Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мулкач кӑшт тӑрсан пӗр еннелле пит пысӑк утӑмпа сиксе ӳкрӗ, унтан кӑшт тӑрсан тепӗр енне сиксе ӳкрӗ, вунӑ-вуникӗ хут пӗчӗккӗ утӑмпа сиксен — виҫҫӗмӗш енне сиксе ӳкнӗ те ҫавӑнтах хӑйӗн йӗрӗсем еннелле пӑхса выртнӑ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Одинцова сад тӑрӑх кӑштах ывӑннӑ утӑмпа утать; унӑн питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ, куҫӗсем улӑм шӗлепке айӗнчен яланхинчен ҫутӑрах ҫутатаҫҫӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗр ҫур ҫухрӑм пек кайсан, сотник лашине утӑмпа ячӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сиккипе килнипе хашкама ернӗ утсене кантарас тесе, взвод пилӗк минут хушши утӑмпа пычӗ.Взвод пять минут ехал шагом, давая передышку хрипевшим от скачки лошадям.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ҫирӗп утӑмпа малалла утрӗ, хӗрсен ушкӑнне хӑваласа ҫитрӗ те, Оксана патне пырса татӑклӑн каларӗ: «Сывӑ пулса юл, Оксана!
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак йӑлтӑркка пурҫӑн тӑрӑх, юрпа вараланнӑ аттисене, ҫӑматтисене, буркӑсене шаккаса, делегатсем улӑхаҫҫӗ; вӗсем васкамасӑр утаҫҫӗ: хӑшӗ юлхавлӑн, хӑшӗ тип-тикӗс утӑмпа, е шаль тутӑр, е ахаль тутӑр, е башлык ҫыхнӑ пуҫӗсене мӑнаҫлӑнрах каҫӑртса, утса улӑхаҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей пӳлӗме васкавлӑн, анчах пӗр тикӗс мар утӑмпа утса кӗчӗ.Сергей вошел в комнату той неровной походкой, какой входят в знакомый дом слепые.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Машинӑсем хушшипе йӑпшӑна-йӑпшӑна тухса, разведчиксем ҫул хӗрринчи канава пырса лекнӗ те, ун урлӑ каҫса, васкавлӑ утӑмпа вӑрман ӑшнелле кӗме пуҫланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Разведчиксем пӗр тикӗс, васкаман утӑмпа, тӗлӗнсе хытса кайнӑ нимӗҫсен умӗнчен иртсе кайнӑ.Разведчики прошли ровным, неспешным шагом мимо оторопевших немцев.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашин ҫилхине тӳрлетсе, автоматчиксене темскер каласан, палатка патнелле йывӑртарах, анчах та ҫирӗп утӑмпа полк командирӗн заместителӗ Озеров капитан утса пычӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Юлия Львовна класс тӑрӑх пӗр виҫеллӗ утӑмпа утса, кӗнекине тӑснӑ аллипе хӑй умӗнче, ҫивӗч куҫӗсенчен аякра тытса: «Как упоительна, как роскошна летняя ночь в Малороссии!» диктовать тума пуҫларӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Ҫурма рота умӗнче калама ҫук хӳхӗм утӑмпа хитре кӑна подпоручик пырать»; Сулахайпа, сылтӑмпа!..«Впереди полуроты грациозной походкой шел красивый молодой подпоручик»; Левой, правой!..
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй ҫурма роти умӗнчи вӑта ҫӗре ҫӑмӑл та ҫивӗч утӑмпа Ромашов ярӑнса тухать.Легким и лихим шагом выходит Ромашов перед серединой своей полуроты.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл пӗрремӗш хут пӑруланӑ каскӑн ӗнене кӗтӗве хӑваласа пыма чупнӑ, анчах ватӑлла нумай лӑкӑштатса чупайман, чӑпӑрккине кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаса, сасартӑк чарӑнса тӑнӑ та, хутланакан урисемпе пӗр вырӑнта тӑпӑртатса, сулланкаласа илнӗ, унтан, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, аллинчи чӑпӑрккине ӳкерсе, ҫирӗп мар утӑмпа майӗпен каялла утнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑҫан та пулин пӗрре каҫхине вӗсем пурте, пьедесталӗсем ҫинчен анӗҫ те, кӳреннӗскерсем, урамсем тӑрӑх йывӑр утӑмпа утса, хӑйсен тунсӑхне, пӗччен пурӑннипе йӑлӑхтарса ҫитернӗ тунсӑхне пӑрахса, ҫак хуларан хире, уйӑх ялкӑшнӑ ҫӗре, уҫ сывлӑша, лӑпкӑ та канӑҫлӑ хире тухса кайӗҫ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Анчах, йӑнӑшмастӑп пулсан, ҫак хӑйне евӗр мыскаран тӗшши ҫапларах: вӑл, ман хыҫран утӑмпа утӑма, урапа урана пӗр пек пусса тата ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, ҫав вӑхӑтрах манӑн кашни хусканӑва, чи-чи пӗчӗккине те, хам евӗрех туса пырать, урӑхла каласан, хӑйне манпа пӗрешкеллетет.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк пур императорсем те тӑпах чарӑнчӗҫ, вара вӗсем, кулма пӑрахса, каллех пӗрпекленчӗҫ; сасартӑк ман ҫинчен манса пӗр харӑс ҫӗкленсе, парк аллейи тӑрӑх атӑпа чӑнкӑртаттарса ҫӑмӑл утӑмпа килекен кӗрнеклӗ ҫынна хирӗҫ кайрӗҫ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Биденкона курсан вӑл ытла та вӑтанчӗ, мундирне хӑвӑрт турткаласа тӳрлетрӗ те, якалнӑ чул плитасем тӑрӑх строевой утӑмпа кайса айӑкри алӑкран кӗрсе ҫухалчӗ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948