Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ҫапла туйӑнать: уйрӑм ҫын ӑсӗ аталанасси ӑрусен ӑсӗ аталанакан ҫулпах пулса пырать, тӗрлӗ философиллӗ теорисен никӗсне хывӑннӑ шухӑшсем ӑсӑн уйрӑлми пайӗсем пулса тӑраҫҫӗ; анчах кирек кам та ҫав философиллӗ теорисем пурри ҫинчен пӗличченех вӗсене мӗн чухлӗ те пулин тӗшмӗртетех.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питӗ тарӑн философиллӗ юмах.
Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html
Питӗ философиллӗ ҫак ӗҫ».
Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704
Ӑнмасан ҫакна философиллӗ йышӑнӑр, ку опыт кайран йӑнӑшсем тӑвасран сыхлӗ.К неудачам отнеситесь философски, этот опыт поможет не совершать ошибок.
12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Вӗсем пирки философиллӗ шутлӑр.
41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫакна философиллӗ йышӑнсан кӗҫех сирӗн пурнӑҫра ҫӗнӗ алӑксем уҫӑлӗҫ.Если отнесетесь к ним философски, скоро в вашей жизни откроются новые двери.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Анчах эпӗ скептицизмпа интересленнӗ пек урӑх нимӗнле философиллӗ юхӑмпа та интересленмен, вӑл пӗр вӑхӑтра мана ухмахах кӑларса яратчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара, хӑйӗн яланхи философиллӗ сасси ҫине куҫса, Иван Антонович пӗр шӳт тумасӑр ыйтрӗ:И переходя на свой обычный философский тон, Иван Антонович спросил уже вполне серьезно:
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Мария Александровнӑпа Анна Ильинична Владимир Ильичӑн философиллӗ алҫырӑвӗн, ӳлӗм рабочи класа хӑйӗн аслӑ тӗллевӗ патне илсе каякан ҫулне ҫутатса пырас кӗнекен корректурине киленсех, тӗплӗн вулаҫҫӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӗсем ҫине хаяр ҫил тулашса сивӗ ҫумӑр тӑкӑнать, анчах вӗсем философиллӗ тӳсӗмпе пурпӗрех чӑтса ирттереҫҫӗ.И с философским терпением переносили жестокие наскоки ветра и холодный ливень.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Философиллӗ чӑтӑм-тӳсӗмсене кӑна ытларах хытар, урӑх нимӗн те тӑваймӑн: ҫак шыв юхӑмӗнчен ниепле те тарса пытанма май ҫук.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ҫак вырӑнта эпӗ, хӗвел аннине пӑхса, философиллӗ шухӑшсемпе ларма юрататӑп: пушӑ хирте пурӑнакана вӑл питӗ килӗшет.— На сем месте я люблю философствовать, глядя на захождение солнца: оно приличествует пустыннику.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Штольц ӑна таблицӑсемпе числосем ӳкерсе кӑтартмасть, анчах пурин ҫинчен те калать, пӗр-пӗр экономика теорине те, социаллӑ е философиллӗ ыйтусене те асӑнмасӑр хӑвармасть, вӑл, хӗрсе кайса, пикенсех калаҫать: вӑл Ольга умӗнче хайӗн пӗлӗвӗсен вӗҫӗмсӗр чӗрӗ картинне ӳкерсе кӑтартать, тейӗн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пирки пирӗн пысӑках мар философиллӗ танлаштару та пулса иртрӗ: «Кайӑк ҫӑмартисене чунлӑ япала теме юрать-и е ҫук-и?»
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах автор ачисен шухӑш-ӗмӗчӗсене тарӑннӑн уҫса парайман, философиллӗ шухӑша вӗҫне ҫитереймен.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вӑл геройӑн туйӑмӗ-суйӑмӗсенчен ҫӗнӗлле тӗнчекурӑм, философиллӗ ӑнкарту ҫуралнине кӑтартать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ӗҫ ӑстисем, саманан ҫитмӗл ҫичӗ хуҫланчӑкӗсене тӳссе тухнисем — мӗн чухлӗ пурнӑҫ опычӗ, характер тарӑнлӑхӗ, философиллӗ шухӑш пытарӑнса тӑрать пуль вӗсенче!
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Те ҫакӑ усса каять - «киле кӗрсе» телей тупайман каччӑ ашшӗне уҫҫӑнах ҫакӑн пек философиллӗ ыйту парать: «Мӗншӗн эсӗ пурнӑҫра усала ырӑ тетӗн?
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Вӑл та кӑрккасен енне тарӑн философиллӗ шухӑшпа пӑхса, вӗсене асӑрхаса тӑрать.Он с не менее философским глубокомыслием наблюдал за индюками.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗттӗмре пуҫа философиллӗ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, нервсем вӗсем имшеркке, шатра питлӗ хӗрсен тата чараксӑр ҫӑварлӑ, мигреньпе асапланакан хӗрарӑмсен кана пулаҫҫӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1