Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӑм (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, Вӑл ман патӑмран, манӑн халӑхӑм патӗнчен шапасене сиртӗр, вара эпӗ Израиль халӑхне Ҫӳлхуҫана парне кӳме ярӑп, тенӗ.

8. И призвал фараон Моисея и Аарона и сказал: помолитесь [обо мне] Господу, чтоб Он удалил жаб от меня и от народа моего, и я отпущу народ Израильский принести жертву Господу.

Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.

6. Итак скажи сынам Израилевым: Я Господь, и выведу вас из-под ига Египтян, и избавлю вас от рабства их, и спасу вас мышцею простертою и судами великими; 7. и приму вас Себе в народ и буду вам Богом, и вы узнаете, что Я Господь, Бог ваш, изведший вас [из земли Египетской] из-под ига Египетского; 8. и введу вас в ту землю, о которой Я, подняв руку Мою, клялся дать ее Аврааму, Исааку и Иакову, и дам вам ее в наследие.

Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.

7. И сказал Господь [Моисею]: Я увидел страдание народа Моего в Египте и услышал вопль его от приставников его; Я знаю скорби его 8. и иду избавить его от руки Египтян и вывести его из земли сей [и ввести его] в землю хорошую и пространную, где течет молоко и мед, в землю Хананеев, Хеттеев, Аморреев, Ферезеев, [Гергесеев,] Евеев и Иевусеев.

Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Унтан фараон Иосифа каланӑ: ҫакна пурне те сана Турӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук; 40. эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна итлесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ санран аслӑ пулӑп, тенӗ.

39. И сказал фараон Иосифу: так как Бог открыл тебе все сие, то нет столь разумного и мудрого, как ты; 40. ты будешь над домом моим, и твоего слова держаться будет весь народ мой; только престолом я буду больше тебя.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех