Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑнса (тĕпĕ: усӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поттер пысӑк хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларчӗ, усӑнса тӑракан кантра вӗҫне татса илчӗ те ҫапла каларӗ: — Йӑлт хатӗр, мӑйпӑран господин.

Поттер достал из кармана большой складной нож, обрезал болтающийся конец веревки и сказал: — Ну, все готово, господин Живодер.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сайра хутра Гек хӑйӗн пиншакне тӑхӑнса ярсан, пиншакӗ вара унӑн ура кӗлисем таран тенӗ пекех усӑнса ҫӳренӗ, хыҫалти тӳмисем пилӗкрен чылай аялта пулнӑ.

сюртук, если он имелся, доходил чуть не до пяток, причем задние пуговицы приходились гораздо ниже спины.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн шлепки темӗн пысӑкӑш ишӗлсе аннӑ япала пек курӑнса ларнӑ: хӗррисенчен аялалла ҫур уйӑх евӗрлӗ пысӑк татӑк усӑнса тӑнӑ.

Вместо шляпы он носил какую-то просторную рвань, от полей которой был откромсан большой кусок в виде полумесяца.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кирек хӑҫан та унӑн тумтирӗ шерепеленсе, татӑкӑн-татӑкӑн усӑнса ҫӳренӗ, тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ.

Все в пятнах и такие драные, что лохмотья развевались по ветру.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хуллен-хуллен унӑн пуҫӗ кӑкӑрӗ ҫинеллех усӑнса анчӗ те, аялти янахӗ хӑйӗн тӑшманӗ ҫумне пырса тӗкӗнчӗ, л-ешӗ вара ҫийӑнчек ҫыртса илчӗ, янахӗ ҫумне ҫыпӑҫсах ларчӗ.

Он начал клевать носом, голова его опустилась, мордой он дотронулся до жука, и тот в него вцепился.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мулаххайӗн хӑрах хӑлхи усӑнса аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

…Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫӗмӗртсем шывалла усӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Леонид Фадеевӑн сӑввисенче — ҫӗр еннелле усӑнса тӑракан пучах сулмаклӑхӗ, халӑх пӳлмине кӗнӗ ылтӑн тырӑ мӑнаҫлӑхӗ.

В стихах Леонида Фадеева - тяжесть поникших к земле колосьев, величавость золотого зерна в закромах народа.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

12. Кӗлӗ чатӑрне витнӗ хыҫҫӑн юлнӑ ытлашши вӗҫне — ытлашши вителӗкӗн ҫуррине — кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енне усӑнтарса ярӑр; 13. кӗлӗ чатӑрне витмелли вителӗк тӑршшӗнчен ытлашши юлни, — пӗр енчен пӗр чике чухлӗ, тепӗр енчен тепӗр чике чухлӗ, — кӗлӗ чатӑрне витсе тӑмашкӑн пӗр енчен те, тепӗр енчен те усӑнса тӑтӑр.

12. А излишек, остающийся от покрывал скиний, - половина излишнего покрывала пусть будет свешена на задней стороне скинии; 13. а излишек от длины покрывал скинии, на локоть с одной и на локоть с другой стороны, пусть будет свешен по бокам скинии с той и с другой стороны, для покрытия ее.

Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ара мӗн ара? Усӑнса аннӑ? Аннӑ. Мана мӗн ӗҫ?» — ахӑртнех ҫапларах вӗсен пуҫӗнчи шухӑш.

«Ну и что? Обвис? Сполз. Мне-то какое дело?» — наверняка такие мысли в их головах.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Анчах Раҫҫей ялавӗ чиперех ҫакӑнса тӑрать пулсан, пирӗн республикӑнни — усӑнса аннӑ.

Но флаг России нормально висит, а нашей республики — болтается обвисшим.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех