Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачам-пӑчам уссине курмалӑхне пар, канӑҫу пар, килӗшӳ пар, юсми-юлми пил пар! Ӗҫлеме ӗҫ пар, ҫиме ҫӑкӑр пар, кунлама кун пар, ӗмӗрлеме сывлӑх пар, юсми-юлми пил пар!
Кил пуҫӗн кӗлли (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.
Статья кирлӗ ҫӗре ҫитмен тӗк, вӑл кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫрен сас-хура пулман тӑк журналист ӗҫӗн уссине курмӑттӑмӑр.
«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
ОМС территори фончӗ республикӑри сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗпе пӗрле Чӑваш Енри медпулӑшу пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленин уссине 2015 ҫулта ирттернӗ социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
11. Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ӗҫе туса тӑни сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫитменнине анчах ҫитермест, нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать; 13. ҫак ӗҫӗн уссине курсассӑн, сӑваплӑ ҫынсем эсир Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн тата хӑйсене те, ыттисене те пурне те чунтан-вартан пулӑшнӑшӑн Турра аслӑласа мухтӗҫ; 14. Турӑ сире тулли тивлет панине курса, сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ акакана вӑрлӑх Параканӗ тата ҫиме ҫӑкӑр Параканӗ эсир акнине ӑнтарӗ, сирӗн тӳрӗлӗхӗр уссине ӳстерӗ; 11. вара эсир ырӑлӑх тумашкӑн пур тӗлӗшпе те пуян пулатӑр; эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать; 30. йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек, 31. ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем тулӑ акнӑччӗ — йӗплӗ кӳкен вырса илчӗҫ; халтан кайрӗҫ — уссине кураймарӗҫ; ҫакӑн пек тупӑшшӑн вӑтанӑр ӗнтӗ! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫакӑ вӑл!
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫак ҫулсем хушшинче ҫын вӑй-хӑватне аталантарас ӗҫе инвестицисем хывассине тӗллевлӗн пурнӑҫласа пыни хӑйӗн уссине кӳчӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945