Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Манӑн килӗм вӗсем патӗнче пулӗ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.27. И будет у них жилище Мое, и буду их Богом, а они будут Моим народом.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ хӑйсене йӗрӗхӗсемпе, йӗрӗнчӗк ӗҫӗсемпе тата тӗрлӗ айӑппа ирсӗрлемӗҫ, вӗсене ҫылӑх туса пурӑннӑ мӗнпур ҫӗртен ирӗке кӑларӑп, вӗсене тасатӑп, вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Турри пулӑп.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, 31. эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Малашне Израиль килӗ Манран ан пӑрӑнтӑр тесе, хӑйсене тӗрлӗ усал ӗҫсемпе ан ирсӗрлетчӗр, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулччӑр тесе, вӗсен Турри Эпӗ пулам тесе, халӗ вӗсем хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗшӗн айӑпланӗҫ: ыйтаканӗн айӑпӗ мӗнле, пророка та ҫав айӑпах тивӗ, тесе калать Ҫӳлхуҫа Турӑ те.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те пророк хӑйне илӗртсе улталаттарма парсассӑн, хӑй сӑмахне Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗрентсе калаттарать тесессӗн, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсӑп та ӑна Хамӑн халӑхӑм, Израиль халӑхӗ, хушшинчен пӗтерӗп.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫав ҫынна сӑнӑмпа тӳртӗн тӑрӑп, ҫапса антарӑп ӑна, унран астутаракан паллӑпа ытарӑш тӑвӑп, ӑна Хамӑн халӑхӑм хушшинчен пӗтерӗп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Темиҫе ывӑҫ урпапа ҫӑкӑр татӑкӗшӗн Мана Хамӑн халӑхӑм умӗнче чысран кӑларатӑр, вилмелле мар чунсене вӗлеретӗр, вилмелли чунсене чӗрӗ хӑваратӑр, суя суйнине итлекен халӑха улталатӑр.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй халӑхӑм, Израиль палӑкӗ, хӑюллӑ пул!
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ пӗтӗм халӑхӑм куллийӗ, унӑн кулленхи мӑшкӑл юррийӗ пулса тӑтӑм.14. Я стал посмешищем для всего народа моего, вседневною песнью их.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Эй халӑхӑм, унтан кайӑр! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫиллинчен пурӑнӑҫӑра ҫӑлса хӑварӑр!45. Выходи из среды его, народ Мой, и спасайте каждый душу свою от пламенного гнева Господа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн халӑхӑм аташса кайнӑ сурӑхсем пекехчӗ; кӗтӳҫисем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ, вӗсене тусем тӑрӑх салатса ячӗҫ; вӗсем унта ту ҫинчен сӑрт ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен тапӑрне манса кайрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Священниксене ҫуллӑ апатпа тӑрантарӑп, халӑхӑм Манӑн ырӑлӑхӑмпа тӑранӗ, тет Ҫӳлхуҫа.14. И напитаю душу священников туком, и народ Мой насытится благами Моими, говорит Господь.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑ вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кашни Израиль йӑхӗшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.1. В то время, говорит Господь, Я буду Богом всем племенам Израилевым, а они будут Моим народом.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.