Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хам сăмах пирĕн базăра пур.
хам (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама мӗн каланине итленӗ май, манӑн питӗм ҫине илемле, телейлӗ тата хампа хам кӑмӑллине палӑртакан тӑрлавсӑртарах кулӑ ирӗксӗртенех чечекленсе тухнине туйрӑм, кунсӑр пуҫне ҫакнашкал кулӑ хам кампа калаҫатӑп, ҫавсен пичӗсем ҫинче пуррине асӑрхарӑм.

В ответ на все, что мне говорили, я чувствовал, как против моей воли на лице моем расцветала сладкая, счастливая, несколько глупо-самодовольная улыбка, и замечал, что улыбка эта даже сообщалась всем, кто со мной говорил.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манӑн хам умма тухса тӑракан задачӑсене хама майлӑ пурнӑҫламалла хамӑн опыта, хамӑн шухӑшсемпе ӗҫре тупнисене пухса пӗтӗҫтерсе пымалла пулнӑ.

Я должен был обобщить свой опыт, свои мысли и действия, чтобы по-своему выполнять задачи, которые передо мной стоят.

14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫак ре-корда мана хампа пӗрле Матвеенко пек лайӑх механик вӗҫнипе, ҫул ҫинче пирӗн пирки тата пирӗн машина пирки ҫынсем тимлӗ пулнипе, хама выговор панӑ хыҫҫӑн хам айванланса кайманнипе, транспорт авиацийӗ енӗпе хама панӑ задание сивлеменнипе, ӑна мӗнле пулсан та авантарах пурнӑҫлама тӑрӑшнипе тума май килчӗ.

И мне удалось поставить его потому, что со мной летел такой прекрасный механик, как Матвеенко, потому, что люди по пути были внимательны к нам и к машине, потому, что я сам не распустился после полученного мною выговора, не отнёсся к заданию транспортной авиации пренебрежительно, а постарался выполнить его как можно лучше.

«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

«Хам ҫак сукмакпа пынине пӗлмен пулсан, эпӗ хама та асӑрхаман пулӑттӑм», — тесе шӳт туса илтӗм эпӗ хамран хам.

«Если бы я не знал, что иду по этой тропе, то сам бы себя не заметил», — попробовал я пошутить сам с собой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Калаҫатӑп халӗ эпӗ, — терӗ амӑшӗ малалла, — калаҫатӑп, хам сӑмаха хамах итлетӗп те — хама хам ӗненместӗп.

— Говорю я теперь, — продолжала мать, — говорю, сама себя слушаю, — сама себе не верю.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Анчах эпӗ хама хам ҫав тери телейлӗ туйрӑм; хӑй калашле, хӑнк та тумарӑм, хамран тӑрӑхласа кулнине те, хам ҫине куҫ хӳрипе пӑхнине те ним тӗшне хумарӑм.

Но я чувствовал себя до такой степени счастливым, что, как говорится, в ус не дул и в грош не ставил ничьих насмешек и ничьих косых взглядов.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫакна эпӗ, хам унран хӑраманнине кӑтартас тесе, уншӑн тунӑ-и, арӑмшӑн тунӑ-и е тата, хама хам улталас тесе, хамшӑнах тунӑ-и — пӗлместӗп, анчах эпӗ малтанхи тӗлпулусенчех ун умӗнче ӑшра лӑпкӑ пулаймарӑм.

Для жены ли, или для него я это делал, чтоб показать, что я не боюсь его, для себя ли, чтоб обмануть самого себя, — не знаю, только я не мог с первых же сношений моих с ним быть прост.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ӑшӑмра пӗрремӗш эрнесенчех эпӗ хам лекнине, хам мӗн кӗтни пурнӑҫланманнине, авлану телей мар, темскер питӗ йывӑр япала иккенне туйса илтӗм (ҫапла вӗҫленмен пулсан, эпӗ халь те ҫакна йышӑнман пулӑттӑм), анчах ҫакна ҫынсенчен ҫеҫ мар, хамран хам та пытарса пурӑнтӑм.

В глубине души я с первых же недель почувствовал, что я попался, что вышло не то, чего я ожидал, что женитьба не только не счастье, но нечто очень тяжелое, но я, как и все, не хотел признаться себе (я бы не признался себе и теперь, если бы не конец) и скрывал не только от других, но от себя.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Эпӗ хама хам шеллемесӗр тӑрса ку юратуран хӑтӑласшӑн пултӑм; эпӗ Лукашка казакпа Марьянка хушшинчи юратура хам валли савӑнӑҫ тупма пӑхрӑм, анчах хам юратӑвӑма тата кӗвӗҫӳ туйӑмне пушшех те хускатрӑм кӑна.

Я спасался от своей любви в самоотвержении, я выдумывал себе радость в любви казака Лукашки с Марьянкой и только раздражал свою любовь и ревность.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ хама хам татӑклӑнах ҫакӑн пек ӗнентерсе ҫитертӗм: хӑрасси вӑл хам тунӑ йӑнӑш пирки пулчӗ, терӗм, анчах та, нимӗнле иккӗленӳ те ан юлтӑр тесе, эпӗ леш ҫыран хӗррине тепӗр хут кайса килме тата ҫав ют йӗрпе хам йӗре танлаштарса пӑхма шут тытрӑм.

Я окончательно убедил себя, что все мои страхи внушены мне нелепой ошибкой, но, чтобы уж не оставалось никаких сомнений, я решил еще раз сходить на тот берег и сличить таинственный след с отпечатком моей ноги.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ман ҫине пӑхаканни вӑл мар, эпӗ хамах хам ҫине пӑхнӑ пек, мана чуптӑваканни вӑл мар, эпӗ хама хам чуптунӑ пек туйӑнать, — чӑнах та, мана ҫавӑн пек туйӑнатчӗ; ҫавӑнпа мана намӑс мар та.

Это как будто не он на меня смотрит, а я сама на себя смотрю, это не он меня целует, а я сама себя целую, — право, так мне представлялось; оттого мне и не стыдно.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла, хама кӑлартӑм пулмалла: хамӑн пурӑнас килет, юратас килет, ӑнланатӑн-и, — хам валли, хамшӑн тӑватӑп пурне те.

Да, разумеется, себя: самому жить хочется, любить хочется, понимаешь? — самому, для себя все делаю.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ӗнтӗ хамран хам йӗрӗнни, е кунҫулӑмра чи малтанхи хут хама хам курайманниех пулчӗ.

Это было презрение и даже ненависть к себе, которые я испытал, может быть, впервые в жизни.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама хам тӗнчери ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах та пултаруллӑрах тесе шутланӑ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм; хама пурте юратнӑ пулсан, эпӗ хамра иксӗлми юрату хӑватне тупнӑ пулӑттӑм.

Если б я почитал себя лучше, могущественнее всех на свете, я был бы счастлив; если б все меня любили, я в себе нашел бы бесконечные источники любви.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хамхамах тупрӑм та хам… ятӑм аншарлине.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кулӑшла пулин те, эпӗ ҫак самантра хама унран вӑйсӑртарах туйрӑм: вӑл мана хӑйӗнчен кӗҫӗн ҫын вырӑнне шутланӑн туйӑнчӗ — эпӗ вара ҫавӑнпа, хам мӗн тунине хам сисмесӗр, пӗтӗмпех килӗшсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ халӑхпа пӗрле пулса халӑх хуйхи-суйхине, халӑх савӑнӑҫне курма-туйма вӗренес вырӑнне хам пӗччен пурӑнса хамӑн савӑнӑҫа, хамӑн хуйха-суйха ҫеҫ курма, ӑнланма тӑрӑшнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пухусенче ҫав кутсӑр-пуҫсӑр шалак, чара, палка ҫӑвар — сӑнчӑрти йытӑ «хам! хам! хам! хамлатнипе» янӑраса тӑнах илетчӗ: никама та ум памасӑр тем чанкать, тем паврать, тем кӑранклатать, пырне те шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Апла пулсан, хам телее хамах кӳштертӗм, хамах ҫулса йӑтӑнтартӑм иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех