканине пӑхмасӑрах вӑл вите патнелле чупрӗ.

И, не обращая внимания на новый стук, побежал к конюшне.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сасартӑк хапхана шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Но тут раздался громкий стук в ворота.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хваттер тӗлне ҫитрӗҫ; ҫапӑран авса тунӑ пӗчӗк хапхана тата ҫатан картана тӗртсе йӑвантарчӗҫ те картишне пырса кӗчӗҫ.

Дошли до квартиры; повалив хворостяные воротца и плетень, вломились во двор.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑр катӑкӗсем пӑрлӑ ҫумӑр пекех хапхана пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ, лумпа уҫса янӑ шыв ҫулӗ тӑрӑх картишӗнче кӳленсе тӑракан шыв пӗр сас-хурасӑр урамалла ыткӑнса тухрӗ.

В ворота градом застучали ледяные комочки, и вскоре в проделанное ломом русло молчаливо ринулась со двора вода.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Молчун хапхана кӑштах уҫрӗ те пӑрланса ларнӑ юра мӗнпур вӑйран лумпа тӑрӑнтарчӗ, пӗрре тӑрантарсах виҫӗ пӑт чухлӗ пӑр купташкине катса кӑларчӗ.

Молчун приоткрыл ворота и с такой силой ахнул ломом по обледенелому сугробу, что разом отколол огромный кус льда, пуда в три весом.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев лашине кӗҫен алӑкран ҫавӑтса кӗме ӗлкӗрнӗ те хапхана сӑлӑп хурса лартнӑ.

Половцев уже ввел в калитку коня, запер ворота на засов.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тухса ҫӳренӗ чух хапхана питӗр теменччӗ-и?

— Уходишь из дому — калитку запирай.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Витре е кантӑра манса юлман-ши, тесе туха-туха пӑхать, хапхана мӗнле хупнине тӗрӗслет, калинкке шашулкки мӗнле иккенне те пӑхмасӑр манса хӑвармасть.

Выходил на улицу, осматривал, не забыты ли на крыльце веревка или ведро, проверял, плотно ли закрыты ворота, надежен ли засов у калитки.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче, театртан кая юлса таврӑнсан, вӑл лавҫӑпа пӗрле пӗр сехете яхӑн хапхана шаккаса тӑчӗ; йытӑ та сӑнчӑр тӑрӑх сиксе вӗрнипе сассине ҫӗтерчӗ.

Однажды, воротясь поздно из театра, он с извозчиком стучал почти час в ворота; собака, от скаканья на цепи и лая, потеряла голос.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Галерейӑпа пӗрлех хапхана та турлетмеллеччӗ, крыльцана та юсасан авӑн пулатчӗ, ансӑр картлашкасем хушшинчен тӗпсакайне кушаксем ҫеҫ мар, сыснасем те кӗрсе каяҫҫӗ, тесе такам астутарнӑ ӑна.

Кто-то напомнил ему, что вот кстати бы уж и ворота исправить, и крыльцо починить, а то, дескать, сквозь ступеньки не только кошки, и свиньи пролезают в подвал.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Темӗнле ватӑ ҫын, винтовка тытнӑскер, пирӗн ҫине решетке урлӑ пӑхса илчӗ, вара, машинӑна палласа, тимӗр хапхана икӗ еннелле кӗмсӗртеттерсе уҫрӗ.

Сквозь решетку на нас глянул какой-то старичок с винтовкой, всмотрелся в машину и стал с грохотом открывать зеленые половинки ворот.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, ачамсем, — терӗ комендант татах приказ парса, — халӗ ӗнтӗ хапхана уҫар, барабан ҫапӑр.

— Ну, ребята, — сказал комендант, — теперь отворяй ворота, бей в барабан.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Последнее, что я еще видел, был Петька, выскочивший на улицу и захлопнувший ворота перед самым носом человека в кожаном пальто.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех